Паян Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ хыҫҫӑн строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлерӗҫ. Хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне выртакан транзитлӑ магистарльсене ҫыхӑнтаракан ҫул Шупашкарӑн транспорт тытӑмӗн шӑнӑрӗ шутланать.
Ӑна юсаса ҫӗнетме 90 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. Ҫул сарлакӑшне 17,5 метра ҫити анлӑлатнӑ. 30 ҫул ылмаштарман инженерипе техника сечӗсене улӑштарнӑ. Шыв, газ, ҫыхӑну участокӗсене те юсама лекнӗ. Троллейбус тата ҫутӑ валли ҫӗнӗрен 40 юпа вырнаҫтарма тивнӗ.
Ҫӗнетнӗ урама уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, транспорт тата строительство министрӗ Владимир Филиппов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, кӑткӑс участокра тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата сехечӗпе «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин филиалӗн аслӑ мастерне Сергей Макарова, «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин мастерне Дмитрий Семакина тата Сергей Сергеев монтажника чысланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасен «KinderМУЗ Awards-2014» музыка премийӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унӑн лауреачӗсем «Ачасен вунни — Яна Рудковскаяпа» музыка клипӗсен финалисчӗсем пулса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн эстрада уйрӑмӗн вӗренекенӗсем маттурлӑхпа палӑрнӑ. Антон Самойловпа Мария Тихонова ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ольга Печатнова патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Антон чи лайӑх исполнитель пулса тӑнӑ, Мария Тихоновӑпа юрланӑ дуэт вара куракансен парнине ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесене Филипп Киркоров, Валерия, Глюкоза юрӑҫем, «Ача-пӑча аварийӗ» ушкӑн тыттарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ ҫул каялла агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен районти канашне йӗркеленӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Федоров ертсе пырать.
Ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов тӑтӑшах тӗл пулнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май Сергей Геннадьевич хисеплӗ ватӑсемпе курнӑҫнӑ. Хисеплӗ ватӑсене ҫамрӑк пуҫлӑх Тав хучӗсемпе чысланӑ. Ку хисепе тивӗҫнисем: Николай Андреевич Андреев, Анатолий Стефанович Анисимов, Анатолий Васильевич Баннов, Василий Иванович Басов, Владимир Степанович Михайлов, Лев Дмитриевич Михайлов, Игорь Емельянович Никифоров, Зоя Пантелеймоновна Спиридонова, Маргарита Филипповна Фадеева, Евгений Федорович Федоров, Александра Сергеевна Федорова, Юрий Егорович Федоров, Виталий Иванович Юрьев, Анатолий Павлович Воронцов.
Сергей Геннадьевич ветерансем умӗнче пуҫ тайнине палӑртнӑ, сывлӑх суннӑ.
Сӑнсем (23)
Ҫурлан 14-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче «Общество йышӑнӑвӗ» премин ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. «Ҫулталӑк ҫынни» ята Шупашкарти 4-мӗш пушар чаҫӗн аслӑ лейтенанчӗ Алексей Васильев тивӗҫнӗ.
Кӑҫалхи акан 30-мӗшӗнче 22 сехет те 07 минутра пӗр хваттерте пушар тухнине пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна 8 минутранах ҫитнӗ. Подъездра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫынсем чӑннипех те хӑрушлӑха лекнӗ.
Урама тухма май пулман. Ҫынсем чӳречесенчен, балконсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Алексей Васильев хӑраса ӳкнӗ ҫынсене лӑплантарнӑ. Хӑй ҫӑлав хатӗрӗпе усӑ курса 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ — ачасем.
Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Валериан Васильевичпа Валентина Михайловна Васильевсем пӗрле 55 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ.
Мӑшӑр хӑйӗн пурнӑҫӗн пысӑк пайне педагогика ӗҫӗнче ирттернӗ. Ӗҫне кура иккӗшне те Раҫҫей тата республика наградисемпе чысланӑ. 2013 ҫулта Васильевсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ.
Мӑшӑр 55 ҫул килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем ывӑлпа хӗре ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем 2 мӑнукӗпе киленеҫҫӗ.
Ҫӗмье телейӗ мӗнре-ха? Васильевсем ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Пӗр-пӗрне ӑнланнинче, хисепленинче, шаннинче тата ӗҫченлӗхре». Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС мӑшӑра ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Утӑн 15-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа пӗрле «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ мӑшӑрсене чысланӑ.
Кӑҫал икӗ ҫемье ачисене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн, кил ӑшшине упранӑшӑн «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Тӑватӑ мӑшӑра «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальпе чысланӑ. 14 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орден панӑ. Вӗсен йышӗнче — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пурӑнакан Николай Николаевичпа Зинаида Антоновна Михопаркинсем.
Михопаркинсем 50 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ. Вӗсене ял-йыш, пӗлӗшӗсем, таванӗсем хисеплеҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале парасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна Шупашкар районӗнчи виҫӗ мӑшӑр тивӗҫнӗ.
Вӗсем — Георгий Семеновичпа Феодосия Ивановна Кирилловсем, Александр Андреевичпа Валентина Сергеевна Иванюшкинсем, Вячеслав Ефремовичпа Римма Григорьевна Кудряшовсем.
Виҫӗ мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫак кун Кудряшовсен ылтӑн туйне те «регистрациленӗ». Вячеслав Ефремовичпа Римма Григорьевна ҫӗрӗсемпе ылмашӑннӑ. Вӗсене пӗрле 50 ҫул пурӑннӑ ятпа «ылтӑн» свидетельство панӑ.
Сӑнсем (13)
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх 100 вӗренсе тухакана чысланӑ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ.
Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансене «Чи лайӑх выпускник» свидетельствӑна памашкӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Степанович Иванов, университет ректорӗ Андрей Юрьевич Александров хутшӑннӑ.
Александр Иванов яш-хӗре диплом илнӗ ятпа саламланӑ. Андрей Александров кӑҫал университетран 3 пине яхӑн ҫын вӗренсе тухнине палӑртнӑ.
«Чи лайӑх выпускник» ята кама параҫҫӗ-ха? Вӗренӳ, тӗпчев ӗҫӗсене, спорт, культура, общество мероприятийӗсене хастар хутшӑнакансене. Палӑртмалла: кӑҫал И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 100000-мӗш студент вӗренсе тухнӑ. Ҫак ята Илья Чернышов тивӗҫнӗ. Вӑл — электротехника факультечӗн магистрӗ, РФ Правительствин стипендиачӗ.
Республика кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫре палӑрнисене Раҫҫей тата Чӑваш Ен наградисемпе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче пурӑнакан Владимир Николаевич Сутесов та.
«Дорисс» АУОра кран машинистӗнче ӗҫлекенскере Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Владимир Николаевич ҫак ӗҫе 1978 ҫулта вырнаҫнӑ. Икӗ ҫултан вӑл Сӗнтӗрвӑррине куҫнӑ, «Сӗнтӗрвӑрри» ПМКра автокранщик пулнӑ. «Дорисс» АУОна вӑл 2000 ҫулта иккӗмӗш хут лекнӗ. Кӑҫал вӑл руль умне ларнӑранпа 34 ҫул ҫитнӗ.
Юлашки 10 ҫулта Владимир Николаевич хӑйӗн автокранӗпе ҫур Раҫҫейре пулса курнӑ, чылай объектра тӑрӑшнӑ, федераци пӗлтерӗшлӗ чылай автоҫул строительствине пысӑк тӳпе хывнӑ.
Кирек мӗнле пулсан та Владимир Сутесов ӗҫе тӗплӗн тата вӑхӑтра тума тӑрӑшнӑ. 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗнче РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «РФ тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята ахальтен паман.
Вӑрнар районӗнче халӑх Акатуя пухӑннӑ. Районти ял тӑрӑхӗсем йӑла-йӗркене кӑтартакан экспонатсене илсе килнӗ, хӑнасене килти сӑрапа, кукӑльпе, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.
Акатуя савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пур. Вӑрнарсем ака-сухана вӑхӑтра вӗҫленӗ. Акмалли лаптӑка та пысӑклатнӑ. Район уявне ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов килнӗ. Вӑл Вӑрнар районӗнче ял хуҫалӑхӗ те, промышленноҫ та аталаннине палӑртнӑ.
Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхне Леонид Николаева Хисеп грамотипе чысланӑ. «Санары» агрофирма трактористне Владимир Крипчакова «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ят панӑ. Владимир Матвеев «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Фермер хуҫалӑхне аталантармашкӑн Владимир Балыков, Алевтина Иванова, Григорий Лукин гранта тивӗҫнӗ. Аш-какай комбиначӗн инженерӗ Эдуард Зайцев, «Мураты» ЯХПК тракторисчӗ Борис Шариков, фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Фадеев пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн социаллӑ тӳлев илнӗ.
Уява Вӑрнар районӗн «Туслӑх» ентешлӗхӗ те килнӗ. Спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |