Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Олимп факелӗн эстафети

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 01.02.2014 20:25 | 1591 хут пӑхнӑ
Спорт

Олимп вӑййисене халалласа Олимп ҫулӑмӗн уявӗсем Етӗрне районӗнче те иртеҫҫӗ. Районта Олимп ҫулӑмне шкулсене ҫитерсе парассипе эстафета пуҫланнӑ. Ӗнер факела Етӗрнери 2-мӗш вӑтам шкул коллективӗ Пӗрҫырлан шкулне илсе килнӗ, ҫак ятпа унта уяв иртнӗ. Паян Пӗрҫырлансем ӑна Палтайри вӑтам шкул вӗренекенӗсене ҫитерсе панӑ. Унтан факел ҫулӗ Кӑкшӑмри шкул вӗренекенӗсем патне кайнӑ.

Кӑкшӑмсем факела кӗтсе илме тӗплӗн хатӗрленнӗ: палтайсене спорта халалланӑ плакатсем, шарсемпе лентӑсем йӑтса салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. Шкулти аслӑ вожатӑй Л.П. Мидакова, класс ертӳҫисем ертсе пынипе Олимп ҫулӑмне хисеплӗ коридорпа тӑрса : «Ура!» — тесе хавхаланса саламланӑ. Унтан кашниех факела алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова шкулти музей ертӳҫи: «Музей валли паха материал пулать», — тесе хаваспах ачасене сӑн ӳкернӗ.

Хыҫҫӑн шкулти спортсменсем вӑй-хал культурине вӗрентекеӗ А.В. Воронов тата шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.А. Корчева ертсе пынипе Тури Ачак ялне ҫул тытнӑ, факела унта ҫитерсе панӑ. Ыран факел районти ытти шкулсене эстафетӑпа ҫул тытать.

#Етӗрне районӗ, #Олимп вӑййисем, #Кӑкшӑм, #Пӗрҫырлан, #Тури Ачак, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем