Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк карттине ӳкерсе хӑварнӑ. Кӗҫех счет ҫинчен укҫа пӗтни ҫинчен СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Арҫын карточкӑна тӳрех блокировка тунӑ.
Анчах ҫав карточкӑна тупнӑ ҫынсем 11 пин тенкӗ тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Вӗсем лавккасенче 1 пин тенкӗрен сахалрах тавар туяннӑ, ҫапла майпа пин-кодсӑрах карточкӑпа тӳленӗ.
Ҫав ҫынна полицейскисем тупнӑ. Лешӗ ҫав кун лавккаран ӗҫмелли-ҫимелли туяннӑ та тусӗсене хӑналанӑ. Вӗсене вӑл ют ҫын укҫипе хӑналанине каламан.
34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачисемпе пӗрле Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫыӑхне ҫырла татма кайнӑ. Кӗҫех шӑпӑрлансем ывӑнса ҫитнӗ, ҫемье киле кайнӑ.
Киле ҫитсен хӗрарӑм калаҫман ывӑлӗ ҫуккине асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӑванӗсемпе пӗрле ӑна шырама кайнӑ. Каҫ пулнӑ – ача тупӑнман. Вара вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Полицейскисемпе пӗрле вырӑнти ҫынсем те ачана шыранӑ. Полицин аслӑ лейтенанчӗ Владимир Андреев, Дмитрий Фелин лейтенант, полици капитанӗ Дмитрий Павлов хӑраса кайнӑ ачана тупнӑ. 8 ҫулти арҫын уй тӑрӑх вӑрӑм курӑк хушшипе утнӑ. Ачана киле илсе ҫитернӗ, вӑл хӑйне чиперех туять.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Президент пепкеллӗх центрӗнче организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май пур. Тӗпчев меслечӗ – иммуноферментлӑ анализ.
Анализа Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 48-мӗш ҫуртри репродуктивлӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн хуҫалӑх расчечӗн пайӗнче (вӑл «Республика лапамӗ» чарӑнура вырнаҫнӑ) йышӑнаҫҫӗ: тунтикун, юнкун кӗҫнерникун – ирхи 7 сехет те 30 минутран пуҫласа 9 сехет те 30 минутчен; шӑматкун – 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен. Ҫумра паспорт тата укҫа кирлӗ.
Анализ париччен 2-3 сехет маларах апат ҫимелле мар, пирус туртма юрамасть. Газсӑр тӑрӑ шыв ӗҫнишӗн тем мар.
Анализ парас тесен 8 (8352) 62-02-84 телефонпа тунтикунтан пуҫласа эрнекун таран ирхи 8 сехетрен тытӑнса 14 сехетчен шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Ҫулталӑкра пӗрре лекекен кану вӑхӑтне пирӗнтен кашниех тивӗҫлипе ирттерме ӗмӗтленет. Ют ҫӗре кайса ҫӳреме юратакансем вӑл вӑхӑтра аякри ҫула васкаҫҫӗ. Чикӗ леш енне кӑмӑллакансенчен хӑшӗсем Турцие кӑмӑллаҫҫӗ. Турпакетри «all-inclusive» текен пулӑшушӑн ҫеҫ мар, Шупашкартан чартер самолетсем хутланипе те илӗртет ҫав ҫӗршыв Чӑваш Ен ҫыннисене.
Шупашкарти аэропортра паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкартан Антали хулине «Nordwindairlines» авиакомпани эрнере пӗр рейс йӗркелеме палӑртнӑ. Авиакомпанире рейссем утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пулмассине хыпарланӑ. Анчах, шел те, Росиавиаци чикӗ леш енне каймалли рейссене ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗсӗр те уҫассине шантармасть.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсемпе пӗрле йывӑр операци туса ирттернӗ. Пациент Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнӑ. Унӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.
92 арҫын Шупашкарта пурӑнать. Вӑл больницӑна йывӑр чирсемпе лекнӗ. Ӳпке шыҫҫи аталаннӑ, ҫитменнине, унӑн чӗри япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӗрере унӑн ытти кӑлтӑксем те пулнӑ. Ҫак йывӑр чирсене пула ветеран вилме пултарнӑ.
Ветерана операци вӑхӑтӗнче вӑхӑтлӑх кардиостимулятор лартнӑ. Вӑл чӗрене минутра 55 хутчен тапма май парать.
Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман.
Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар.
Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать.
Шупашкарти аэропорт тинех унчченхилле ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку хыпара аэровокзал Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен самолетсем Мускава ирпе те, каҫпа та вӗҫме тытӑннӑ. Рейссене пурнӑҫлаканни — «Победа» авиакомпани. Ирхи самолет Мускава Шупашкартан 10 сехет те 10 минутра хускалать, каҫхине — 21 сехет те 45 минутра.
«Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе вӗҫет. Унӑн самолечӗ 9 сехет те 30 минутра каять. «Nordwind» авиакомпани самолечӗсем тунтикун Шупашкартан 19 сехетре вӗҫсе кайӗҫ, эрнекун — 12 сехетре.
Сочине кӗҫнерникунпа вырсарникун «Победа» илсе ҫурӗ. Шупашкартан унӑн самолечӗ 20 сехетре тапранӗ. Авиакомпани малтанласа ытларикуна палӑртнӑ рейссем ку уйӑхра пулмӗҫ.
«Победа» Шупашкара Питӗрпе те ҫыхӑнтарӗ. Унӑн самолечӗсем ытларикунсерен, кӗснерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ. Шупашкартан 11 сехет те 45 минутра хускалӗҫ.
Чӑваш Енри тата тепӗр предприяти панкрута тухнӑ. Ҫапла вара юлашки икӗ ҫулта ултӑ предприяти тӗлшпе суд ҫавӑн пек йышӑну кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ «Старко» фирма пирки ҫапла йышӑннӑ. Унта конкурс управленийӗ йӗркеленӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Владимир Митюхина ҫирӗплетнӗ. Вӑл 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
«Старко» фирма Шупашкарти Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнче «Ривьера» тата «Альбатрос» пурӑнмалли комплекссем хӑпартма пуҫланӑ. Анчах хута ярса пӗтереймен.
Асӑннӑ строительствӑна пайҫӑ пулса хутшӑнакансен ятарлӑ реестра кӗме конкурс управляющине ыйтмалла. Ҫакна виҫӗ уйӑхра туса ӗлкӗрмелле.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 31-71-05, 34-67-55.
Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта 11 ҫулти велосипедиста ҫапса кайнӑ.
Хӗвеллӗ бульварта «Фольксваген Поло» велосипедпа пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Юрать, 11 ҫулти ача вӑйлах аманман. Унӑн пуҫӗ, чӗркуҫҫи ҫинче кӑштах сурансем пур.
Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ачан пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |