Ку статьяна Египетра Раҫҫей самолечӗ ӳкнӗ хыҫҫӑн ҫырма шухӑш ҫуралчӗ. Чӑннипе, ку ыйту тавра нумаях пулмасть ҫеҫ шутлама тытӑннӑччӗ. Акӑ халь самолетри пассажирсен тӑванӗсене компенсаци тӳлемелли пирки пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей ертӳлӗхӗ яланах ҫапла тӑвать-ха: инкеке лекнисене, хур курнисене яланах укҫан пулӑшма тӑрӑшать. Ҫук, темӗн ан шухӑшлӑр. Ҫакна хирӗҫ пӗр сӑмах та каламастӑп. Хирӗҫ мар эпӗ. Пӗр япала ҫеҫ шухӑша ярать.
Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче пулса куртӑмӑр. Унта 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкул ҫунса кайни пирки, унта 110 ҫын вилни ҫинчен халӗ пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл вӑхӑтра вара ку пушар пирки калаҫма чарнӑ, вӑрттӑн япала пулнӑ вӑл. Хуракассинче пурӑнакан Аркадий Гаврилов, «Тӗрӗслӑхшӗн Раҫҫей» партин вырӑнти депутачӗ, тӗлӗнмелле нумай япала пирки каласа кӑтартрӗ. Куҫ умне хӑрушӑ ӳкерчӗк тухса тӑчӗ.
Аркадий Гаврилов шкул ҫуннӑ чухне 6-мӗш класра вӗреннӗ. Ун чухне пӗр вӑхӑт чирлесе выртнӑскер шкула кайнӑ, хӑйне япӑхрах туйнӑран киле кайма тухнӑ. Анчах пӗр вӗрентекен ӑна тытса чарнӑ та концерта пыма хушнӑ.
Пирӗн республикӑра «Хут бумӗ» экологи проекчӗ пурнӑҫа кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл хут пуҫтарнине пӗлтерет. Ку ӗҫе республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви тата «ЭКА» халӑх пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
«Хут бумӗ» проекта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Ҫӗмӗрле районӗнчи 13 шкул хутшӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Шупашкарти 54-мӗш, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем — чи хастаррисем-мӗн.
«Йывӑҫ касни тавралӑха сиен кӳрет. Макулатурӑран 1 тонна хут хатӗрлесен 17 йывӑҫ упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет», — аса илтереҫҫӗ проекта хутшӑнакансем.
«Хут бумӗ» 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ку ӗҫе кирек хӑш организаци те хутшӑнма пултарать. Проектӑн малтанхи тапхӑрне кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малта пыракансене парнепе хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче паян — хурлӑхлӑ кун. 54 ҫул каялла шкулта 110 ҫын ҫунса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче — 4 учитель, 106 ача…
Паян 10 сехетре Хуракасси ялӗнче ҫунса кӗлленнӗ шкул вырӑнӗнче лартнӑ монумент патӗнче хурлӑхлӑ митинг иртнӗ. Палӑк умне чечексемпе кӑшӑлсем хунӑ.
Монумента 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫнӑ. Ялти масар ҫинче — тӑванлӑх вилтӑприйӗ. Унта ачасемпе вӗрентекенсене пытарнӑ. Ҫавӑнтах тимӗр плита вырнаҫтарнӑ.
Ку хурлӑх кӗрхи каникул умӗн пулнӑ. Ун чухне шкулта концерт иртнӗ. Тепӗр пӳлӗмре физика учителӗ икӗ ачапа пӗрле кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Бензинпа тӗрӗс мар уса курнӑшӑн пушар тухнӑ, ҫулӑм ҫавра ҫил пек концерт залне вирхӗнсе кӗнӗ. Нумайӑшӗ тухса ӗлкӗреймен… Пӗрисем ҫуннӑ, теприсем ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑнса вилнӗ…
Чӗрӗ тухнисем те вӑйлӑ суранланнӑ. Вӗсен ӳт-пӗвӗ пиҫсе кайнӑ. Ачасене сипленмешкӗн Мускав илсе кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Елчӗк районӗнче «Йывӑҫ ларт тата ӑна сыхласа хӑвар» акци иртет. Уншӑн яваплисем ҫак мероприяти ҫынсене ҫутҫанталӑка юратма тата упрама, тавралӑха симӗслентерме, ялсен сӑн-сӑпатне хитрелетме йыхравлать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн хӗвеллӗ те уяр пӗр кунӗнче Елчӗк шкулӗнче вӗренекен шкул ачисем йывӑҫ лартма пикеннӗ. Вӗсем хāйсем маларах палāртса хāварнā лаптӑка пӗр кунра 80-90 тӗпе яхāн хурāнпа ҫāка хунавӗ лартса хӑварма пултарнӑ.
Елчӗк шкулӗн тӗслӗхӗпе районти ытти шкула, ачасен тата ҫамрӑксен общество организацийӗсене «Йывӑҫ ларт тата ӑна сыхласа хӑвар» акцине хастар хутшӑнма чӗнетпӗр тесе калаҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче.
Сӑнсем (5)
2015-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланд ҫӗршывӗнчен килнӗ вӗрентекенсем Шупашкарти 1-мӗш гимназине ҫитсе курчӗҫ. Асӑннӑ шкулта ӗҫлекен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хатӗрленӗ чӑваш чӗлхи урокӗнче пулчӗҫ.
Тӗлпулу чӑваш халӑхӗн «Илемлӗ, илемлӗ...» юррипе пуҫланчӗ. Хӑнасемпе ачасем тата вӗрентекенсем вӑйӑ картине тӑрса ҫак юрра шӑрантарчӗҫ. Таиланд вӗрентекенӗсене чӑваш ҫӗршывӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Чӑвашла сывлӑх сунма, «анне», «хӗвел», «туслӑх», «тӑван» йышши сӑмахсене калама вӗрентрӗҫ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑнасене чӑваш халӑх тумне кӑтартса, ун ҫинчен каласа пачӗҫ. Ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсем савӑнсах чӑваш халӑх тумтирне тӑхӑнса асӑнмалӑх сӑнукерчӗксем ӳкерӗнчӗҫ.
Уява 8-мӗш класра вӗренекен Анита Павловӑпа 5-мӗш класри Вика Леонтьева хӑйсен ташши-сӑввипе илемлетрӗҫ. 5-мӗш класра вӗренекен Саша Егоров вара купӑспа илемлӗ чӑваш кӗввисем каласа хӑнасене ташлаттарчӗ. Ҫак тӗлпулу Таиланд вӗрентекенӗсен асӗнче ӗмӗрлӗхех юласса шанас килет.
Ҫак ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑри шкулсем валли ҫӗнӗ автобуссем туянма палӑртнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви ачасене шкула илсе ҫӳремешкӗн 9 ҫӗнӗ автобус саккас панӑ.
Пӗтӗмпе кун валли 14,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Пӗр автобус 1,6 миллион тенкӗ тӑрать. Ку укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ.
Автобусра 22 вырӑн пулӗ. Вӗсенчен кашнинчех тахограф тата ГЛОНАСС спутник тытӑмӗ пулӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, автобуссем ПАЗ маркӑллӑ пулӗҫ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем республикӑна раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитмелле. Ҫапла майпа республикӑри хӑш-пӗр шкулта кивӗ автобуса ҫӗннипе ылмаштарӗҫ.
Ку — ырӑ йӑла. Вӑл 16-мӗш ҫул пурнӑҫланать ӗнтӗ. Культура ылмашӑнӑвӗн AFS программине Шупашкарти 41-мӗш шкул, 2-мӗш лицей тата 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул хутшӑнаҫҫӗ.
16 ҫулта Чӑваш Ен тӗп хулине Европӑри, Азири тата Америкӑри чылай делегаци килсе курнӑ. Акӑ нумаях пулмасть, икӗ эрне каялла, Шупашкара Таиландри 8 преподаватель килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, вӗсене хӑна ҫуртне мар, ҫемьесене вырнаҫтарнӑ. Ку ҫывӑхрах хутшӑнма май парать.
Икӗ эрнере Таиландран килнӗ хӑнасем уроксенче, урок тулашӗнчи мероприятисенче пулса курнӑ, ачасемпе тата вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, театрсене, музейсене тата куравсене ҫитсе курнӑ.
Ҫак кунсенче хӑнасем вӗренӳ управленине те ҫитнӗ. Унта вӗсем Шупашкар пирки видеоролик пӑхнӑ. Хӑнасем ачасем вырӑс тата чӑваш культурине лайӑх пӗлнине палӑртнӑ. Вӗсем кунти шкулсем, классем пӗчӗк пулнинчен тӗлӗннӗ. Таиландра класра 50 яхӑн ача вӗренет-мӗн. Кӗҫех Шупашкарти 8 вӗрентекен те Таиланда ҫитсе курӗҫ.
Ку хыпар водитель правине илме ӗмӗтленекенсене уйрӑмах кӑсӑклантарӗ. Ара, водителе вӗренме шут тытнисем чи малтан тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ: ӑҫта каймалла?
Апла ку сире пӗлмешкӗн: Шупашкарти виҫӗ автошкул лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсен ҫынсене урапапа ҫӳреме вӗрентме юрамасть. Унчченхи пекех ӗҫлеме тытӑнас тесен вӗсен ЧР ҪҪХПИн требованийӗсене пурнӑҫлама тивӗ.
ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Стелс», «Профессионал» автошкулсен тата «Профессионал» вӗренӳ центрӗн правана вӗрентмешкӗн лицензи ҫук.
Ку мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ҫӳлерех асӑннӑ шкулсен автодрома тара тытас документсемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Права илекенсем унта вӑхӑта чылай ирттереҫҫӗ-ҫке-ха.
Ҫапла автошкулсем документсене йӗркене кӗртиччен пулас водительсене йышӑнмӗҫ.
Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ Раҫҫейри чи лайӑх 50 ӳнер шкулӗсен йышне кӗме пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче Мускаври Пысӑк театрта иртнӗ конференцире чысланӑ.
Ҫак ӳнер шкулӗ Акциновсен ячӗпе хисепленет. Чыслава уҫнӑ май РФ культура министрӗн пӗрремӗш ҫуме Владимир Аристархов кӑҫал «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 50 ача-пӑча ӳнер шкулӗ» конкурссене ҫӗршыври 85 регион хутшӑннине палӑртнӑ.
Ҫав кунах Раҫҫей академи ӑслӑлӑхӗсен ӑсчахсен ҫуртӗнче пултаруллӑ ачасемпе Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу иртнӗ. Унта Тӗп канаш Акциновсем ячӗллӗ ӳнер шкулӗн директорне Владимир Аксёнова пултаруллӑ ачасемпе нумай ҫул ӗҫленӗшӗн «Волонтерская доблесть» орденпа чысланӑ.
Владимир Аксёнов Мускавра иртекен «Раҫҫейри пултаруллӑ ачасем» Пӗтӗм тӗнчери канашлун тулли праваллӑ элчинче 5 ҫул ӗҫлет. Вӑл тӑрӑшнипе пирӗн республикӑра «Чӑваш Енри пултаруллӑ ачасем» канашлу йӗркеленӗ.
Елчӗк районӗнчи шкулсенче 2015 ҫул Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗсем пулнӑран тӗрлӗрен семинар, уҫӑ урок, конкурс ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче, акӑ, К.В. Иванов пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина пулса иртнӗ. Конкурс ыйтӑвӗсене Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова тата Аслӑ Пӑла Тимешри В.В. Зайцев ячӗпе хисепленекен шкулта ӗҫлекен Антонина Михеева хатӗрленӗ.
Курнавӑш, Чӑваш Тӑрӑм, Тӑрӑм, Елчӗк, Кушкӑ, Хӑвӑлҫырма, Лаш Таяпа, Ҫӗнӗ Пӑва, Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗсем чи хастар хутшӑннӑ. Викторина ыйтӑвӗсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ: 5–7-мӗш классем, 8–9-мӗш классем, 10–11-мӗш классем валли. 5–7-мӗш классенче вӗренекенсенчен чи нумай балл пухаканни Курнавӑш вӑтам шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекен Иван Смирнов пулнӑ (ертӳҫи — Вера Воронова). 2-3-мӗш вырӑн йышӑнаканӗсем — Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнче вӗренекенсем (ертӳҫи — Галина Малова).
8–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче — Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекен Татьяна Перепёлкина (ертӳҫи — Анна Портнова).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |