Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, Ачасене хушма пӗлӳ паракан республикӑри тӗслӗхлӗ центр уҫма палӑртнӑ. Ун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Тӗслӗхлӗ центр уҫни, тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Доступное дополнительное образование для детей» (чӑв. Ачасем валли меллӗ хушма пӗлӳ) республикӑри приоритетлӑ проекта пурнӑҫлас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Ачасене хушма пӗлӳ паракан республикӑри тӗслӗхлӗ центра «Эткер» центр никӗсӗнче йӗркелӗҫ. «Эткер» центр хушма пӗлӳ паракан патшалӑхӑн автономи учрежденийӗ шутланать. Вӑл — Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин учрежденийӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ.
Республика прокуратури сӗнӗвӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарта кибердружина йӗркеленӗ. Хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗнчен вӑл халӑх тетелӗсенчи аккаунтсене тишкерӗ, хӑй ҫине алӑ хума хистекен тата террорла ӗҫсене пропагандӑлакан ҫынсен шырӗ. Ҫавӑн пекех саккуна пӑссакан ытти информацие вырнаҫтаракансене те тупма пулӑшӗ.
Йӗркене пӑсакан сайтҫӑсен аккаунтсене дрижина ҫыннисем хуптарӗҫ. Ку ӗҫре вӗсем прокуратурӑна пулӑшма ыйтӗҫ.
Кунашкал дружина пирӗн республикӑра пӗрремеш мар. Унччен маларах кибердружинӑна республикӑн тӗп хулинче йӗркеленӗччӗ. Вӗсен тӗллевӗ вара кӑшт урӑхларах — Шупашкар пирки ҫырнӑ япӑх хыпарсене тупасси тата тӗп хулан ӗҫне ырлаканскерсене сарасси.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Шел те, шкул ачи вилмеллех аманнӑ.
Ку Ленин Комсомолӗн тата Гастелло урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ. Ҫамрӑксен ушкӑнӗ «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ, сфетофор унта ҫук. Пурте каҫса ӗлкӗрнӗ, 13-ри хӗрача вара ҫул тепӗр енне чупса ҫитеймен. Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ ҫапса кайнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель – 22 ҫулти каччӑ, авари вӑхӑтӗнче урӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫитес ҫул ҫур ӗмӗр каяллахи троллейбус ҫула тухӗ. Ҫакӑн пирки республика тӗп хулине Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен мэрӗсем пуҫтарӑнсан Шупашкарти троллейбус управленийӗн ертӳҫисем пӗлтернӗ.
Килес ҫул Шупашкар 550 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Ҫавна май хула урамне «Чукун ҫул вокзалӗ – Хӗрлӗ лапам» маршуртпа 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫласа ҫула тухнӑ 1-мӗш номерлӗ троллейбуса кӑларӗҫ.
Хулари пӗрремӗш троллейбус халӗ юсавра ларать. Ӑна юсаса пӗтерсен ӑна унӑн хӑнӑхнӑ маршручӗпе ҫула кӑлареҫ. Ҫавӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче Шупашкара Раҫҫейри хуласенчи 100 ытла мэр килӗ.
Шупашкарти муниципалитет тӳре-шари малашне выговоршӑн тата асӑрхаттарнӑшӑн премисӗр тӑрса юлӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков улшӑнусем кӗртнӗ.
Постановленин малтанхи вариантӗнче (2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑ ӑна) ҫапларах ҫырнӑ: тӳре-шаран дисциплинарлӑ шырав пур тӑк ӑна преми памаҫҫӗ. Улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн вара уйрӑм муниципалитет служащийӗсем премисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ.
Администрацире ӗҫлекен ҫын выговор илчӗ тӗк ӑна премие 100 проценчӗпех памӗҫ. Асӑрхаттару кӑна парсан премин 50 процентне катӗҫ.
Постановление мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑмашкӑн хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Маклыгина шаннӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, чӑваш ҫӗрӗн тата тӗнчин сумлӑ ҫынӗ Атнер Хусанкай 70 ҫул тултарать.
Атнер Петрович Шупашкарта 1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл нумай енлӗ пултарулӑхпа уйрӑлса тӑракан, тӗлӗнмелле интеллигентлӑ ҫын. Тепӗр тесен, урӑхла пулма та пултарайман пулӗ. Ашшӗ — Петӗр Хусанкай, чӑваш халӑх поэчӗ. Амӑшӗ — Вера Кузьмина, СССР халӑх артистки. Атнер Петрович Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвӗлтухӑҫ чӗлхисен факультетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн Хӗвелтухӑҫ чӗлхисен институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. Филолог, литература критикӗ, хӗвелтухӑҫ чӗлхисен тӗпчевҫи, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, СССР Писательсен союзӗн членӗ. Социолингвистика, ономастика, куҫару ыйтӑвӗсен, чӗлхен поэзи тытӑмӗсен специалисчӗ.
Египет Араб Республикинче ҫар куҫаруҫи пулнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе тюркологи кафедринче ассистентра, аслӑ преподавательте, доцентра, профессорта ӗҫленӗ. Каярах вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарти суту-илӳ центрӗсенчен пӗринче ача ҫине аттракцион персе аннӑ. Йӑлтах мар, унӑн ҫӳлти пайӗ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Аттракционӑн пӗр пайӗ персе аннипе ача пуҫне кӑвакартнӑ, сылтӑм хулпуҫҫийӗ чӗрӗлсе кайнӑ. Ача хытах сиенленмен пулин те аттракцион юсавсӑрришӗн техника айӑплӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра калама тивӗ. Вӑл унта тек ӗҫлемест. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Яваплӑх виҫине суд ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗ.
Паян, юпан 5-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫченӗсем автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуса тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара транспортпа хула тӑрӑх ярӑннӑ.
Кунашкал пӗр троллейбус 17 пин тенкӗ тӑрать. Субсидисене шута илсен вӑл 9 миллион тенке ларӗ. Троллейбус рулӗ умне ларнӑ Сергей водитель каланӑ тӑрӑх, транспорт ҫӑмӑллӑн ҫӳрет, унпа кайма лайӑх. Салонра ӑшӑ, алӑксем пӗр пускӑча пуссанах пурте уҫӑлаҫҫӗ. Вӑл сусӑрсемшӗн те меллӗ: варринчи алӑкран кӗмешкӗн ятарлӑ лапам пур.
Троллейбус линисӗр 15 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Линипе кайнӑ чухне заряд илет, вара малалла «мӑйракасемсӗрех» ҫӳреме май пур.
Ҫакнашкал троллейбуссене кӑҫал раштав уйӑхӗнче «Садовый» микрорайона ярасшӑн. Вӗсем 10-мӗш номерпе ҫӳрӗҫ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкара ҫакнашкал темиҫе троллейбус илсе килмелле.
Чӑваш Енре культура эткерлӗхне сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ.
Ведомство сутлӑха 1917 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫурта кӑларнӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртӑн путвал та пур-мӗн.
Пурлӑхӑн малтанхи хакне ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 48,665 млн тенкӗ тесе йышӑннӑ. Конкурс кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле.
Ҫурт калӑпӑшӗ — 1430,6 тӑваткал метр. Кунсӑр пуҫне унӑн 1697 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫӗр пур. Культура эткерлӗхӗнчи ҫурт Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна туянас текенсен заявкисене чӳк уйӑхӗн 2-мӗш таран йышӑнаҫҫӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл ҫурта пӗлтӗр те сутма хӑтланнӑ. Ун чухне ҫавӑншӑн 55 миллион тенкӗ ыйтнӑ.
2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑн. Кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кунашкал савута «Юрма» агрохолдинг тума палӑртине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Организаци ҫак пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ҫул-йӗр карттине хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ савутра талӑкне 400 тонна каяш тирпейлесшӗн. Каяша типӗтсе гранула евӗр тӑвӗҫ, кайран унпа ял хуҫалӑхӗнче тӑпра пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе усӑ курасшӑн.
Хальлӗхе агрохолдинг каяша уя тӑкать. Унӑн шӑрши Шупашкарта та сарӑлать. Ку ҫынсене, паллах, килӗшмест. Эппин, савут хута яни ҫак пӑтӑрмаха та пӗтерме пулӑшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |