Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне ултавҫӑ 50 хутран ытла шӑнкӑравланӑ. Ҫапах вӑл ӑна шӑнман пӑр ҫине лартса яма пултарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм патне хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑмӑн кредит пур, ӑна часрах тӳлесе татмалла имӗш. Лешӗ телефон ҫине сарӑм лартмаллине, онлайн майпа ссуда илмеллине пӗлтернӗ. Ку итленӗ, кайран хӑйех ҫав ҫынна 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫа куҫсан тин хӗрарӑм йӑнӑш тунине ӑнланнӑ, полицие ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫурлан 27-мӗшӗнче ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен ултав мелӗпе 2 миллион ытла тенкӗ илнӗ. Пӗр хӗрарӑм патне ултавҫӑ пӗр кунра 50 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Семен Солодянкин «СТС» телеканалпа пыракан «Русские не смеются» (чӑв. Вырӑссем кулмаҫҫӗ) кӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Унта хутшӑнассишӗн вӑл темиҫе хут та заявка ӑсатнӑ.
Семен патне утӑ уйӑхӗнче шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫамрӑк арҫын хӑйӗн ҫинчен видеоролик ӳкерсе ярса панӑ. Кайран ӑна шоун тӳри пулма йыхравланӑ. Кӑларӑма Сергей Светлаков, Михаил Галустян тата Александр Незлобин ертсе пыраҫҫӗ.
Шоу валли виҫӗ сехете яхӑн ӳкернӗ. Семен ӳкерӗннӗ кӑларӑм авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче эфира тухӗ. Телекӑларӑмра ҫӗнтерекенсем 1 миллион тенке тивӗҫеҫҫӗ.
Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме чарӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӑна паян хула администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ.
Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, юханшыв навигацине тунтикун, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чарса лартӗҫ.
Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарма пуҫласси ҫинчен калакан йышӑнура ҫуллахи навигаци ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланассине каланӑччӗ.
Кӑҫал пляжсене официаллӑ майпа уҫманран пӑрахутсем пӗр вӑхӑтра Сосновкӑна ҫеҫ хутланӑ, каярах юханшыв траснпорчӗ Атӑлӑн сулахай ҫыранне ҫӳреме тытӑннӑ.
Халӑха уҫӑлма Атӑл тӑрӑх илсе каякан рейссене Шупашкарти юханшыв порчӗ халех чарса лартмӗ. Вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ.
Ҫитес ҫул Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче иртесси пирки пӗлтернеччӗ. Кӑҫал вара унӑн ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула ӑна каярах, ҫурлан 19-25-мӗшӗ ҫине, куҫарнӑ. Иртнӗ уйӑхра та тӗнче шайӗнчи мероприятие йӗркелеме май килмен.
Кӑҫал, ЧР культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртетех. Ӑна юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен пулӗ.
Фестивале паллӑ ҫынсем килмелле: Дмитрий Астрахан, Светлана Немоляева, Светлана Дружинина, Дмитрий Назаров, Александр Домогаров.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ акци – «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» - иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
Чӑваш Енре диктанта 34 лапамра ҫырӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ Шупашарта пулӗ. Тӗп лапам – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ /Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт/.
Акцие хутшӑкансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравламалла. Задание пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ.
Регистраци 13 сехетре пуҫланать, интруктаж – 13.30 сехетре. 14 сехетре диткант ҫырма тытӑнӗҫ.
Кӑшӑлвируспа чирлесе юсаннисенчен хӑшӗсен сывлӑхӗ самай хавшанӑ. Чӗре, юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе тата ытти ҫавӑн пек амакпа нушаланакансен сывлӑхне вирус уйрӑмах халсӑрлатса хӑварнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирленисене ҫирӗпленсе ҫитме ҫӗршыв шайӗнче ковид хыҫҫӑнхи программа йышӑннӑччӗ. Халӗ пирӗн тӑрӑхри 45 ҫын ку программӑпа усӑ курнӑ та. Тепӗр 52 ҫын малалла сипленет, 77-ӗн хӑйӗн черечӗ ҫитессе кӗтет.
Ковид хыҫҫӑнхи программӑна Хулари 1-мӗш клиника тата П.Н. Осипов ячӗллӗ Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницисенче, ҫавӑн пекех «Надежда» тата «Чувашиякурорт»а санаторисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Сиплев курсӗ 10 куна пырать. Стационарсенче сипленнишӗн медицина страхованийӗн шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Санаторие каякансен тӑкакӗн 70 процентне республика хысни хӑй ҫине илнӗ. Пациентсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка хакӗ 10-11 пин тенке ларать.
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн фракцийӗн ертӳҫи, оборона комитечӗн пайташӗ Владимир Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнать. Ӑна хулари Депутатсен пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври пухӑвне депутата суйланма Раҫсей Федерацийӗнчи либерал-демократсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӑратнӑ.
Владимир Жириновский Казахстанри Алма-Ата хулинче 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫӗршыври паллӑ политик М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Философи ӑслӑлӑхсен докторӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать.
Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнассине ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулинчи муниципалитет суйлав комиссийӗнче ҫирӗплетсе каланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗсенче Улатӑр шосси урлӑ каҫма май килмӗ. Унта чукун ҫула юсанӑ май каҫӑна вӑхӑтлӑха хупса хурӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗ авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетрен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи ирхи 5 сехетчен пырӗ.
Вӑл вӑхӑтра машинӑсем Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫма пултарӗҫ. Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнӗшӗн хула администрацийӗ ҫынсенчен каҫару ыйтнине пӗлтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗчӗккисем валли «Путешествие по Чувашии. Чӑваш ҫӗршывӗпе паллашар-и?» кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна Ольга Васильева пухса хатӗрленӗ, проект ертӳҫи – издательство директорӗ Светлана Каликова, художникӗ – Юлия Лутошкина.
Кӗнекен тӗп сӑнарӗсем: Тилӗ, Атнер тата Эльпи – Шупашкар хулинчен республика тӑрӑх тухса каяҫҫӗ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Кашни вырӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн ачасен тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама тивет. Ачасемшӗн ҫӗнӗ, вӗсем пӗлнӗ хӑш-пӗр сӑмахпа ятарлӑ словарь паллаштарать.
Кӗнекере чӑваш матрешкисемпе наклейкӑсемлӗ сӗтел ҫинчи вӑйӑ та пур.
44 ҫулти Евгений Терехов ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче ҫынпа тӗл пулма кайнӑ. Аппӑшӗ те кулянса ӳкнӗ: Евгений унччен килтен нумайлӑха тухса кайман, шӑнкӑравласан телефонне яланах тытнӑ.
Евгений ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Тепӗр кун унӑн ӗҫе каймалла пулнӑ. Тӑванӗсем ун патне шӑнкӑравлама пуҫланӑ, анчах телефонне никам та тытман. Тепӗр икӗ кунран пачах сӳнсе ларнӑ.
Тусӗсем те Евгений Терехов ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Ҫак ҫынна курнӑ тӑк ку номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 960 310 7433, 8 961 345 0058. Е полицие пӗлтерӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |