Ҫав ачан вӗренес килмен-ши? Мӗн шутпа ҫавӑн пек хӑтланнӑ-ши вӑл? Шӳтлес тенӗ-ши? Ӑнланма йывӑр. Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет.
Ку ӗҫ паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Ирхи 8 сехет ҫурӑра полицие арҫын ача шӑнкӑравланӑ та Шупашкарти 42-мӗш шкулта бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарлать.
Шкула полицейскисем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Унта кинологсем те йытӑсемпе пынӑ. Шкулти 280 ҫынна ҫав самантрах эвакуациленӗ. Паллах, пӗлӳ ҫуртне, унӑн ҫывӑхӗнчи территорие полицейскисем, кинологсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Нимӗнле бомба та тупайман.
Шӑнкӑравлаканӗ те ҫав шкулта ӑс пухакан арҫын ача пулнӑ-мӗн. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӑть те мӗнле телефонран шӑнкӑравласан та полицейскисем суя хыпара пӗлтерекен йӗрӗ ҫине ӳкнине ӑнланмаҫҫӗ-ши?
Ака уйӑхӗн 6-13-мӗшӗсенче Улатӑр районӗнчи Атратьри вӑтам шкулта «Кайӑксен эрни» иртет.
Эрнелӗх литературӑпа тата экологипе ҫыхӑннӑ вӑйӑран пуҫланнӑ. Ӑна 2-мӗшпе 3-мӗш классен ертӳҫи С.И.Михеева ирттернӗ. Ачасем Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунӗ халӑхсен хушшинчи экологи уявӗ пулнине, ӑна ҫулсерен ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тунине пӗлнӗ.
Раҫҫейре ку уяв кайӑксемпе ҫыхӑннӑ чи паллӑ уяв шутланать. Шӑпах ҫак кун 1906 ҫулта кайӑксене сыхлас енӗпе Пӗтӗм тӗнчери конвенцие алӑ пуснӑ.
Светлана Ивановна Михеева ачасене кайӑксен тӗнчи пысӑк, тӗрлӗрен пулнине каласа кӑтартнӑ. Шапӑрлансем кайӑксем пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккисем таранах пулнине пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, пингвин.
Эрнелӗх пынӑ май ачасем ӳкерчӗксен, сӑвӑсен, юрӑсен конкурсӗсене хутшӑнӗҫ. Эрнелӗх вӗҫӗнче вӗсем «Сӑрҫи» заповеднике экскурсие ҫитӗҫ, шӑнкӑрч вӗллисем ҫакӗҫ. Чи хастаррисене грамотӑсемпе, пылак парнесемпе чыслӗҫ.
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет шкулӗ тума палӑртаҫҫӗ. Эскиз проектне хатӗрлеме конкурс ирттересси пирки официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, проект валли республика хыснинчен 486 пин тенкӗ уйӑрмалла.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ икӗ корпусран тӑрӗ: вӗренмеллинчен тата ҫывӑрмаллинчен. Вӑл 3,02 гектар ҫинче вырнаҫӗ. Кадет шкулӗ валли воллейбол тата баскетбол вылямалли лаптӑклӑ стадион, хоккей вылямалли вырӑн тата тӑмалли плац пулмалла.
Кадет шкулӗнче 400 ача таран ӑс пухасса шанаҫҫӗ. Унта 7–11-мӗш классенче вӗренме илӗҫ.
Тума палӑртакан шкула Совет Союзӗн Геройӗн А.В. Кочетовӑн ячӗллӗ кадет шкулне куҫарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Вӑл шкул паян Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче, 1932-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахнӑ. Ҫапла майпа 10,3 пин ҫурт газсӑр тӑрса юлнӑ. Унта 43,7 пин ҫын пурӑнать.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта ӗнер 13 сехет те 25 минутра газ пама пӑрахнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн. Ӑна пула «Улатӑр-1» патне кӗрекен объектсем шар курнӑ.
Улатӑр хулинче газсӑр тӑрса юлнӑ ҫуртсен йышӗнче — 7 шкул, 10 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 11 объекчӗ, 16 котельнӑй. Улатӑр районӗнче вара 6 шкул, 3 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 7 объекчӗ газсӑр юлнӑ.
Аварие пӗтермешкӗн Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада килнӗ. ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ир валли газ пама палӑртнӑ. Анчах Улатӑр мэрийӗ ку ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫеҫ пуласси пирки хыпарланӑ.
Акан 27-мӗшӗнчен пуҫласа "Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ" акци иртӗ. Ҫав кун тӗп хуламӑрти аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче Ҫӗнтерӳ сехетне йӗркелеҫҫӗ, волонтерсен корпусӗн хастарӗсем студентсене вӑрҫӑ тематикиллӗ тата Ҫӗнтерӗвӗн сумлӑ юбилейне халалланӑ хӑтлавсемпе паллаштарӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ аслӑ ӑрури тӑванӗсем патне ҫамрӑксем «Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ» ҫырӗҫ. Виҫкӗтеслӗ ҫырусенче вӗсем хӑйсем тӑван кӗтесӗшӗн, республикӑшӑн, ҫӗршывшӑн тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн сумне упраса хӑварассипе мӗн тунипе паллаштарӗҫ.
Ҫырӑва А4 форматлӑ хут ҫине ҫырмалла, ят-хушамата, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине палӑртмалла, ӑна кам ячӗпе шӑрҫаланине кӑтартмалла. Ҫырусене нимеҫӗсем (волонтерсем) пухӗҫ, тишкерме-пӗтӗмлетме федерацири нимеҫӗсен штабне ҫитерӗҫ.
Куславкка районӗнче хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта республикӑри ачасем хутшӑннӑ, хӑйсем ял хуҫалӑхӗнче мӗн пӗлнине тӗрӗсленӗ. Качака мӗн чухлӗ пурӑнать? Вӑрлӑха епле хатӗрлемелле? Йӑлтах хуравлама тивнӗ ачасен.
Партӑсем ҫинче ҫӗрулми, курӑк, тӑпра выртнӑ. Ачасем ӗҫсене тӗплӗн, тимлӗн пурнӑҫланӑ. Хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗрен ачасем те, вӗрентекенсем те мӗнле хатӗрленмеллине пӗлмен.
Чӗрчунсем, пахча ҫимӗҫ пирки те ыйтусем пулнӑ. Олимпиада Тӗрлемес шкулӗнче иртнӗ. Унта ытларах Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсенчен килнӗ. Тӗлӗнмелле те, пӗрремӗш Шупашкарти 59-мӗш шкул хутшӑнма шутланӑ.
Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кӑнтӑрлаччен ачасем чӗрчунсем, ҫӗр ӗҫӗ пирки ыйтусене хуравланӑ. Унтан пултарулӑх ӗҫне пунӑҫланӑ. Ачасем чӑн-чӑн бизнес-план хатӗрленӗ. Вӗрентекенсем те кӑсӑкланнӑ кунпа, ӗҫсен пурнӑҫланӑ.
Олимпиадӑна ирттерес шухӑш Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермерӑн ҫуралнӑ. Вӑл унта ӑсталӑх класӗ те ирттернӗ.
ЧР Прокуратури республикӑри шкулсенче ачасене мӗнле апатлантарнине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснине сахал мар тупса палӑртнӑ-мӗн.
Республикӑри хуласемпе районсенчи шкул апатланӑшӗсенче порцие пӗчӗклетни ҫиеле тухнӑ. Вӑтамран ку кӑтарту 25 процентпа танлашнӑ. Хӑш-пӗр шкулта вара ку 30% (Йӗпреҫ районӗ), 50% (Шупашкарти Мускав районӗ) танлашнӑ. Улатӑр районӗнчи хӑш-пӗр шкулта икӗ хут ҫитерме те пӑрахнӑ. Ачасем унта ирхине апатланмаҫҫӗ.
Тата хӑш-пӗр ҫимӗҫе йӳнӗреххисене туянни ҫиеле тухнӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче рационран сӗте, тӑпӑрча, ҫӑмартана, улма-ҫырлана, сӗткене, пулӑпа какай таврашне пачах кӑларнӑ-мӗн.
Шкулсем таварпа тивӗҫтерекен организацисемпе килӗшӳ тунӑ ҫӗрте йӗркене пӑсни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ку — Вӑрнар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче.
Канаш, Комсомольски, Красноармейски районӗсенче апатлану хакне ашшӗ-амӑшне систермесӗр хӑпартнӑ иккен. Улатӑрта аслисене каламасӑрах картточкӑсемпе тӳлеттерме пуҫланӑ.
ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслевре йӗркене пӑснӑ 150 ытла тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.
Малашне Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем вӗренӳрен уйрӑлмасӑр специалистсем патӗнче тӗрӗсленме пултараҫҫӗ. Унта ачасене диспансеризаци витӗр кӑлармалли мобильлӗ комплекс пур.
Нумай функциллӗ автобуса ҫак кунсенче 1-мӗш шкулта хӑтланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрӑх, мобильлӗ комплексӑн ӗҫлемелли енӗсем анлӑланнӑ. Ҫапла майпа ачасем поликлиникӑна каймасӑрах медтӗрӗслев витӗр тухма пултараҫҫӗ.
Халӗ медицина специалисчӗсен бригади кирек мӗнле шкула, ача пахчине килме, диспансеризаци ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫав автобусра анализсем пама, электрокардиограмма тума, чӗрене тӗрӗслеме пулать. Ҫавӑн пекех стоматолог тӗрӗслет.
Тухтӑрсен бригадин йышне невролог, отоларинголог, окулист, хирург, ортопед, гинеколог, уролог тата психиатр кӗрет. Автобусра тухтӑрсем пӗр сехетре 50-60 ҫынна тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.
Тутар Республикинче чи лайӑх чӑваш шкулӗсене шыраҫҫӗ. Конкурса унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна чӑваш шкулӗсенче вӗрентекенсен тата вӗренекенсен пултарулӑхне ӳстерме, вӗрентӳ ӗҫне техникӑпа технологи тӗлӗшӗнчен хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркелеме хавхалантарс, вӗренӳ пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе ирттереҫҫӗ иккен.
Хутшӑнас текенсен sveta-elshel@mail.ru электрон почтӑна кӑмӑл тунине пӗлтермелле.
Тӳресем ҫак енсене пӑхаҫҫӗ: шкул ятне, кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла ҫырнине; шкул хӑтлӑхне; чӑваш чӗлхипе литературин пӳлӗмӗсен илемӗпе хӑтлӑхне; унти кӗнекесен, ҫырса хунисемпе вӗренмелли пособисен пуянлӑхне...
Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан чыслама палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан 25 пин тенкӗ тивӗҫӗ, иккӗмӗшшӗн — 15 пин; виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин.
Нумаях пулмасть Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чǎваш вырсарни шкулӗнче ǎс пухакан ачасем Ахмет-Заки Валиди ячӗллӗ Наци вулавǎшӗнче Пушкǎртстанра ҫуралса ӳснӗ чǎваш ҫыравҫисемпе тӗл пулнǎ. Ǎнсǎртран мар ку пулǎм ҫак кунсенче иртнӗ. Вǎл асǎнупа ҫыхǎннǎ. 100 ҫул каярах, пуш уйǎхӗн 26-мӗшӗнче, тǎван ялне таврǎннǎ поэтӑн Константин Ивановӑн чӗри тапма чарǎннǎ.
Асǎну мероприятине уҫнǎ май вулавǎш ӗҫченӗсем Фирдаус Тангатаровапа Марина Каторгина (сǎмах май каласан, вǎл Слакпуҫ шкулӗнче вӗреннӗ) тата вырсарни шкулӗн вӗренекенӗ Олег Федоров чǎваш литературине никӗсленӗ чаплǎ классикӑн кун-ҫулне тата вышкайсǎр ҫитӗнӗвне аса илнӗ. Шкул ачисем Константин Ивановǎн ӗҫӗсенчен илнӗ сыпǎксене пǎхмасǎр каланӑ тата выляса кӑтартнӑ. Екатерина Ермолаевапа Сергей Петров «Ҫǎлкуҫ умӗнче» сыпǎк инсценировкине кӑтартнӑ, Аделина Петрова «Асамат кӗперӗ» юрǎпа савǎнтарнӑ, Семен Виниченко, Кирилл Зайцев, Анна Михайлова, Илья Никитин, Антон Дмитриев, Настя Тихонова, Вероника Никитина, Никита Кузьмин тата ыттисем поэт сǎввисене янǎратнӑ.
— Константин Иванов мана — физика учительне — ватлǎх енне тайǎлсан ҫӗнӗрен тǎван чӗлхе патне тавǎрса тǎратрӗ темелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |