Ленинград облаҫӗн Правительствин ларусен пысӑк залӗнче Ленинград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ ҫумӗнчи нацисем хушшинчи ыйтупа ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта, тӗпрен илсен, вырӑс чӗлхи пирки, вӑл тӗрлӗ халӑх ҫыннине хутшӑнма кирли ҫинчен калаҫнӑ.
Лару нацисем хушшинчи ыйтупа хастар ӗҫлекенсене чысланипе вӗҫленнӗ. Ленинград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ
Александр Дрозденко Питӗр тӑрӑхӗнчи хастар чӑваша Валериан Гаврилова Тав хучӗпе чысланӑ.
«Ку вӑл Ленинград облаҫӗнче чӑвашсен обществин ӗҫне сума сунине пӗлтерет», – хавхаланса палӑртнӑ Валериан Гаврилов.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри хӑш-пӗр ҫынна чысласси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑ. Хальхинче ку списока халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракансем тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе икӗ ҫынна чысланӑ: Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрӑн уйрӑмӗн специалистне Людмила Буковининӑна тата Чӑваш Республикин ӗҫлӗх центрӗн пайӗн пуҫлӑхне Елена Горбатовӑна.
«Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Светлана Павлова, РФ Пенси фончӗн Вӑрнар районӗнчи управленийӗн пай пуҫлӑхӗ Ирина Семенова тата Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн Вӑрмар районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Семёнова тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ журналиста юбилей медалӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку чыса «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра тӑрӑшакан Александр Белов тивӗҫнӗ.
Журналиста «Правда» хаҫата йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа чысланӑ. Асӑннӑ медале пани ҫинчен калакан удостоверение Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗ Геннадий Зюганов алӑ пуснӑ.
Маларах асӑннӑ хаҫатра Александр Белов иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ӗҫленӗ. Фейсбукра хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнере 2-3 репортаж хатӗрлесе панӑ, вӗсене пӗрремӗш-иккӗмӗш полосасенче пичетленӗ. Пӗррехинче хаҫат хуҫипе вӑйлӑ тавлашса илнӗ, унтан журналист хаҫатран пӑрахса кайнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри паллӑ ҫынсенчен пӗрне орден пама йышӑннӑ. Кун пек хисепе РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн управляющийӗ Роза Кондратьева тивӗҫнӗ.
Ӗҫлӗ хутра Роза Кондратьева ҫынсене пенсипе тивӗҫтерес енӗпе патшалӑх политикине пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Орденпа чысласси ҫинчен калакан хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Роза Кондратьева 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ман Явӑшра ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Хусанти учётпа кредит техникумӗнчен, тепӗр тӑватӑ ҫултан асӑннӑ хулари финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче вӑл министр ҫумӗ те пулнӑ. РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмне 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ертсе пырать.
Чӑваш наци культурине упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Уяв» халӑх фолькор ансамблӗн хормейстерне Зинаида Козловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслас тенӗ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Зинаида Козлова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ.
Зинаида Алексеевна 1946 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Патӑрьелте ҫуралнӑ. Фольклорист, педагог. 1975 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен, 1983 ҫулта Сартури патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1967-1968 ҫулсенче Чӑваш радиопа телекурав хорӗнче солисткӑра ӗҫленӗ. 1984 ҫултан «Уяв» тата «Пилеш» фольклор ансамблӗсенче йӗркелӳҫӗ тата илемлӗх ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 293-мӗш Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн, Мускаври мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн тӗп, Чӑваш Енри организацийӗсен муфтийӗ Альбир Рифкатович Крганов «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
Кун пек майпа ӑна халӑхсем хушшинчи йӑла тата культура йӑли-йӗркине, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетметӳпе хывнӑшӑн хаклас тенӗ.
Шупашкарта 5-мӗш хутран ӳкнӗ арҫын ачана тытса ӗлкӗрнӗ Вениамин Егорова Шупашкар хула администрацийӗ чысланӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мир проспектӗнче чӳречерен ӳкнӗ 5 ҫулти арҫын ача ӑна пула чӗрӗ юлнӑ, вӑйлах суранланман.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗ Алексей Кортунов арҫын паттӑр пулнине палӑртнӑ. Ӑна тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Ҫав йышра – хула сӑнне ӳкернӗ картина.
Вениамин Егоров хӑй те ача ашшӗ, унӑн ывӑл ӳсет. Вӑл ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗннӗ, пӗччен хӑвармалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.
Уншӑн пӗтӗм пурнӑҫ — балет, сцена тата театр. Ҫакӑн пек калаҫҫӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Серёгина пирки Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл, Чӑваш Ен Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, балет сценин чӑн-чӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑйӗн юбилейне паллӑ тунине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ольга Витальевна 1975 ҫулта Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти оперӑпа театрӗн балет труппинче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ӗнер театрта артисткӑн юбилейне халалланӑ каҫ иртнӗ. Юбиляра Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пултарулӑх пӗрлешӗвӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Тӑван театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев чечек ҫыххи тыттарнӑ.
Республикӑра культура отраслӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫченсен шучӗ ӳссе пырать. Ӗнер ҫак йыш тата тепӗр виҫӗ ятпа пуянланнӑ.
Пичетре нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ» ӗҫченӗ ята «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Хресчен сасси» хаҫачӗн корреспонденчӗ Лариса Никитина тивӗҫнӗ.
Культура енӗпе маттур ӗҫленӗшӗн ҫак ята Вӑрмар районӗн администрацийӗн социаллӑ аталану тата культура секторӗн заведующийӗ Светлана Павлова тата Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш музыка шкулӗн преподавателӗ Вероника Тарасова тивӗҫнӗ.
Чӑваш халӑх писательне Юхма Мишшине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.
Ҫыравҫӑ ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнӑ. Юхма Мишши Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ. Вӑл — истори романӗсемпе повеҫсен, халап-калав, очерк, драматурги тата поэзи произведенийӗсен авторӗ. Унсӑр пуҫне чӑваш халӑхӗн историне, фольклорне, мифологине тӗпченӗ.
Аса илтерер: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ тӗлпулура Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван чӗлхене упрас ыйтӑва ҫӗкленӗ. Унта чӑваш наци культурине аталантарассишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн Юхма Мишшине хӑйӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |