Культурӑпа наци чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» обществи, «Хавал» юхӑм хастарӗсем тата ытти чӗрӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулса ҫак кунсенче Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева патне ҫыру янӑ. Вӗсем хӑйсен пӑшӑрханӑвне 4-мӗш класс хыҫҫӑн Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев ӗҫне ирттерессипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӗрӗслеве математикӑпа, тӑван тавралӑха вӗрентекен предметпа тата вырӑс чӗлхипе ҫеҫ тыттарни вӗсене тӗлӗнтернӗ.
Ҫыру авторӗсем Чӑваш Енри 455 шкултан ҫурринчен ытларахӑшӗнче пуҫламӑш классенче чӑвашла, 16-шӗнче тутарла, 3-шӗнче ирҫелле вӗрентнине палӑртнӑ. Апла пулин те тӗрӗслеве пурин те вырӑсла пурнӑҫламалла. Кӑҫал тӗрӗслев ӗҫне 5, 10 тата 11-мӗш классенче те чылай предметпа ирттермелле.
Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев заданийӗсене наци чӗлхи ҫине куҫармалла.
Мурманск облаҫӗнчи ӳнер музейӗнче вӑл тӑрӑхри чӑвашсен наци автономийӗн ертӳҫин Раиса Сардакован куравӗ уҫӑлнӑ. Унта вӑл хай ӑсталанӑ ӗҫсене тӑратнӑ.
Аякра пурӑнакан чӑвашсен наци автономине ертсе пыракан хастар ҫак хӗрарӑм чӑваш тӗррипе тахҫанах кӑсӑкланать. Кӑсӑкланать кӑна та мар, Раиса Степановна чӑваш ҫи-пуҫне ӑсталать. Тепӗр чух пӗр ӗҫе пурнӑҫлама ӑна ҫулталӑк та кирлӗ иккен. Апла пулин те Раиса Садакова вӑхӑта шеллемест. Чун юратнӑ ӗҫе вӑл ачисемпе мӑнукӗсене хӑнӑхтарать.
Ӳркенмен хӗрарӑм чӑвашсен культурипе ҫыхӑннӑ Мурманскри мероприятисене вӗҫӗмех хутшӑнать. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уҫӑлнӑ курав ал ӑстин пултарулӑхӗпе туллин паллаштарать. Курав ака уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ.
«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.
1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.
Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.
Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ. Паллах, эпир тӑрӑшмасӑр пулаймастчӗ ҫакӑ. Совет Союзӗнчи пур кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем те «Капкӑна» илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Сӑмахран, казахсен «Ара» (Тӗкӗлтура) кӑларӑмӗсенче «Чӑвашсен «Капкӑн» журналӗ» ятпа темиҫе хутчен те ятарлӑ страницӑсем кӑлартӑмӑр. Ҫапла майпа журнал унта 3 пин экземпляр таранччен кайса тӑма пуҫларӗ. Тутарстан, Пушкӑртстан, Мускав, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенче те нумайӑн хапӑл тӑватчӗҫ кулӑш ӑстисене. Кӗҫех «Капкӑн» 97 пин экземплярпа тухса тӑма тытӑнчӗ.
Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем
«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ. Вырма тухӑҫӗ пирки те пӗлеймӗҫ. Вӗсен ака ӗҫне хатӗрлемелле. Акана тухиччен суха тумалла. Унччен вара уйне тупмалла, ака-сухана юрӑхлӑ тумалла. Туйӑм-сисӗмре тупӑнӗ ҫак уй. Чи кирли — ҫак уя илсе каякан ҫулпа пырасси. Ҫав уя тухакан эпир пӗлмен ҫулсем тӗнчере пайтах. Анчах кашни шухӑшлакана пӗр ҫул кӑна панӑ. Ку вӑл — ун ҫулӗ. Каллӗ-маллӗ, каллӗ-маллӗ ҫӳремелле ҫав ҫула такӑрлатма. Ҫак ҫул ҫинче кӑна (урӑх ниҫта та мар) пӗлме май пуррине калама хӑнӑхиччен ку ҫул нихҫан та ун пулмӗ» (Хайдеггер Мартин. Слова Ницше «Бог мертв» // Вопросы философии.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче чӑвашла скайппа калаҫма пулать иккен. Кун пирки «Аван-и? ☼ Чӑвашла Messengerсем» ушкӑнра паян ирпе Сарман Игитбаев ятлӑ ҫын пӗлтернӗ.
Унта ҫапларах ҫырса хунӑ: «Тусна, тӑванна, юратнӑ ҫынна тӳлевсӗрех шӑнкӑравла — скайпра! Паллашма, выляшма, туслашма, тавлашма — скайпа! Скайппа усӑ куракансем пӗр-пӗрне тӳлевсӗрех шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Скайп кунсеренех пуплеме те, кирлӗ ӗҫ тума та пит меллӗ хатӗр».
Унтан ҫапла хушса хунӑ: «Паянхи кун чӑвашла калаҫакансем, чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑл тунисем тӗнчипех пурӑнаҫҫӗ. Ку ушкӑна скайпра та тӑван чӗлхепе, чӑваш чӗлхипе пуплешекенсене ҫыхӑнма йӗркеленӗ».
Скайппа чӑвашла калаҫас тесен http://vk.com/topic-143142075_35131349 каҫӑпа иртсе логин ҫырса хӑвармалла. Калаҫӑвӑн тӗллевне те палӑртма юрать иккен. Унтах конференц-канашлу е презентаци те йӗркелеме пулать тенӗ.
Шупашкарти «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен шкулӗнче нумаях пулмасть ача-пӑча клубӗ ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки «Контактра» ушкӑнра «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем/Двуязычные дети» страницӑра пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ.
Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, клуб хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланӑ. Вӑл уйӑхӑн кашни иккӗмӗш шӑматкунӗнче уҫӑ. Унта ҫитес текенсен Благовещенски микрорайонӗнчи Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулне ҫитмелле.
«Унта эпир, ашшӗ-амӑшӗ, хамӑрӑн ачасемпе чӑвашла калаҫса вӑйӑ вылятпӑр, мультфильм пӑхатпӑр, конструктор купалатпӑр, ӳкеретпӗр. Тӗп тӗллев — ачасем валли хулара чӑваш чӗлхи хутлӑхне йӗркелесси», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Пӗрремӗш заняти вӑхӑтӗнче ачасем Пинеслун (Татьяна Николаеван) чӑвашла пӗр юррине вӗреннӗ.
Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотине, тава тивӗҫлӗ ята, медаль-ордена камсем тата мӗне кура тивӗҫни чылайӑшне тӗлӗнтермест те, шухӑшлаттармасть те пулӗ. Ик айкки те тӑвайкки маррисем вара тӗлӗнеҫҫӗ, хӑюллӑраххисем вара ҫавӑн пирки уҫҫӑнах сӑмах хускатаҫҫӗ.
Ҫак эрнере республикӑри профессилле ҫыравҫӑсем ларӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пулнӑ Марина Карягина ҫыравҫӑ, поэт, драматург хӑйӗн чун ыратӑвне Фейсбукра уҫса панӑ. Ыттисене те вӑл калаҫӑва хутшӑнма чӗннӗ. Акӑ еплерех ҫырать-ха паллӑ кӑна мар, чӑннипех пултаруллӑ автор тата тележурналист:
«Ҫыравҫӑсен ӗнерхи ларӑвӗ хыҫҫӑн каллех кӑмӑл пӑтранать... Кунти чӑваш туссемпе тӗплӗ калаҫу ирттерес килет,» — пуҫланӑ вӑл сӑмахне.
«Юбилейӗсем ҫывхарнӑ май Чӑваш халӑх писателӗ е поэчӗ, ЧР е Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ят, орден-медаль т.ыт.те илес тесе хӑйсем ӑшталанса ҫӳрекенсем яланах пулнӑ-ши вӗсем е юлашки вӑхӑтра, пушӑлӑха пула, ӗрчесе кайрӗҫ?
Пӗри «Ман чухлӗ никам та халӑх умӗнче сӑвӑ вуласа ҫӳремест, мана халӑх пӗлет, халӑх ҫыравҫи тесе шутлать!
Кӑҫал Пӗтӗм чӑвашсен III «Асам» кинофестивалӗ чӳк уйӑхӗн 13–17-мӗшӗнче иртӗ. Ку йышӑнӑва Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ иртнӗ уйӑхрах тунӑ. Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧРКП пайташӗсем Раҫҫей кинематографисчӗсен пӗрлӗхне чӑваш кинематографисчӗсене кӗртес, правленине ҫӗнетес тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «Республикӑмӑрта ӳкернӗ фильмсене ытти тӗрӗк халӑхӗ хушшинче сарма, чӑваш ҫӗрӗ «Тӗрӗк киноӳнерӗн тӗнчи» ята тивӗҫме, чӑваш киноӳнерне аталантарма республикӑмӑра инвестицисем илсе килес тӗлӗшпе тӗрӗк кинематографисчӗсем валли «Влияние кино на познание народов — «Тюркское кино» ятла уйрӑм конкурс йӗркелеме» йышӑннӑ.
Ҫак программӑн тӳрисен йышне Кӑркӑсстанри Эдил Марлис Уулу кинорежиссера, продюсера, Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗн президентне тата Екатеринбургри Сергей Анашкин кинокритика, киноведа, режиссера, Раҫҫей кинематографисчӗсен пӗрлӗхӗн, Тӗнчери кинокритиксен FIPRESCI федерацийӗн пайташне суйланӑ.
Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме пуҫлаҫҫӗ. Режиссерӗ — Елена Рябцева. Аса илтерер, Пӗтӗм чӑвашсен пӗлтӗрхи «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче Е. Рябцеван «Принять удар» ӗҫӗ «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире ҫӗнтернӗччӗ.
Ильтимер Ефремов халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, «Муркаш районӗнчи Уйкасси ял ҫумӗнчи пӗве хӗрринче пӗр сценӑна ӳкерме лаша урапапа кирлӗ». Ҫав тӑрӑхри ялсенче лаша пуррисене пулӑшма ыйтать. Лашашӑн укҫа тӳлӗҫ.
Ильтимер Ефремовран фильм мӗн ҫинчен пуласси пирки те ыйтса пӗлтӗмӗр. Ку ӗҫ этем ҫирӗпленӗвӗ пирки теме юрать. Ачисем пӗчӗклех вилнӗрен черетлӗ ачине Хветуҫ Юман ят панӑ. Анчах ӑна та вӑл ҫухатать. Хуйха путса чӗмсӗрленнӗ кинеми патне студент чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ҫырса илме студент пырать...
Сӑнарсене калӑплама паллӑ сцена ӑстисемпе — Нина Яковлевапа, Иосиф Трерпа — калаҫса татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |