Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Туризм индустрийӗнче малта пыракансене чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 03.03.2015 19:59 | 1333 хут пӑхнӑ
Культура

Паян «Чӑваш Енӗн туризм индустрийӗнче малта пыракансем — 2014» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫиснее чысланӑ.

Пӗлтӗрхипе 11-мӗш йӗркеленӗ ӑмӑртура республикӑн чи лайӑх экскурсовочӗ ята Куславккари Н.И. Лобачевскийӗн историпе краеведени музей-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Егорушкина ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр» номинацире «Волга Премиум Отель» хӑна ҫурчӗ ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр — санатори» «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ мала тухнӑ. «Труизм отраслӗн сӑнӗ» — «Чӑваш Ен Турист» тулли мар яваплӑ общество. «Регионти чи лайӑх турфирма» — «ЛеКо» общество (хӑшӗсем ӑна «Стодорог» ҫул ҫӳрев клубӗ тенипе пӗлеҫҫӗ). «Тухса ҫӳремелли туризма аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» номинацире хастар хутшӑннӑшӑн «Сирӗн канӑвӑрӑн агентстви», «Спутник» тата «Сӑр шуҫӑмӗ» обществӑсене дипломпа палӑртнӑ. «Экологи туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ наградӑна тивӗҫнӗ. «Промышленноҫ туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» Трактор историйӗн музейне чысланӑ. «Чи лайӑх турпартнер» номинацире харӑсах иккӗн ҫӗнтернӗ: «Экскурси тӗнчи» компанипе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ. «Туризм кӑтартӑвӗн чи лайӑх объекчӗ» номинацире Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музея тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Соснин купса ҫурчӗпе унти районти культура ҫуртне палӑртнӑ. Туризм кӑтартӑвӗ валли чи лайӑх объект — А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ. Туризма тӳпе хывнӑшӑн «ЯСНА» коммерцилле мар юлташлӑхӑн пуҫлӑхне Марина Федорована чысланӑ. Туризм сферинчи чи лайӑх инвестици проекчӗ тесе «ТРИгрупп» АХОна «Этно Чӑваш Ен» туризмпа рекреаци кластерӗ проекта хатӗрленӗшӗн палӑртнӑ.

Сӑнсем (11)

#культура, #чыславсем, #конкурссем, #Куславкка, #музейсем, #санаторисем, #парксем, #ЧПУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем