Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ.
Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.
Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийӗсене ҫитсе курнӑ. Унпа пӗрле ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов пулнӑ.
«Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Михаил Игнатьев тавара ӑҫтан илсе килнипе кӑсӑкланнӑ. Раҫҫейри регионсенчен, Беларуҫран, Азербайджанран, Таджикистанран, Узбекистанран, Арменирен тата ытти тӑрӑхран илсе килеҫҫӗ-мӗн.
Унтан Михаил Игнатьев Тӗп пасара ҫитнӗ. Чарӑну патӗнче ларакан квас пички иртен-ҫӳрене чӑрмантарнине шута илсе Михаил Игнатьев Леонид Черкесова йӗрке тума хушнӑ.
«Санар» лавккара, Мускав проспектӗнче вырнаҫнинче, Михаил Игнатьев туянакансем валли суйламашкӑн тавар пуррине палӑртнӑ. Продукцин 70 проценчӗ — Чӑваш Енрен.
Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче вӗренекен Кристина Кузьминан ӗҫӗ (унччен вӑл республика шайӗнче мала тухнӑччӗ) РФ ШӖМӗ ирттернӗ конкурсра чи лайӑх 10 ӗҫсен йышне кӗнӗ. «Степа пичче полицейски» конкурса 94 ӗҫ финала тухнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра чи лайӑххисене палӑртнӑ. 10 ӗҫсен йышне пирӗн ентешӗнни те кӗнӗ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурса 5 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Ачасем пластилинран, тӑмран, ытти материалтан пуканесем, полицейскисем, ӑсталнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Тутар, Пушкӑрт, Карачай-Черкес республикисенчи, Чулхула, Самар, Свердловск, Мурманск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗнчи, Пермь крайӗнчи ачасем кӗнӗ. Вӗсене РФ ШӖМӗ парнесемпе хавхалантарӗ.
Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ. Кун пек шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗнет-мӗн.
«Самар — аэропорт Курумоч — Тольятти» маршрутпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли чукун ҫул тӑвас проекта сӳтсе явнӑ май Шупашкар пирки аса илнӗ. «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» обществӑра «Мускав – Хусан» маршрута «Шупашкар – Чӗмпӗр» йӗрпе ҫыхӑнтарсан кӑна укҫа хывнин усси пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Аса илтеретпӗр, «Мускав — Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистраль проектне тума Китай пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна Китай Халӑх Республикин посолӗ Ли Хуэй каланӑ. Ли Хуэй Китайра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль строительстви енӗпе пысӑк опыт пуррине палӑртнӑ. Унта кирлӗ технологисем те пур-мӗн.
Шупашкарти аэропорт «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн аллине куҫнӑ. Обществӑн бенефициарӗ, хрантсус чӗлхинчен куҫарса чӑвашлатсан, харпӑрлӑхҫи, — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Ильяс Калмыковӑн ҫемйи. Ильяс Калмыков «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне хутшӑнчӗ. Унта вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланас шухӑшлӑ кандидатсен шучӗпе тухнӑччӗ.
Шупашкарти аэропортӑн управляющи компанийӗ ылмашнине ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех пӗлтернӗ иккен. Ун чухне аэропорт хӑйӗн 70 ҫулхине уявланӑ.
Аэровокзала «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкар пӗтӗм тӗнчери аэропорт) тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрӗ. Инвесторӗ — «Аэрофьюэлс» компани (ертӳҫи Руслан Минаев).
Маларах асӑннӑ «МАЧ» учредителӗсем «Аэрофьюэлс Групп» (51%) тата «Аэротехнологии» (49%) обществӑсем иккен. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контур-Фокус» тытӑм пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Аэротехнологии» обществӑн учредителӗ — «Базис» общество. Юлашкинчен асӑнни Зухра Расыховна Калмыковӑн шутланать. Вӑл вара, маларах асӑннӑ хаҫат илтнӗ тӑрӑх, — Ильяс Калмыковӑн амӑшӗ. «Базис» пуҫлӑхӗ — Алексей Львов.
Чӑваш хастарӗсен «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Хальхинче вӗсене Алексей Талвир урамӗ хыҫӗнче вырнаҫнӑ вӑрманти тирпейсӗрлӗх пӑшӑрхантарнӑ. Хастарсен шухӑшӗпе унти ҫӳп-ҫап экологи тӑрӑмне пӑсать, ҫырма тӗпӗпе юхакан Шупашкар ятлӑ шыва варалать. «Ирӗклӗх» яваплисене тупса вӗсене ҫак тирпейсӗрлӗхе пӗтерме хушма ыйтать.
Ку вӑрман Заовражнӑй (Ҫырмахыҫ) микрорайонпа Университет урамӗ иртекен микрорайонсем хушшинчи ҫырмара вырнаҫнӑ. Ҫумӗпе дачӑсем те, уйрӑм ҫуртсем те чылай пулнӑран, халӑх унта канма юратнӑран (анчах хӑйсен хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарманран) ҫак пӗчӗк вӑрманта тирпейсӗрлӗх ытла та вӑйлӑ хуҫаланать. Ҫакна «Ирӗклӗх» ҫырупа ярса панӑ 7 сӑнӳкерчӗкре те кӑтартнӑ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти кӳлмекре ярӑнмалли урапана саккуна пӑсса вырнаҫтарнине тупса палӑртна.
Саккуна пӑсни — «Шупашкар: 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗ енчен. Вӑл урапана кӳлмекре хаклашу тумасӑрах вырнаҫтарнӑ.
Монополипе кӗрешекен орган асӑрхаттарнипе килӗшӳллӗн, администрацин постановление пӑрахӑҫламалла. Ҫапла ведомство Шупашкар хула администрацине йӗркене пӑснине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пӗтерме хушнӑ.
Чӑваш Енри 37 ҫулти блогер юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлнӑ. Вӑл хӑйне ҫӗр айне пытарни пирки видео ӳкернӗ. Александр Тарасов унта 5 сехете яхӑн выртнӑ.
Унтан блогер хӑй мӗн туйнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл малтан темӗнле арҫын ҫӗр айӗнче 1 сехет выртнине тӗнче тетелӗнче курнӑ. Ку ӑна хавхалантарнӑ, хӑйне тӗрӗслеме шухӑшланӑ.
Кивӗ шкапран выртмалли вырӑн тунӑ, 1,5 метр тарӑнӑш, 2 метр тӑршшӗ ҫӗр чавнӑ. Халӗ Александр нимрен те хӑраманнине палӑртнӑ. Ҫӗр айӗнче вӑл 4 сехет те 40 минут выртнӑ. Унта вӑл радио итленӗ, шухӑша путнӑ. Хӑйӗн ҫумӗнче телефон пулнӑ.
Хӑш-пӗр самантра сывлама йывӑр пулнӑ ӑна. Анчах тӗрӗслев витӗр тухнӑ вӑл. Унӑн тӗллеве — Раҫҫейри чи паллӑ блогерсен йышне кӗресси. Вӑл ӗмӗчӗ пурнӑҫланасса шанать.
Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».
Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.
Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.
Хӑй вӑл слесарь. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӗҫре чӗркуҫҫине амантнӑ. Унтанпа унта-кунта ҫеҫ ӗҫлесе ҫӳрет. Пушӑ вӑхӑчӗ нумай. Ҫавӑнпа вӑл сӑнав ирттерме шухӑшланӑ та.
Кун хыҫҫӑн Евгенин хулпуҫҫи, ҫурӑмӗ, алли хӑпарса тухнӑ, хӗрелнӗ, кӑвакарнӑ. Тепӗр талӑкран та кӗлетки ыратнӑ унӑн. Сӑнава видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Мӗн ку: сӑнав-и е эпатаж-и?
Тепӗр тесен, тӗнчере хӑйне евер сӑнавсем унччен те тунӑ. Исаак Ньютон ача чухне чирленӗ, тантӑшӗсенчен юлса аталаннӑ. Пӗррехинче ҫиллӗ ҫанталӑкра ачасем вӑрӑмӑшне сикессипе ӑмӑрту ирттернӗ.
Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗрри пирки пӗлтернӗ.
«Ман ҫул ҫитмен ывӑл хӑйне тӗрӗс мар тытса пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унӑн ӗҫӗсемшӗн эпӗ явап тытма хатӗр. Сире вара ачӑрсемпе пӑтӑрмахсем ан пулччӑр тесе сунатӑп, сирӗн ачасем сывӑ та телейлӗ пулччӑр», — пӗлтернӗ вӑл паян ирхине.
Эпир маларах пӗлтернӗччӗ, нумай пулмасть Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ — Volkswagen Polo тата ВАЗ-111930. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче 17 ҫулхи Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ водитель те суранланнӑ. ВАЗ-111930 машинӑн рулӗ умӗнче ларакан ҫын урӑ пулни паллӑ, Ладыков ывӑлӗ вара эрех ӗҫни тӗлӗшпе тӗрӗсленме килӗшмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |