Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 1-мӗшӗччен Шупашкарти МТВра «Ҫӗрулми» курав иртни пирки, унта ҫынсем вӑрлӑх ҫӗрулми черет тӑрсах туянни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ака уйӑхӗнче кунашкал курава тата ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ.
Ведомство ярмӑрккӑсен расписанине хатӗрленӗ. Акан 19-мӗшӗнче Патӑрьелте «Булат» суту-илӳ центрӗнче, акан 20-21-мӗшӗсенче Канашра (Мускав урамӗ, 12-мӗш А ҫурт), акан 20-21-мӗшӗсенче Шупашкарти «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗнче пулӗ. Комсомольскинче вара курав кашни кунах ӗҫлӗ (Промышленноҫ урамӗ, 8-мӗш ҫурт).
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнчи пӗр ҫуртран икӗ кӳме ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Иккӗшӗ те ҫав ҫуртрах пурӑнакан сусӑрӑн пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра хӑвӑртах тупнӑ.
71 ҫулти хӗрарӑм айӑпне тӳрех йышӑннӑ, кӳмесене хуҫине тавӑрса панӑ.
Мӗн тума вӑрланӑ-ха вӑл вӗсене? Кинемей упӑшки пулнӑ арҫыншӑн тӑрӑшнӑ иккен. Лешӗ шӑммине хуҫнӑ хыҫҫӑн утайман. Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрать, ҫу уйӑхӗнчи пекех. Юр хӑвӑрт ирӗлсе пӗтрӗ.
Чӑваш Енре хура ҫӗленсем вӑраннӑ ӗнтӗ. Вӗсене Наталья Борисова биолог Шупашкар хули хӗрринче, Пионерсен пӗви хӗрринче, ӳкерсе илнӗ.
Биолог пӗлтернӗ тӑрӑх, фотокамера объективне ахаль хура ҫӗленсем кӑна мар, меланистсем те лекнӗ.
Апла халь ҫутҫанталӑка канма тухсан, вӑрмана кайсан асӑрханмалла. Хура ҫӗлен наркӑмӑшлӑ шутланать.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Рождественски урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем пӑшалтан пенӗ сасса илтсен сисчӗвленнӗ. Кун пекки икӗ хутчен пулнӑ. Ҫынсем полици чӗннӗ.
Полицейскисем каҫхи шӑплӑха кам пӑшал сассипе татнине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл -45 ҫулти арҫын, ҫак ҫуртрах пурӑнаканскер. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, балконран пӑшал тытса пенӗ. Юрать-ха, пӑшалӗ «пушӑ» пулнӑ.
Пӑшала унран туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна янӑ. Арҫынна явап тыттарӗҫ-и е ҫук-и - татса парӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан тутар хӗрарӑмӗ Фарида Шевнина паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 96 ҫул тултарнӑ.
Фарида Ризаевна 1928 ҫулта Тутарстанри Пӑва районӗнчи ялта ҫуралнӑ. Ҫемьере тӑватӑ хӗр тата усрава илнӗ ывӑл пулнӑ. Пурнӑҫ ҫӑмӑл пулмасан та Фарида вӗренме ӗмӗтленнӗ. Ҫемье кӑштахран Чӑваш Енри Вӑрнар посёлоене куҫас килнӗ. Шкул пӗтерсен хӗр электромеханика техникумне вӗренме кӗнӗ. Унтах пулас мӑшӑрӗпе Юрий Шевнинпа паллашнӑ. Техинкума хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ хӗре Шупашкарти Электроаппаратура заводне направленипе ӗҫе янӑ. Унтах Юрий Александрович та тӑрӑшнӑ. Вӑл заводра ертсе пыракан должноҫсенчен пӗрне йышӑннӑ. Мӑшӑр 2 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗсен ачисем паян тӑваттӑн.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе кинемее соцаллӑ ӗҫчен пулӑшать.
Шупашкарта хуҫасӑр ларакан машина хуҫисене шыраҫҫӗ.
боксарах ведутся поиски владельцев брошенных автомобилей.
Тутӑхса кайнӑ машинӑсем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче лараҫҫӗ.
Хлуари тӳре-шара палӑртнӑ тӑрӑх, япӑхса ларакан машинӑсене кура ачасем унта выляма тыӑнса каяҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Калинин районӗн управи ҫав автомобильсен хуҫисене шырать: Асламас урамӗнчи 1/2 ҫурт умӗнчи «ВАЗ-2112» (В246ВО 12), Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 27-мӗш ҫурт умӗнчи «ВАЗ-2109» (В280СЕ 21) тата «Нива» (С984ВК 21), Николаев урамӗнчи 38-мӗш ҫурт умӗнчи
«Фольксваген» (Е433СО 21) тата «Шкода» (М070РС 152) машинӑсен хуҫисене.
Вӗсен хуҫисем сас памасан ятарлӑ комисси автомобильсене эвакуацилесси пирки асӑрхаттарать.
Ҫитес эрнере вырсарникун, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма пӑхма ан манӑр. Унта Шупашкарти Артем Осипова кӑтартӗҫ. Вӑл 8 ҫулта.
Артем Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренет. Вӑл купӑс ӑста калать.
Кӑларӑм эфира 16:10 сехетре тухӗ. Палӑртмалла: унта 3-12 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре Шупашкарти «Солнечный» микрорайон ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма Хӗвеллӗ урамри 18-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. 19 сехет те 18 минут тӗлне ҫулӑма сӳнтернӗ.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт Раҫҫейри аэропортсен «ТОП-50» списокне кӗнӗ. Списока пассажирсен шучӗпе йӗркеленӗ. Пӗлтӗр сывлӑш транспорчӗпе пирӗн республикӑра ҫур миллион ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.
Пурӗ ҫӗршывра 220 ытла аэропорт ӗҫлет. Рейтингра малтисем: «Шереметьево», «Домодедово», «Внуково» аэропортсем. Шупашкар аэропорчӗ — 46-мӗш вырӑнта.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫуртра, 17-мӗш хутра, каччӑ балкон урлӑ каҫса аялалла сикме тӑнӑ. Ҫакна ҫынсем асӑрханӑ та часрах полицие шӑнкӑравланӑ.
Вырӑна Максим Родионов старшина тата Никита Черноносов сержант ҫитнӗ. Пӗри аялта юлнӑ, каччӑпа громкоговорительпе калаҫнӑ. Тепри 17-мӗш хута хӑпарнӑ та меллӗ самант тупса 20 ҫулти каччӑна балкон ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ.
Техникумра вӗренекен ҫак студента тухтӑрсен аллине панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |