Муркаш районӗнчи прокуратура унта шкулсенче ӗҫ саккунне епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Муркашри вӑтам шкулта, сӑмахран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен тытӑнса ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен ӗҫлеттересси пирки килӗшӳ тунӑ. Пӗтӗмпе — ҫул ҫитмен 60 ачана. Лешсем каланӑ вӑхӑтра ӗҫленӗ-ха, анчах прокуратура тӗрӗслевӗ вӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменнине палӑртнӑ. Ведомоҫсене тата расчет хучӗсене пӑхнӑ та ӗҫшӗн ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче татӑлнине асӑрханӑ. Ку вӑл саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтран иртни шутланать иккен. Кун пек кӑлтӑка прокурорсем Ярапайкассинчи шкулта та тупса палӑртнӑ.
Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеменнишӗн шкулсем процент тӳлеменнине те палӑртать прокуратура.
Шкул ертӳҫисем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, кӑлтӑка пӗтермелли пирки вӗсен ячӗпе прокуратура хут та шӑрҫаланӑ.
Ӗнер «Асамат» културӑпа курав центрӗнче «К.В. Ивановӑн чӗрӗ сӑмахӗ» республикӑри видеоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Хитре вулассипе ӑмӑртӑва хутшӑннисем Константин Ивановӑн хайлавӗсене суйланӑ. Видеоконкурсӑн тӗп теми «Нарспи» поэма пулса тӑнӑ. Ӑна 16 чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Вӑл чӑваш литературинче кӑна мар, тӗнче литературинче те классикӑлла хайлавӗ шутланать. Культурӑпа курав центрӗнче «Нарспи» сыпӑкӗсем чӑвашла кӑна мар, вырӑсла та, украинӑлла та, акӑлчанла та янӑранӑ. «Нарсписӗр» пуҫне Константин Ивановӑн сӑввисене те вуланӑ.
Поэмӑна ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ чух та поэмӑна вулассипе конкурс ирттернӗ. Ун чух та ӑна Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти йӗркеленӗ. Ун чухне ачасем поэмӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫити вуланӑ.
Хальхи конкурса «Эткер» центр, Шупашкарти мониторинг тата аталану центрӗ, «Вырӑс музейӗ: виртуаллӑ филиал» центр тата маларах асӑннӑ курав центрӗ пӗрле йӗркеленӗ.
Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисенчи, Улатӑр, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенчи 26 шкултан 82 ӗҫ ярса панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ юлашки шӑнкӑрав уявне паллӑ тунӑ. Иван Игнатьева ҫакӑнпа саламлама, паллах, ашшӗпе амӑшӗ Михаил Васильевичпа Лариса Юрьевна шкула килнӗ. Иван Шупашкарти 5-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Михаил Игнатьев выпускниксен умӗнче тухса калаҫнӑ, яш-хӗре вӗсен пуласлӑхӗ хӑйсен алинче пулнине аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫамрӑксене пулӑшу кӳрессипе республика правительстви нумай ӗҫленине палӑртнӑ.
Михаил Васильевич тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗсем, вӗренсе тухакан ачасем сӑмах илнӗ, концерт лартнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш Ен шкулӗсенчен 11-мӗш класран 6,5 пин ача вӗренсе тухать, 9-мӗш класран — 11,2 пин.
Шупашкарти шкулта вӗренекен икӗ ҫамрӑк АПШран Пӗтӗм тӗнчери Intel® ISEF конкурсран таврӑннӑ. Вӗсене унта тӗпчевӗсемшӗн ятарлӑ премипе чысланӑ.
Конкурс АПШри Питтсбург хулинче иртнӗ. Унта аслӑ классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкартан кайнӑ икӗ ҫамрӑк унта палӑрма пултарнӑ.
Жюрире тӗнчери паллӑ университетсенчи профессорсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ӗҫченӗсем, Нобель премийӗн лауреачӗсем пулнӑ. Пӗтӗмпе конкурсҫӑсем 4 миллион доллар тенкӗшӗн тупӑшнӑ.
Финала тӗнчери 1600 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Раҫҫей яш-хӗрӗн математика, хими, программировани, материаловедени, инжиниринг енӗпе хатӗрленӗ проекчӗсем 6 тӗп тата 3 ятарлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.
Раҫҫейрен конкурса 27 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем 20 тӗпчевпе ӑслӑлӑх проекчӗ хатӗрленӗ. 10 ҫамрӑк лауреатсен йышне кӗнӗ.
Шупашкартан конкурса кайнӑ Геннадий Ватковский тата Тимофей Яхонтов проекчӗсемпе «Материаловедени» секцире хӳтӗленнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ялӗнче, Тутарстан Республикинчи Сиктӗрме ялӗнче, Тутарстанри чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсен слечӗ иртнӗ. Унта «5» паллӑпа ӗлкӗрсе пыракан тӑрӑшуллӑ ачасене пуҫтарнӑ.
Халӗ нумай мероприятие Константин Иванов классикӑмӑр ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ те, Тутарстанра та ҫаплах тунӑ.
Слета асӑннӑ республикӑн 10 районӗнчен пуҫтарӑннӑ. Унти пултаруллӑ чӑваш ачисене саламлама Чӑваш Республикин пайташӗсем те: халӑх поэчӗ, прозаик, публицист, драматург тата куҫаруҫӑ Порфирий Афанасьев, искусствоведени тухтӑрӗ Алексей Трофимов профессор, академик тата Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай филолог, литература критикӗ, публицист — кайнӑ.
Культура ӗҫченӗсем Тутарстанра йӗркеленӗ слет йышши мероприятисене пула тӑван чӗлхе чылай ҫуллӑха упранса юлассине палӑртнӑ-мӗн.
Тутарстанри чӑвашсен наци конгресӗн ертӳҫи Константин Яковлев «5» паллӑпа вӗренекен чӑваш ачисене дипломсемпе чысланӑ тата Тутарстанри халӑхсен ассамблейин хаклӑ парнисемпе хавхалантарнӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗн» ятне кам тивӗҫнӗ? Шупашкар районӗнчи Салапайкасси шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Светлана Ильина. Вӑл 17 ҫул ӗнтӗ ачасене пӗлӳ парать. Салапайкасси шкулӗнче вара мӗн ӗҫе пуҫӑннӑранпа вӑй хурать.
Вӑл конкурса ҫӗнтернӗренпе вӑхӑт нумаях та иртмен. Ӑна вара шкулта «ҫалтӑр» тесе чӗнеҫҫӗ. Ку награда Светлана Ильинашӑн уйрӑмах хаклӑ. Вӑл ӑна конкурса виҫҫӗмӗш хут хутшӑнса тивӗҫнӗ.
Вӑл конкурсран таврӑнсан ачасем ӑна алӑ ҫупса саламланӑ. Вӗрентекен ҫакна кура куҫҫульленнӗ те. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн тус та, партнер та пулма тӑрӑшать. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах урокра ҫирӗп ыйтать.
Светлана Ильинан икӗ ачи Салапайкасси шкулӗнчех вӗренеҫҫӗ. Вӑл урокра вӗсене ыттисенчен уйӑрмасӑр ҫирӗп ыйтать.
Конкурс вӑхӑтӗнче Светлана Ильинан машӑрӗ ҫумӑнах пулнӑ. Халӗ вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнма хатӗрленет.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш шкула ТЭЦ-1 предприятире ӗҫленӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн Михаил Кузнецовӑн ятне панӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков кун тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ.
Михаил Кузнецов 1923 ҫулта Чулхула облаҫӗнчи Иккӗмӗш Кузнецово ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулта ӑна Хӗрлӗ ҫара илнӗ, Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, Украинӑна, Польшӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте пулнӑ. Пилӗк хут аманнӑ.
Фронтовик Одер юханшыв хӗрринче палӑрнӑ. Паттӑрлӑхне кура ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарта пурӑннӑ, 1954 ҫулта ТЭЦ-1 предприятире ӗҫленӗ. 25 ҫул тар тӑкнӑ вӑл унта.
Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май вулавӑшсенче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫапла майпа аслисем ҫамрӑксемпе ачасене кӗнекепе ытларах туслаштарасшӑн.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче сӑвӑ вулакансен «Чутаях туртать ман чун» конкурс иртнӗ. Ӑна Мӑн Этменри шкулта йӗркеленӗ.
Конкурс ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ, унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Жюри сӑвӑ вулакансен пултарулӑхне хакланӑ. Вырӑнсене вӗсем ҫапла пайланӑ. 3-4-мӗш классен хушшинче А.Жижайкина, 1-2-мӗш классен йышӗнче Е.Никифоров пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Паян Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче вара «Чутаях туртать ман чун» конкурс район шайӗнче иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче педагогсен хорӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсенчи виҫӗ хор хутшӑннӑ.
Вӗсем тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Чӑвашла та юрланӑ вӗсем. Юрӑсем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ.
Малтанах конкурсҫӑсене Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев, вӗренӳ ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Суховетрюк саламланӑ.
Юлашкинчен жюри председателӗ Николай Никоноров тухса калаҫнӑ май пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫапла майпа пӗрремӗш вырӑна Красноармейски шкулӗн вӗренткенӗсен хорӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшне Трак шкулӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне чатукассисем йышӑннӑ.
Сӑнсем (9)
Комсомольскинчи 1-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен 28 ҫулти педагог ачасенчен тӑрӑхлани пирки хӑй вӑхӑтӗнче ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӗпе ҫамрӑк ҫав хюрарӑм ачасен ҫамки ҫине «иккӗ» паллӑ ҫырса хунӑ, пӗринче вӑл урок тӑршшӗпех пӗтӗм класа ура ҫинче тӑратнӑ. Ачасем ҫине алӑ ҫӗклес йӑла та пулнӑ иккен ун. Алӑпа та сулса янӑ вӑл, линейкӑпа та, пиҫиххипе те. Хӑшӗсен тутине скотчпа ҫыпӑҫтарса лартнӑ. Ҫапла усалланӑ вӗрентекен пирки ачасен ашшӗ-амӑшӗ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн педагог тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Педагогӑн педагогла мар меслечӗсем ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма ӗҫрен хӑтарнӑ, шкул директорне те кӑларса янӑ, унӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумне дисциплина тӗлӗшпе явап тыттарнӑ.
Ачасене хӗнекен вӗрентекене халӗ суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата педагогра икӗ ҫул ӗҫлеме чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |