Паян пӗтӗм халӑх уявӗ ― Вӗрентекен кунӗ. Ҫавна май Республика Элтеперӗ чи лайӑх вӗрентекенсене патшалӑх наградисемпе чысларӗ.
Михаил Игнатьев хӑнасене уяв ячӗпе саламласа ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ӑнӑҫу, ҫитӗнỹсем сунчӗ. Элтепер аллинчен 18 педагог хисеп грамотисем, тав хучӗсем, мухтав паллисем илме тивӗҫ пулчӗҫ. Вӗсенчен кашниех шкул тата аслӑ пӗлӳ паракан учрежденисен ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗлӗхсем кӗртес тӗлӗшпе палӑрнӑ.
Педагог, вопитатель, вӗрентекен профессийӗ яланах чи пархатрли те чи хисеплисен шутӗнче пулнине палӑртрӗ Республика ертӳҫи. «Вӗренỹ — пирӗн ҫӗршывӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри. Эсир тӑрӑшнипе ҫак ӗҫ кунран кун аталанса пырать. Вӗрентекен, професси тата пурнӑҫ ҫулне суйласа илме пулӑшать. Ку — яваплӑ та пархатарлӑ ӗҫ», — терӗ вӑл.
Тӗлпулӑва килнисенчен 5-кӗшӗ Раҫҫей шайӗнчи наградӑсене илме тивӗҫ пулчӗҫ. Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗн деканӗ Анатолий Данилов тивӗҫрӗ.
Акан 18-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Нургалиевич Минниханов Хушу кӑларса Чӑваш халӑх поэтне Валерий Туркая Тутарстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне парса чысланӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ пултаруллӑ сӑвӑҫа саламлать, пултарулӑх анинче малашне те тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме сӗнет!
Сӑмах май, ыран, акан 29-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче поэт 50 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Валерий Владимирович Туркай 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетенче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш писателӗсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикин Профессионал писательсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ.
Виҫӗмкун, пушӑн 1-мӗшӗнче ЧППУ акт залӗнче иртнӗ «Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем» (сӑмах май каласан, кӗнекене чӑвашла «Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ тӗнче преми лауреачӗсем» ят парсан вырӑнлӑрах пулмалла) кӗнеке хӑтлавӗнче Виталий Петрович Станьяла Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Еткер» фончӗ йӗркеленӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми орденӗпе чысларӗҫ.
Олег Мустаев хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, премие Виталий Петровича пӗлтӗрех панӑ. Шел те, 2010 ҫулта Чӗмпӗрте сумлӑ мероприятисем ирттерме май килменрен ордена пама халь тин май тупӑннӑ.
Орденӗ чӑн та илемлӗ, сумлӑ курӑнать. Ӑна тивӗҫнӗ Виталий Петрович Станьялӑн чӑвашлӑхшӑн тунӑ ӗҫсем те сумлӑ.
Премие тивӗҫнӗ ятпа эпир хастар ӑҫчаха, таврапӗлӳҫе чун-чӗререн саламлатпӑр.
Паянхи кун Комсомольски районӗнчи пушар хуралӗнче 20 ҫын ытла вӑй хурать. Кунсерен унта вӑтамран 3—4 ҫын дежурствӑра хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вут-ҫулӑм тухсан тӳрех ҫула тухаҫҫӗ, инкекрен ҫынсене ҫӑлаҫҫӗ. Пурлӑха упраса хӑвараҫҫӗ.
Пушар хуралӗн 31-мӗш пайӗн ӗҫченӗсемшӗн иртнӗ тунтикун, нарӑсӑн 7-мӗшӗнче, чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Ҫак кун савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Чӑваш Республикин пушара хирӗҫ кӗрешекен служби» ПУ начальникӗ В.Ф. Игнатьев унта ӗҫлекенсене «Участникам ликвидации пожаров в 2010 году» (2010 ҫулти пушарсене сӳнтерекенсене) медальсем парса чысларӗ. Наградӑсене илме районти пушар хуралӗн республикӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче вӑрман сӳнтерсе палӑрнӑ ӗҫченсем тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем: Иван Николаевич Порфирьевпа Андрей Владимирович Прохоров караул начальникӗсем, Алексей Владимирович Шемекеев, Александр Сергеевич Самарин, Герман Николаевич Крылов, Андрей Сергеевич Самарин, Николай Николаевич Лупов, Анатолий Федорович Тихонов, Андрей Николаевич Жуков, Сергей Петрович Жуков, Николай Витальевич Мамуткин, Сергей Павлович Краснов пушар хуралӗн ӗҫченӗсем.
Паянхи шӑматкунхи сивӗ кун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти вӗренӳ иститутӗнче пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗхпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Хаваслӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланчӗ.
Пухӑннисем умӗнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ӑн тӗп администраторӗ), Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи), Юрий Виноградов (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ), Надежда Григорьевна Иванова (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ) тухса калаҫрӗҫ, мала тухнӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсене хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнисене 60х40 виҫеллӗ карттин, 2-мӗш вырӑна тухнисене 40х30 виҫеллӗ карттин, 3-мӗш вырӑна тухнисене 30х20 виҫеллӗ карттин лекрӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекесем парнелерӗҫ.
Мероприятие Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен Вера Никонорова ертсе пычӗ.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти вӗренӳ институтӗнче кӑҫал иртнӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмартӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслатпӑр! Пуҫламӑшӗ — 11 сехетре!
Чыслава эпир ӑмӑртура мала тухнӑ пур шкул ачине те пур вӗрентекене те чӗнетпӗр! Сире, ҫак ӑмӑртура хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултарнисене, хаклӑ парнесем кӗтӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсен хайлавӗсемпе те паллаштарӗҫ пулӗ тетпӗр.
Мероприяти 2-3 сехет пырӗ.
Программӑра: ӑмӑрту йӗркелӳҫисен, вӗренӳ институтӗнчен ӗҫлекенсен сӑмахӗ, пӗчӗк кӑна концерт (Вера Панкратовӑпа Валерий Архипов пулӗҫ). Ачасемпе тӗлпулма Георгий Краснов ҫыравҫа чӗнме пулӑртнӑ. Мероприятие ертсе пыма Вера Никоноровӑна шанса патӑмӑр.
Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ В.Г. Родионов профессор нумай пулмасть «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫлӗ пулчӗ. Кун пирки чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн сайчӗ пӗлтерет. Чыслав Правительство ҫуртӗнче иртнӗ.
Ҫак ята тивӗҫнӗ ятпа профессора эпир чун-чӗререн саламлатпӑр.
Утӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Чӑваш халӑх ӳнерҫине, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫине Праски Виттие уйӑхсерен уйрӑм пособи тӳлеме хушакан хута алӑ пуснӑ.
Праски Витти Вӑрнар районӗнчи Малти Ишекре ҫуралнӑ.
Унӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ те анлӑ. Ӳнер ӗҫне вӑл студент чухнех хутшӑннӑ. Вӗренсе тухсан (Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленность аслӑ училищӗне петернӗ) малтанхи тапхӑрта Пермь кӗнеке издательствинче, каярахпа тӗрлӗ хуласенче (Ижевск, Курган, Тольятти, Самар тата ыт.те) монументалист-ӳнерҫӗре ӗҫленӗ. 1975 ҫулта Сызрань хулинче «Мирлӗ ӗҫ» ятлӑ панно тунӑ, ӑна Эксперт Канашӗ РСФСРта ҫав ҫул тунӑ монументлӑ ӗҫсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. 1985 ҫултанпа Шупашкара куҫса килнӗ. Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн правлени ертӳҫире те ларнӑ.
Праски Витти ӗҫӗсем Раҫҫейре кӑна мар, ун тулашӗнчи куравсене те хутшӑннӑ.
Терентий Парамонович Дверенин алӗҫ ӑсти Чӑваш патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ӑна вӑл Н.В.Федоров Президентӑмӑр аллинчен Чӑваш Республики 90 ҫул тултарнине уявланӑ кунсенче илчӗ.
Карло Атте («Буратино» юмахри сӑнар) ӗҫне малалла тӑсаканӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртре пурӑнать. 90 ҫулти Терентий Парамонович Дверенин хӑйӗн пуканисене пилӗк ҫул каялла ҫеҫ ӑсталама пуҫланӑ пулин те унӑн «буратинисене» районта ҫеҫ мар, республикӑра та, Раҫҫейре те лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Эпир ҫак литература ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫисене тем тесен те чыйлаймӑпӑр. Ку ыйту пирӗнтен кӑна килнӗ пулсан — пӗр сӑмахсӑрах чаплӑ уяв туса панӑ пулӑттӑмӑр, шел те ӑмӑртӑва эпир кӑна мар ирттернине пула чыслав тума май пулмӗ. Малтан пире шартлама сивӗсем чӑрмантарчӗҫ пулсан, каярах вара алтан тухайман ӗҫсем мероприятие ирттерме чарчӗҫ.
Ҫавна май парнесене (эпир вӗсене тахҫанах хатӗрлесе хурса) сирӗн Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институтӗнчи чӑваш чӗлхи кафедринче илмелле пулӗ. Ку учреждение вӗрентекенсем ҫав-ҫавах ӗҫпе килсех ҫӳреҫҫӗ — ҫавна май ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тивӗҫтересси те вӗсем урлӑ ҫӑмалрах пулӗ.
Вырӑн йышӑнманнисене унтах ӑмӑртӑва хутшӑннине ҫирӗплетекен ӗнентерӳ хучӗсем кӗтеҫҫӗ.
Асилтеретпӗр! Эпир ирттерекен кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвӗ (кӑҫал вӑл «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ятпа иртет) пуҫланнӑ та ӗнтӗ — хайлавсене кӗтетпӗр.
Ҫавӑн пекех пӗлтӗрхи тата виҫӗмҫулхи ӑмартусенче мала тухнӑ хайлавсен пуххине кӗнекен пичетлесе кӑларас ӗҫ хӗрӳ пырать — укҫа пухатпӑр, кӗнекене калӑплатпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |