Кӑҫал шкул умӗнхи ачасен парадне чылаййӑн хутшӑннӑ. Ку – рекорд. Унта 111 ача пахчинчи 2 пине яхӑн шӑпӑрлан пуҫтарӑннӑ.
Ачасем вӑй-хал культурин инструкторӗпе пӗр уйӑх репетици ирттернӗ, ҫурӑма тӳрӗ тытма, стройпа утма вӗреннӗ. Хӗрлӗ тӳремри парада килмешкӗн конкурс витӗр тухма тивнӗ. Унта чи ӗҫченнисем, маттуррисем лекнӗ.
Ачасем парада питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унта кашнинех хутшӑнас килнӗ. Ҫанталӑк питех хитре пулман, анчах ачасен кӑмӑлне ку пӑсман. Вӗсем ҫирӗппӗн пусса тӳрӗ утма тӑрӑшнӑ.
Шӑпӑрлансем МЧС, гусар, моряк тумӗсене тӑхӑннӑ. Чылайӑшӗ парада пӗрремӗш хут тухнӑ. Пӗчӗк салтаксене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Парадра стройпа ача пахчинчи шӑпӑрлансем кӑна мар, шкул ачисем те утнӑ.
Чӑваш Енре малашне те фанфурик суттармӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ тата полици пуҫлӑхӗ калаҫса татӑлнӑ.
Аса илтерер: республикӑра фанфурика пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчен суттармаҫҫӗ. Ҫакна Иркутск облаҫӗнче ҫынсем фанфурик ӗҫсе вилнӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов тата Шупашкарти полици пуҫлӑхӗ Сергей Павлов тӗл пулнӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ведомство элчисем тата министерствӑсем анлӑ лару ирттерӗҫ, унта фанфурик сутассине Роспотребнадзор, Росздравнадзор, РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫисемпе сӳтсе явӗҫ.
Шупашкар депутачӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, «МЦ Медэкспресс» обществӑн коммерци директорӗ Владислав Кригер 71 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Икӗ ҫулта унӑн енчӗкӗ 155 миллион тенкӗпе хулӑнланнӑ. Чӑн та, кунашкал хисеп ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене тӗлӗкре курӑннӑ-ши?
Иккӗмеш вырӑнта — «Интертелеком» директорӗ Юрий Борисов. Вӑл 47,6 миллион тенкӗ илнӗ. «Ваши окна» компанин директорӗ Владимир Радин 10,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. «Чӑвашгоснаб» директорӗ Валерий Антоновӑн енчӗкне 8,7 миллион тенкӗ кӗнӗ. «Юрат» гендиректорӗ Александр Андреев 5,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ.
Пилӗк депутат декларацире 200 пин тенкӗрен сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кирилл Семенов (196 пин), Алексей Никитин (24,5 пин), Сергей Муравьев (усламҫӑ), Антон Ковалев («Забота» фондӑн тӗп юрисчӗ), Ильяс Калмыков (усламҫӑ) декларацире 96 пин тенкӗ кӑтартнӑ. Хула мэрӗ Ирина Клементьева 1,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Шупашкарта 22-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ уҫасшӑн. Вӑл «Университет – «Хлебозавод» маршрутпа ҫӳремелле. Республика тӗп хулин Ҫурҫӗр Хӗвеланӑҫ районӗпе Кӑнтӑр Хӗвеланӑҫ районне ҫыхӑнтаракан троллейбус уҫассипе халӗ хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Маршрут 18,5 километр тӑршшӗ пулмалла. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 8 минутра пӗрре ҫула тухмалла. Троллейбус управленийӗпе хула администрацийӗн пӗрлехи ӗмӗчӗ пирки муиципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ Александр Каныгин хулари транспорт сечӗпе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ ларура пӗлтернӗ. 9-мӗш маршрута Хӗрлӗ лапам патне ҫитерес шухӑшлӑ.
Шупашкарти «Ҫамрӑклӑх бульварӗпе» Агрегат савутне ҫыхӑнтаракан 7-мӗш маршрута вара хупасшӑн. 21-мӗш маршрута кӑшт ылмаштарса Максим Горький тата Мичман Павлов урамӗсен ҫул ҫаври патӗнчен ирттересшӗн.
Паян Шупашкарта велочупу иртмелле. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа йӗркелекен мероприяти 12 сехетре старт илмелле. Велосипед ҫине ларнисем «Хӗрлӗ лапам — Президент бульварӗ — Мускав кӗперӗ — «Рашча» ункӑ — Мускав проспекчӗ — Президент бульварӗ — Хӗрлӗ лапам» маршрутпа ярӑнса иртӗҫ. Велосипед ҫуккисем велопрокат пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултарӗҫ.
Шупашкарти велочупӑва пула маларах асӑннӑ маршрутпа транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Хӗрлӗ лапампа, Ленинград, Воробьев композиторсен урамӗсемпе, Президент бульварӗпе чару 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра трллейбуссене ҫеҫ ҫӳреме ирӗк парӗҫ. 11 сехет те 45 минутран 13 сехет те 30 минутчен Мускав кӗперӗпе, Мускав проспекчӗпе транспорта ирттермӗҫ.
Чи пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксем Шупашкара пухӑннӑ. Нумаях пулмасть СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ.
Пӗрремӗш тапхӑр вырӑнти шкулсенче, культура учрежденийӗсенче иртнӗ. Унтан ачасем районпа хула шайӗнче тупӑшнӑ. Кӑҫал пӗрремӗш тапхӑра 1 пин ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкара финала вара 168 шӑпӑрлана чӗннӗ.
Чи малтан чи пӗчӗккисем сцена ҫине тухнӑ. Хӑшӗ-пӗри тин кӑна калаҫма вӗреннӗ. Ачасем сӑвӑ е калав сыпӑкӗсене пӑхмасӑр каланӑ. Конкурсра вырӑсла хайлавсене те вулама юрать, анчах чылайӑшӗ чӑвашла сӑвӑ каланӑ.
Чи аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ — Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай ялӗнчи Ольга Архипова. Палӑрмалла: ҫак конкурса Владимир Григорьев пуҫарса янӑ. Ӑмӑртӑва килнӗ кашни ача, ҫамрӑк Вера Кузьминапа сӑн ӳкерӗннӗ.
Кӑҫал Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче иртӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш хутчен йӗркелӗҫ.
Кинофестивальте тулли метражлӑ 11 фильм кӑтартма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне экран ҫине 14 этника тата регион фильмӗсем тухӗҫ. Актерсем, режиссерсем продюсерсем конкурса кӗртмен 60 ытла картина кӑтартӗҫ. «Союзмультфильм» киностуди вара ачасем валли мультфильмсем экран ҫине кӑларӗ.
Фильмсене «Синема 5», «Три пингвина», «Ҫеҫпӗл», «Киногалактика» кинотеатрсенче курма май пулӗ. Кинофестиваль «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта официаллӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ.
Раҫҫейпе Инди хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Инди фильмӗсене кӑтартасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ветеран пӗрле 60 ҫул пурӑннине палла тунӑ. Шабаровсем ЗАГСӑн хисеплӗ юбилярсен кӗнекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура алӑ пуснӑ.
Алексей Никонович — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑл Ҫӗнтерӗве Хӗвелтухӑҫ Украинӑра кӗтсе илнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен службӑра юлнӑ. Вӗсем бандеровецсене хирӗҫ кӗрешнӗ. Алексей Никонович тӑван тӑрӑха 1951 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ. Пулас мӑшӑрне Роза Петровнӑна вӑл театрта тӗл пулнӑ.
Ҫамрӑксем тепӗр тӑватӑ ҫултан ҫеҫ пӗрлешнӗ. Вӗсем хӗрпе ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ: мусӑкҫӑ пулнӑ.
Мӑшӑр юратупа хисепе мӗнле упраса хӑварнӑ-ха? Роза Петровна вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кунне пӗр-пӗрне 4 хутран кая мар ыталамалла. Шабаровсем пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, 60 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта синагога пулӗ. Вӑл республикӑн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 24-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫӗ.
Раҫҫейри еврейсен общинин федерацине ҫӗр лаптӑкӗ пама Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пичетленӗ.
Синагога тата община центрӗ тума 5,4 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, тӗн е ыркӑмӑллӑх организацийӗсене патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре тӳлевсӗрех усӑ курма 10 ҫуллӑха пама юрать. Кун пирки РФ Ҫӗр кодексӗн 39.10 статйин 2-мӗш пункчӗн 3-мӗш ҫум пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Маларах эпир Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнине хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку монумента уҫасси пирки тахҫанах, 2013 ҫулта, шухӑшланӑ. 2014 ҫулта пултарулӑх конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Укҫа-тенкӗ пухса пӗтерсен монумента тума тытӑннӑ.
Палӑка кӑҫал ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна шӑпах Раҫҫейри пушар хуралӗн кунӗ умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри пушар обществин хастарӗсем, пушар хуралӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем, кадетсем, хӑнасем хутшӑннӑ. Чи малтан пурне те ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин саламланӑ.
Палӑк арка евӗр. Тӑрринче – Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ. Монумента Шупашкарти 4-мӗш пушарпа ҫӑлава чаҫӗ умне вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |