Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 15 ҫулти хӗре ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. Софья Бараева килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Хӗре тупнӑ. Вӑл чӗрӗ-сывах. Вӑл килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн Шупашкара ҫитнӗ. Унтан Хусана тухса кайнӑ. Софья унта тусӗсем патӗнче пураннӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хӗре хур кӑтартнӑ паллӑсем ҫук. Ӑна киле ашшӗ-амӑшӗ патне илсе ҫитернӗ.
Аса илтерер: 15-ри хӗр ҫухалнӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Ӑна чарса лартнӑ.
Пӑтӑрмахлӑ истори Шупашкарти Керамзит проездӗнчи автодромра ута уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ.
21 ҫулти хӗр «автодром» текен тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Савӑннипе ҫавскер тусӗн «Мерседес» рулӗ умне ларнӑ. Машина хуҫи ҫав самантра салонта пулнӑ. Хӗр машинӑна хускатса каяс тенӗ. Ҫавна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ, вӑл ӑна экзамен тыттарнӑ, асӑрханӑ. Инспектор машинӑна чарса ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн экипажне чӗнсе илнӗ.
Хула тӑрӑх машинӑпа ҫӳретӗп тесе хӗр экзаменчченех мухтаннӑ имӗш. Хӑйне тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӑл машинӑна урӑх вырӑна куҫарса лартасшӑн пулнине ӗнентерме хӑтланнӑ.
Хула урамӗсем тӑрӑх ҫӳресе практика экзаменӗ тытманскере руль умне правасӑр ларнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Правсӑр ҫынна руль тыттарнине те штрафлӗҫ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче ачасен парӑс регати пӗрремӗш хут иртӗ. Мероприятие Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине те халаллӗҫ.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче иртӗ. Ачасем Шупашкарти кӳлмеке тата Мускав районӗнчи Атӑл ҫыран хӗррине пухӑнӗҫ. «Оптимист» тӗнче класлӑ яхта штурвалӗсен умне 9-13 ҫулсенчи спортсменсем тӑрӗҫ. 13-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем «Луч», «Ракета» наци класлӑ шверботсемпе пулӗҫ.
Тупӑшӑва 20-е яхӑн яхта хутшӑнмалла. Хусанти тата Чулхулари ҫамрӑк яхтсменсем те ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
ЧР Правительстви харпӑр ача пахчисенче шӑпӑрлансем валли вырӑнсем тӑвасшӑн. Ҫапла майпа влаҫ харпӑр ача пахчисене укҫа енчен пулӑшӗ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, министерство субсиди памалли тата вӗсене тивӗҫмешкӗн суйлав конкурсне ирттермелли йӗркене хатӗрленӗ.
Кӑҫал харпӑр ача пахчисенче 64 вырӑнлӑх 7 ушкӑн йӗркелеме палӑртнӑ. Республика хыснинчен 7,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, пӗр вырӑна 122,14 пин тенкӗ тӑкакланӗ. 2022 ҫулччен 110 вырӑнлӑх 12 ушкӑн йӗркелесшӗн.
Чӑваш Енре лицензи илнӗ 4 харпӑр ача пахчи пур. Вӗсем пурте – Шупашкарта.
«Суор» директорӗ Владимир Ермолаев тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Владимир Ермолаев, «Суор» тӗп директорӗ пулнӑ чух, налуксем тӳлемен. Вӑл налук декларацине суя сведенисем кӗртнӗ. Ҫак тапхӑрта Ермолаев 107 ытла миллион тенкӗ налук тӳлемен.
Унӑн компанийӗпе унӑн керменӗнче ӗҫленӗ стройфирма хушшинче те йӗркене пӑсни пулнӑ.
Халӗ Ермолаевӑн Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче йывӑҫсен хушшинче вырнаҫнӑ пысӑк керменне арестленӗ.
Паян 15 сехет тӗлне Шупашкарта сывлӑш температури 31,9 градуса ҫитнӗ, Улатӑрта – 35,1 градус. Ҫапла метеостанцисем пӗлтернӗ. Анчах ҫынсем халӑх тетелӗсенче термометр пысӑкрах градус кӑтартнине сӑн ӳкерсе лартнӑ.
Паян ҫӗр ҫийӗн 1,5 ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнче сывлӑш температури 17-19 градус пулнӑ. Ҫиллӗ мар ҫанталӑкра ҫӗр ҫийӗн кун пек чухне 16 градус ӑшӑрах пулать. Ыран ҫав ҫӳллӗшӗнче 21-23 градус пулать. Эппин, сывлӑш температури сулхӑнра 34-39 градуса ҫитме пултарать.
1999 ҫулта утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 33,2 градус ӑшӑ пулнӑ. Чӑваш Енре 2010 ҫулта утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче 40 градус таранах шӑрӑх тӑнӑ.
Раҫҫей гидрометцентрӗ утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр регионта хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсне палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна наркотик сутма тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 228-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ку статьясемпе наркотика саккуна пӑсса пысӑк виҫепе сутакансене айӑплаҫҫӗ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каччӑ Шупашкарти пӗр ҫуртӑн картишӗнче 8 грамм ытла наркотик туяннӑ. Ӑна вӑл кайран сутма тесе упранӑ. Анчах ярӑнтарса ӗлкӗреймен – наркотика пакунлисем асӑрхаса туртса илнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑка суд хупса усрамасӑр 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Ольга Любимова художникӑн графика ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. «Линия пера» (чӑв. Калем йӗрӗ) куравра художник тӗрлӗ авторӑн, ҫав шутра поэтсемпе писательсен, ӗҫӗсене хӑйӗн графикипе пуянлатнӑ. Альбина Любимова Наапет Кучак, Раиса Сарби, Альбина Юрату, Алла Медведева, Алман Тимофеев, Сабир Рустамханлы, Нина Абрамова, Ольга Любимова, Дмирий Вонави, Александр Артемьев, Константин Иванов, Зоя Сывлӑмпи, Рита Арти, Лариса Цингвинцева, Виктор Чугаров, Артем Геб, Геннадий Айги, Людмила Николаева тата ытти авторпа ӗҫленӗ. Курава художник хӑйӗн тӗрлӗ вӑхӑтри 30-а яхӑн ӗҫне тӑратӗ.
«Шупашкарти пляжри тӗлӗнтермӗш ӗҫсем.
Сулахай енче – пляж. Унта канма юрамасть. Сылтӑм енчен – пляж, унта канма юрать. Сулахай енче кӑшӑлвируспа чирлеме пулать, сылтӑм енче хӑрушлӑх ҫук». Ҫапларах ҫырса хунӑ Инстаграмра @21ambient ятпа регистрациленнӗ авторӑн постне тӗпе хурса тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» ушкӑнра.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, сулахай енчи пляжри (ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл – официаллӑ майпа ирӗк панӑ вырӑн) ҫынсене йӗрке хуралҫисем хӑвалаҫҫӗ. Террриторие ятарлӑ паллӑпа уйӑрнин тепӗр енче халӑх лӑк тулли.
Пакунлисене пӗр енчен ӑнланма пулать. Пирӗн тӑрӑхра халӗ те кӑшӑлвирус алхасать, ҫавна май пляжсене официаллӑ майпа уҫман-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫыран хӗрринчех, анчах пляж шутланман вырӑнта йышпа канни йӗркене пӑсни пулмасть-ши?
УТӐ | 05 |
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пӗрремӗш ушкӑнри сусӑр хваттерне мелицина маски тӑхӑннӑ виҫӗ ҫын пырса кӗнӗ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртри хваттерте ҫав вӑхӑтра 56 ҫулти арҫын пӗчченех пулнӑ. Сусӑр кӳлепипе ҫӳрекенскер хӑйне хӳтӗлеймен. Кӗтмен «хӑнасем» компьютер тата телефон ҫаратса кайнӑ.
Пуҫиле шыравӗн ӗҫченӗсем вӑрӑ-хурахсем епле машинӑпа кайнине палӑртнӑ, кайран пуҫтахсем камсем пулнине пӗлнӗ. Хурахсем 19-42 ҫулсенчи виҫӗ арҫын пулнӑ. Ушкӑнри икӗ ҫын унччен судпа айӑпланнӑ иккен. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнри чи асли хула центрӗнчи суту-илӳ центрӗсенче вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнине те палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл тата урампа иртсе пыракан хӗрарӑма телефонпа шӑнкӑравлама ирӗк ыйтнӑ. Хӑйӗн телефонӗн аккумуляторӗн зарядки ларнине ӗнентернӗ те хаклӑ япала алла лексен йӑтса тарнӑ.
Вӑрӑ-хурахсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |