Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев паян республикӑри темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорне, филологи наукисен докторне, доцента, Юрий Исаева, хавхалантарнӑ.
Юрий Исаев 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен респубикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫамрӑксен патшалӑх премине 2021 ҫулшӑн Алексей Зотиков тивӗҫнӗ.
Преми илес ӗмӗтлисем 9 кандидат пулнӑ.
Алексей Зотиков — Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗ аслӑ редакторӗ. Вӑл «Символы Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ символӗсем) телекӑларӑмсем хатӗрленӗ.
Хӑйӗн передачисенче тележурналист архив ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курса йӗркеленӗ. Вӑрҫӑ ҫинчен вӑл символсем урлӑ каласа кӑтартнӑ. Сӑмахран, ГАЗ-АА, санинструктор сумкки, ҫӑпата, лаша, фронтран килекен ҫырусем, ҫӑкӑр чӗлли, салтак юррисем, хӗҫ-пӑшал.
Чӑваш Енри организацисенчен пӗрне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 112-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хисеп грамотине тивӗҫнӗ организаци — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, унитарлӑ предприяти регионти экологи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен икӗ преподавателе тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Аслӑ шкулӑн пӗтӗмӗшле физика кафедрин профессорӗ, физикӑпа математика наукисен докторӗ Сергей Казаков «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» пулса тӑнӑ.
Электричество тата электрон аппаратсен кафедрин аслӑ преподавательне Юрий Зайцева «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретаталӗ» ят пама йышӑннӑ.
Иртнӗ эрнекун, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Вӗсен йышӗнче сывлӑх сыхлав отраслӗнче тӑрӑшакансем те, ҫӑлавҫӑ та, промышленноҫра вӑй хуракансем те пур.
«Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ 6 ҫынтан тӑваттӑшӗ Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче тӑрӑшать. Ҫав йышра — пурлӑхпа техника снабженийӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Ландарь, станоксемпе слесарь ӗҫӗсен контролёрӗ Валентина Макарова, планпа диспетчер пайӗн бюро пуҫлӑхӗ Тамаа Семёнова, изделисемпе инструментсен комплектовщикӗ Тамара Сергеева.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче юбилейлӑ, 90-мӗш, сезона уҫнӑ. Унта пынисене Юхма Мишшин романӗ тӑрӑх лартнӑ «Куккук куҫҫулӗ» драма фантазине кӑтартнӑ.
Черетлӗ сезона уҫма культура министрӗ Светлана Каликова та пырса ҫитнӗ. Театрӑн аслӑ администраторне Роза Степановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панине ӗнентерекен значок ҫакса янӑ, Татьяна Зайцева-Ильина актрисӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе, Виталий Сергеев актёра Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ.
Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ.
Ӗнер Шупашкар хула админстрацийӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн кӑкӑрӗ ҫине медаль ҫакса янӑ. Вӑл «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ятлӑ.
Николай Васильевич ку медале хулан социаллӑ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, общество пурнӑҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тивӗҫнӗ.
Ҫак кун ыттисем те наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, «Чебоксарские новости» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Лариса Буланкина, «Чувашгражденпроект» тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн директорӗ пулнӑ Юрий Кислов.
Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра Строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавӑн умӗн республика шайӗнче уяв ирттереҫҫӗ. Унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ строительсене — организацисене ертсе пыракансенчен пуҫласа палтниксене таранах — чыслаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. «Отделфинстрой» специализациленнӗ застройщикӑн директорне Александр Черкунова Чӑваш Республикин Хисеп грамотине пама палӑртнӑ. 15 ҫын «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Шупашкарти 29-мӗш строительство управленийӗнчи Николай Рыбаков тата Шупашкарти 7-мӗш стройтрестри Сергей Скворцов платниксем.
Шупашкарти ӳнер училищин директорне Владимир Ануфиева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Владимир Николаевич Шупашкарти ӳнер училищинче (техникумӗнче) 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Чӑваш Енӗн культура отраслӗ валли кадрсем хатӗрлессипе чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Вӑл туптанӑ кадрсем Шупашкарти Акцыновсен ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Шупашкарти 30-мӗш вӑтам шкулта тата Шупашкарти ӳнер училищинче ӗҫлеҫҫӗ.
Владимир Николаевича ӗҫтешӗсем пысӑк пултаруллӑ тата пурнӑҫпа тан утакан ертӳҫӗ тесе хаклаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |