Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн ларӑвӗ иртет. Унта хваттерсенче вырсарникун юсав ӗҫӗсем ирттерме чарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кайран ку ыйтӑва Патшалӑх Канашне пӑхса тухма парасшӑн.
Ҫак улшӑнусене пӑхса тухсан, вӗсене ырласан ӗҫ кунӗсенче 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, вырсарникун, уявсенче хваттерте юсав тунӑшӑн (шавланӑшӑн) ҫынсене 500-1000 тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен – 1000-1500, юридици сӑпачӗсен 2000-5000 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шӑматкун, ӗҫ кунӗсенче 9-13 сехетсенче, 15-19 сехетсенче юсав тума ирӗк пур.
Кунашкал сӗнӗве Антон Ковалев депутат пуҫарӑвӗпе пӑхса тухасшӑн.
Чӑваш Енӗн полпречӗ пулнӑ Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Ен прокуратури суда ярса панӑ. Ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
Аса илтерер, Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса преми илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
Экс-полпред ӗҫ вырӑнӗпе 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен тытӑнса 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Леонид Волков ҫав вӑхӑтра 1 миллион та 700 пин тенкӗ ытла преми илнӗ.
Экс-полпреда хальхи вӑхӑтра следстви изоляторӗнче тытса усраҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫе малтанласа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗпченӗ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 41 ача вилнӗ. Вӗсенчен 30-шӗ – 1-17 ҫулсенчисем (путса вилекенсем, ҫул ҫинчи аварире шар куракансем, ҫӳллӗшӗнчен ӳкнисем, электричествӑна пула сывлама пӑрахнисем тата ытти сӑлтава пула вилнисем), 11-шӗ вара ҫулталӑк та тултарманнисем.
Ытларах чухне ачасем ашшӗ-амӑшӗн тимсӗрлӗхне пула шар кураҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхре аслисем эрех ӗҫни паллӑ. 41 ачаран нумайӑшӗ сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тин ҫуралнӑ ачасене урама кӑларса ывӑтнӑ тӗслӗхсем - чӑннипех те тискер. Б.Хмельницкий урамӗнче 17 ҫулти хӗр ачине ҫуратнӑ та ҫӳп-ҫап проводне пенӗччӗ. Пӗчӗкскер унта вилнӗ, амӑшне вара часах тытса чарнӑ.
Ҫӳп-ҫап сортламалли станцисенче ав тепӗр икӗ ачана тупнӑччӗ. Вӗсем те – тин ҫуралнӑскерсем.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» автостанцие мӗнле шӑпа кӗтет? Унччен вӑл Чӑвашавтотрансӑн пулнӑ. Аса илтерер: предприяти панкрута тухнӑ.
Автостанци шӑпине юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче кредиторсем татса парӗҫ. Ӑна хупма та пултарӗҫ. Унашкал йышӑну пуласса ЧР Транспорт министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем автобуссене ӑҫта вырнаҫтарасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Автостанци чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӑнасси пирки те сас-хура тухнӑ. Ку хыпар суя е чӑн пулнине вӑхӑт иртсен курӑпӑр.
Паян Шупашкарта район тата хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртнӗ. «cheb.media сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ЧР строительство, архитектура тата ЖКХ министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Министр ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясшӑн-мӗн.
Анчах ку татӑклӑ йышӑну мар-ха, мӗншӗн тесен отставкӑна каяссине РФ Строительство министерствипе татса памалла.
Канашлура Владимир Михайловӑн икӗ доклад тумалла пулнӑ. Пӗрремӗшӗ – хытӑ комуналлӑ ҫӳп-ҫапа пырса тивекенни. Иккӗмӗшӗ – «Хулари хӑтлӑ пурнӑҫа тӑвасси» федераци проектне Чӑваш Енре 2018 ҫулта пурнӑҫласси ҫинчен.
Паян Чӑваш Енри тӳре-шара: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем тата рйаонсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем ирхи тренировкӑна тухнӑ. Вӗсем Шупашкара, Атӑлӑн Мускав районӗнчи ҫыранӗ хӗррине, пухӑннӑ. Пӗрисем велосипедпа ярӑннӑ, теприсем скандинави мелӗпе утнӑ, виҫҫӗмӗшӗсем чупнӑ, тӑваттӑмӗшӗсем йӗлтӗр роллерӗ ҫине тӑнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев куна спортпа ҫыхӑннӑ хӑнӑхтарусенчен пуҫлани вӑрттӑнлӑх мар. Ӗҫе те хӑш чухне вӑл йӗлтӗрпе ҫӳрет, Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлӗ инспекцие те велосипедпа кайнӑччӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Енри предприяти-организацисенче, учрежденисенче корпоратив спортне сарасшӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шаран ҫак енӗпе тӗслӗх кӑтартмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче министрсемпе ытти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлусенчен палӑртнӑччӗ.
Алена Ялманова Шупашкарти пӗр чарӑну ятне тӗрӗҫ мар ҫырнине асӑрханӑ. Чӑтса тӑрайман – кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Чӑннипе, чарӑну ячӗсене вырӑсларан чӑвашла тӗрӗс мар куҫарнине ҫынсем пӗрре мар асӑрханӑ. Хальхинче вара сӑмах «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» общество транпорчӗн чарӑнӑвӗ пирки пырать.
Чарӑну ҫине «Ҫеҫпӗль» кинотеатр» тесе ҫырнӑ. Ун хыҫӗнчех унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт (унта халӗ Ҫамрӑксен театрӗ) ларать. Ҫурт ҫине ята вырӑсла та, чӑвашла та тӗрӗсех ҫырнӑ. Чарӑну ятне те ӑна пӑхса тӗрӗс ҫырасчӗ хӑть.
Чӑваш Енри спортсменкӑсем ӑмӑртуран ылтӑн тата кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ. Ӗнер Анастасия Кирилловӑпа Регина Миндубаевӑна Шупашкарта кӗтсе илнӗ.
Хӗрсем самбо енӗпе кӗрешнӗ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Тбилисире иртнӗ. Анастасийӑпа Регина Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Тупӑшура 30 ҫӗршыври 250 ытла спортсмен кӗрешнӗ.
Регина 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Анастасия вара хӑйӗн виҫинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртмалла: хӗрсем Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Чӑваш Енри хӑш-пӗр районта ҫывӑх вӑхӑтра юсав кӗтсе илеймӗҫ. Кунта сӑмах нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки пырать. «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлемен муниципалитетсем тӗплӗ юсава ҫывӑх 5 ҫулта кӗтсе илесси иккӗленӳллӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакан Чӑваш Енри ҫынсенчен 99,83 проценчӗ кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пынӑ. Ҫак енӗпе Улатӑр (106%), Ҫӗнӗ Шупашкар (104%), Куславкка районӗ (103%), Шупашкар хули (102 %), Канаш хули (100%) лайӑххисен ретӗнче. Комсомольски (61 %), Улатӑр (74 %), Ҫӗмӗрле (74 %) районӗсем кайра пыраҫӗ. Вӗсенче ҫитес 5 ҫулта тӗплӗ юсав ирттересси иккӗленӳллӗ. Ҫапла хӑратать «Тӗплӗ юсав фончӗ» коммерцилле мар организаци.
Хальхи вӑхӑтра В.И. Чапаев ячӗллӗ музей комплексне юсаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаци тӑрӑх кун валли 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш наци музейӗ ҫавӑн пекех музейпа юнашар ларакан ҫурта та тӗпрен юсаса ҫӗнетме шут тытнӑ. Вал ҫуртра Василий Иванович Чапаевӑн ачалӑхӗ иртнӗ. Патшалӑх саккасӗсен сайтӗнчи информаципе килӗшӳллӗн ӑна юсаса ҫӗнетме 3 миллиона яхӑн укҫа уйӑрнӑ пулать. Ку ӗҫе кӑҫалхи раштавӑн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Музей ҫуртӗнче ӗҫ тахҫанах хӗрӳ пырать. Ҫак кунсенче вара В.И. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта та картапа картланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ асӑрханӑ тӑрӑх хӳме тума рабочисем хӗрлӗ эрех тӗслӗ профнастилпа усӑ курнӑ. Карта валли унччен маларах усӑ курнӑ листасем кайни лайӑх курӑнать. Юсав ӗҫне тума ку, паллах, нихӑш енчен те чӑрмантармасть, анчах та хула ҫыннисемпе хӑнасен уйӑх хушши музей-ҫуртӑн ҫакнашкал сӑнне пӑхма тивни пӑшӑрхантарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |