Юлашки вӑхӑтра республикӑра ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилни пирки пӗлтертӗмӗр. Паян каллех инкек пулнӑ. Хальхинче – Шупашкарти Алькеш поселокӗнче.
Ҫулталӑк ҫурӑри ача Гоголь урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗн 8-мӗш хутӗнчен персе аннӑ. Ку паян 12 сехетсенче пулнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, килте асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) пулнӑ. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулман.
Аса илтерер: унччен Канашра – 2 ҫулти, Шупашкарта 3 ҫулти ачасем чӳречерен ӳксе вилнӗ.
Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ.
Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла.
Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан.
Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти Мир урамӗнче 12 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав кунах 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 9 султи арҫын ача ҫул ҫине чупса тухнӑ, ӑна «Веста» машина ҫапса кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче те 9 ҫулти арҫын ача кустӑрма айне лекнӗ. Вӑл тӗмсен хушшинчен ӑнсӑртран тухнӑ. Юрать-ха, ача вӑйлах суранланман.
Паян та 14 сехетре Эгер бульварӗнче ача машина айне лекнӗ. Хальхинче 13 ҫулти хӗрача шар курнӑ.
Республикӑра ирттернӗ «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн социаллӑ педагогӗ», «Чи маттур класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ» премие тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти педагог-психолог Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти социаллӑ педагог Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулти класс ертӳҫи Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 106-мӗш «Кораблик» ача пахчинчи Марина Васильева воспитателе 100 тенкӗ парӗҫ; Шупашкарти 45-мӗш шкулти истори учительне Александр Григорьева – 150 пин тенкӗ.
Васкакан вакка сикнӗ теҫҫӗ. Шупашкарти строительство организацийӗ Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫурта те васкаса юсанӑ, те вӑхӑтлӑха каять тесе шухӑшланӑ. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхне лаборатори тӗпчевӗ ирттерсе тӗрӗсленӗ, япӑх юсани палӑрнӑ. Ҫула «Автодор» тулли мар яваплӑ общество юсанӑ. Халӗ вӑл ҫиелти сие илме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен унӑн мӗнпур кӑлтӑка пӗтермелле.
«Япӑх юсанин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантарма пулать. Анчах ҫула эпир унпа чылай вӑхӑт кӑлтӑксӑр усӑ курма май килтӗр юсатпӑр. Кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле», — хушнӑ хулан сити-менеджерӗ.
Эсир Шупашкарта Чебурашкӑна курнӑ-и? Ҫук-и? Кӳлмеке кайса курмалла. Унта Гена крокодил тата Чебурашка кӳлеписем пур. Ҫывӑх вӑхӑтра Чебурашка ача-пӑча паркне те килӗ. Тӗрӗсрех каласан, Шупашкарта вырӑн тупӗ.
Чебурашка палӑкне хулари А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ӑна чӑваш скульпторӗ Василий Кузьмин хатӗрленӗ.
Совет мультфильмӗнчи сӑнара, ахӑртнех, хальхи ачасенчен чылайашӗ пӗлмест. Палӑка парка вырнаҫтарсан Чебурашкӑпа шӑпӑрлансем хаваспах паллашӗҫ. Мультфильмри сӑнара паркри тӗп клумба ҫине лартӗҫ.
Чӑваш Енри пульницӑсем унчченхи режим ҫине куҫма тытӑнчӗҫ. Халӗ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ пациентсене йышӑнма пуҫланӑ. Ҫак эрнере унта операцисем ирттернӗ те ӗнтӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен унта кӑшӑлвирус стационарӗ йӗркеленӗччӗ. Халӗ чир лӑпланать, унпа пурӑнма хӑнӑхса ҫитрӗмӗр курӑнать. Предприяти-организацисем майӗпен унчченхи йӗркепе пурӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен Шупашкарти иккӗмӗш хула пульници, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн Шупашкарти Университет урамӗнчи «Ҫурҫӗр» клиника пациентсене йышӑнма тытӑнӗҫ.
Ҫапах та транспортра маска тӑхӑнса ҫӳренине яваплисем тӗрӗслеме пӑрахман-ха.
Нумаях пулмасть Канашра 2 ҫулти ача 8-мӗш хутран ӳксе вилни пирки ҫырнӑччӗ. Паян ирхине Шупашкарта та ҫавӑн пек инкек пулнӑ. Шел те, ача вилнӗ.
Ку инкек Талвир урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. 3 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳкнӗ. Амӑшӗпе кукамӑшӗ те килтех пулнӑ, анчах – урӑх пӳлӗмре. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулнӑ.
Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Аслисем мӗншӗн ачана асӑрхаса ҫитереймен? Ҫакна та уҫӑмлатӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал 19 ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ашшӗ-амӑшӗн тимлӗх пирки манмалла мар!
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта йӗрке хуралҫине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ирхи 7 сехет те 5 минутра Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш пайӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗ урама тухма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра крыльца ҫинче ӑна ҫурӑмран ҫӗҫӗпе чикнӗ.
Пуҫтахланаканни 35 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Пакунли хӗрарӑма унччен палламан.
Суранланнӑ полицейские пульницӑна ӑсатнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма та пуҫтарса кайнӑ. Ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм унччен те пӑтӑрмаха пӗрре ҫеҫ мар ҫакланнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ.
Паян 14 сехетре Шупашкарти Аллькеш поселокӗнче халӑх пухӑннӑ, пушарнӑйсем, ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ, газ службинче тӑрӑшакансем те килнӗ. 63-мӗш вӑтам шкулта ҫулӑм тухнӑ-мӗн.
Шкул умне пушарнӑйсен 6 машини килнӗ. Полиципе тухтӑрсем те вырӑнта ӗҫленӗ. Мӗн пулса иртнине курнӑ ҫын кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Вӑл шкулта тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ, анчах ҫулӑм тухнине курман. Ахӑртнех, шалта темӗн ҫуннӑ, ҫулӑма часах сӳнтернӗ.
Ҫур сехетренех, 14 сехет те 31 минутра, пушарнӑйсен машинисем каялла кайнӑ. Шкулта полицейскисем, гуз службин ӗҫченӗсем, тухтӑрсем юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |