Шупашкарта иртекен йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал районсене ҫитӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр кинолентӑпа Ҫӗмӗрле, Куславкка тата Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем республикӑн тӗп хулине килмесӗрех паллашайӗҫ.
Кинофестивалӗн тӗп хӑни — ятлӑ-сумлӑ та паллӑ Евгений Дога композитор. Унӑн хайлавӗсем чи лайӑххисен пӗтӗм тӗнчери 200 музыка произведенийӗн рейтингне кӗнӗ. Антон Чеховӑн «Драма на охоте» повеҫӗ тӑрӑх Эмиль Лотяну ӳкернӗ «Мой ласковый и нежный зверь» фильма курнисем унти вальса ӗмӗрлӗхе асра хӑварнӑ пулӗ. Вӑл та — Евгений Дога композиторӑн чуна тивекен ҫемми. Хайлава Пӗрлешнӗ Нацисен вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата культура енӗпе ӗҫлекен организацийӗ XX ӗмӗрти чи лайӑх музыка шедеврӗсенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Евгений Дога Чӑвашра икӗ кун пулӗ, «Мария, Мирабелла» фильма кӑтартнӑ ҫӗре хутшӑнӗ.
Сӑмах май каласан, Евгений Дога «Табор уходит в небо», «Одиноким предоставляется общежитие», «Валентин и Валентина», «Королева Марго», «Портрет жены художника», «Черная вуаль», «Благословите женщину» тата ытти нумай фильм валли кӗвӗленӗ.
Республикӑн Культура министерствин комиссийӗ Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазони» этнокомплекса тӑвасси епле пынине тӗрӗсленӗ.
Унта ҫутӑ пӑралукне карассине, газ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсем хурассипе тӗп ӗҫсене пӗлтӗрех вӗҫленӗ иккен. Чавса-ватса пӗтернӗ лаптӑксене хӑтлӑх кӗртме май уявӗчченех пуҫланӑ. Тепӗр ҫӗрте ҫӗр ӑшӑнса ҫитменнине кура хӑш-пӗр вырӑнта ку ӗҫе вӑл вӑхӑта пурнӑҫласа пӗтереймен-ха. Анчах ҫӗр пусӑрӑнса пыракан, асфальт ишӗлекен тӗл-тӗл лаптӑксем те комисси куҫӗ тӗлне лекнӗ.
«Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвасси те хальхи вӑхӑтра малалла пырать, унта ресторан та пулӗ.
Кӗмелли ушкӑна ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ун чух Республика кунне пӗлетпӗр, уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӑсан Уҫӑпне (Осип Алексеев ҫыравҫа) паян Гремячево сали ҫывӑхӗнче курнӑ. Хӗрне те, полицине те пӗлтернӗ, анчах вӗсем унта ҫитнӗ ҫӗре ватӑ ҫын каллех ҫухалнӑ. Ыран ытларах йыш пухса ҫав тӑрӑха ҫитсе шырасшӑн. Сирӗн пулӑшас кӑмӑл пур пулсан тӑванӗсемпе ҫыхӑнма пултаратӑр: 89176589139 (Марина), 89876662061 (Наталия), 89276478573 (Александр).
Осип Алексеев Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, районти тата ытти хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1985–2004 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» тата «Ҫилҫунат» редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Очерксем ҫырнипе ытларах палӑрнӑ. Унӑн тӗп кӗнекисем: «Чӑваш вӑрманӗ», «Ӑсан Уҫӑпӗ — сунарҫӑ», «Сатурн ҫинчи ӑсан», «Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ курни-илтни» тата ыттисем.
Следовательсем хӗре ҫӑлнӑ икӗ каччӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем 22 ҫулти пикене йӗксӗк аллинчен ҫӑлнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ярославль урамӗнче, чиркӳ хыҫӗнче, 21 сехет ҫурӑра пулнӑ. Паллӑ мар арҫын, 25–35 ҫулсенчи пек курӑнаканскер, 22-ри хӗре тапӑннӑ. Телее, ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра икӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӗсем йӗксӗке чарнӑ, лешӗ тарнӑ.
Пикен шок пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл каччӑсене астуса юлман. Вӗсенчен пӗри бейсболкӑпа пулни ҫеҫ паллӑ. Ведомство халӗ вӗсене шырать. Ку пулӑм пирки мӗн те пулин пӗлекенсене шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Телефон номерӗ — 62-46-59. Е 02 ҫавӑрмалла. Ку пулӑшу йӗксӗке тупса палӑртма, ӑна явап тыттарма пулӑшӗ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт лартмашкӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫуртсене тумалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн подрядчик палӑртать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 8,5 гектар ҫӗр уйӑрнӑ. Вӑл районӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку лаптӑкра 102 ҫемье валли пӳрт тума палӑртнӑ.
Лаптӑка хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ: инженери сечӗсене илсе ҫынсене параҫҫӗ. Ҫуртсене ҫемьесен хӑйсен лартма тивӗ.
Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене унччен Муркаш районӗнче те панӑ. Унта 800 яхӑн ҫемье валли лаптӑк тупӑннӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсас программа епле пурнӑҫланнине нумаях пулмасть республикӑри прокуратура органӗсем тӗрӗсленӗ те самай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.
Хӑш-пӗр муниципалитетра ҫук ҫуртсене те тӗплӗн юсамалли программӑна кӗртнӗ. Сӑмахран, ку списокра Ҫӗмӗрлери Красноармейски урамӗнчи 17/1-мӗш ҫурт шутланнӑ. Ҫуртсенчи хӑш-пӗр пайӗсен тӑрӑмӗ 70 процентран ытла япӑхса кайнӑ пулин те тӗплӗ юсав программине ҫӗнӗрен пӑхса тухман. Кун пек ҫуртсен шутӗнче Ҫӗмӗрлери МОПР урамӗнчи 29-мӗш тата Мир урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене тӗслӗх вырӑнне асӑнса хӑварма пулать. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртра вара вӗри шыв тытӑмне 2014 ҫулта тӗплӗн юсама палӑртса хунӑ, анчах унта вӗри шыв ӗмӗрне те пулман.
Ҫӗмӗрле хулинчи кадетсем Ҫӗнтерӳ кунне лекеймен. Кун пирки Татьяна Молокова журналист хӑйӗн блогӗнче пӗр класра вӗреннӗ тусӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
«Ҫӑхав ҫырасшӑнччӗ, анчах преподавательсене усал тӑвас килмест», — тенӗ-мӗн лешӗ.
Ҫӗмӗрлери кадетсене Шупашкарти Ҫӗнтерӳ парадне йыхравланӑ-мӗн. 10 сехетре вӗсен чечек хунӑ ҫӗре хутшӑнмалла, 12 сехетре Хӗрлӗ лапамри марша ҫитмелле, 13 сехетре «Ҫӗнтерӳ вальсӗнче», 15 сехетре ветерансем валли лартакан концертра ташламалла пулнӑ.
Ҫӗмӗрле ачисене Шупашкара илсе кайма 53 вырӑнлӑ автобус саккас панӑ, укҫине те тӳлесе хунӑ. Унпа кӗҫӗн тата аслӑ классенче вӗренекен кадетсем каймалла пулнӑ. Ачасемпе 2 преподаватель тата сакӑр ашшӗ-амӑшӗ ирхи ҫиччӗре ҫула тухнӑ. Анчах автобус хуларан тухса ӗлкӗреймен, вырӑнти ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӗсем пӗрле ҫула тухмалли урапа ҫук тесе автобуса хуларан кӑларса яман.
Ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем ҫул-йӗр инспекторӗн пуҫлӑхӗ патне кайса пӗрле ҫула тухмалли урапа уйӑрма ыйтнӑ, анчах транспорт енчен хӗсӗк тесе хирӗҫленӗ. Автобусра 2 сехет ҫурӑ ларнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш класра вӗренекен кадетсене киле саланма хушнӑ.
Пӳртшӗн е хваттершӗн ӳлемрен кадастр хакне кура налук тӳлеме тытӑнӑпӑр.
Теприсем асӑрханӑ тӑрӑх кадастр хакӗ ытла та пысӑк, ҫавна кура налукшӑн кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кадастр хакӗпе тата налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма акци ирттерессине пӗлтерет. Хак тивӗҫтермесен ӑна епле улӑштармаллине те ӑнлантарса парӗҫ.
Специалистсем ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫынсене РФ Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен кӗтӗҫ. Йышӑну пӳлӗмӗ — Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри (унта нумай ӗҫ тӑвакан центр вырнаҫнӑ) 2-мӗш хутра. Хӑвӑрпа пӗрле куҫман пурлӑх пирки калакан хутсене илме сӗнеҫҫӗ. Йышӑнӑва 62-22-33 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Шупашкарта Сергей Безруков актер каллех пулнӑ. Ку — иккӗмӗш визит. Артист пирӗн патра нумай вӑхӑт пулман пулин те кӳлмеке кайма, ӳнер галерейипе паллашма ӗлкӗрнӗ.
Унтан Сергей Безруков Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «И жизнь, и театр, и кино» моноспектакльте вылянӑ. Артист ҫав кунах Мускава тухса кайнӑ.
Вӑл Шупашкарти илемлӗ вырӑнсенче сӑн ӳкерӗнме ӗлкӗрнӗ. Актер вӗсене Фейсбука кӑларса хунӑ, Шупашкар илемлӗ хула пулни пирки ҫырнӑ. Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне Сергей Безруков тӑван хулине аса илнӗ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче ҫуралса ӳснӗ.
Спектакль ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Паян Шупашкарти хулаҫум автовокзалӗнче темӗнле сумка асӑрханӑ та ҫынсем сисчӗвленнӗ.
Ку паян 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине Катерина Русова пӗлтернӗ. Сумкӑна арҫын асӑрханӑ-мӗн. Кун пирки тӳрех хуралҫӑсене пӗлтернӗ, полицейскисене чӗннӗ.
Сумкӑра бомба пулма пултарнине шута илсе йӗрке хуралҫисем вокзала хупӑрласа илнӗ. Унта мӗн пулнӑ? Хальлӗхе кун пирки хыпар ҫук-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |