Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе чысланӑ. Самай пысӑк шайрипе. Орденпа.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурӑнакан Александр Петров ӗҫ ветеранне тата СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Валерий Соколова орденпа чыслама йышӑннӑ. 110-мӗш номерлӗ хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Александр Петров ветеран тата Валериан Соколов спортсмен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗнче хастар пулнишӗн» «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗслӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Валериан Соколов олимп чемпионӗ икӗ ҫул каялла 70 ҫул тултарнӑччӗ. Вӑл 1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Петров КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн малашне ҫӗнӗ канашҫӑ пулӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулта вӑл хӑйӗн патне 28 ҫулти Роман Караулова илнӗччӗ. Роман «Холдинг КиПиКАй» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ. 2017 ҫулта Элтепер хӑйӗн канашҫине паллӑ вырӑс рокерӗн ывӑлне, «Черный обелиск» ушкӑн лидерне Владимир Крупнова суйланӑ.
Малашне ҫак тивӗҫе Кабадзе Георгий Изалмерович пурнӑҫлӗ. Хушӑва паян Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплтенӗ.
Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха Эльвира Матренина пурнӑҫлӗ. Эльвира Леонидовна ЧР Спорт министерствинче министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Эльвира Матренинӑна министрӑн пӗрремӗш ҫумне иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗрех ӑна «Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Эльвира Леонидовна аслӑ пӗлӳллӗ. 1993 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренсе пӗтернӗ. Министерствӑра вӑл 1994 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ.
Аса илтерер, паян Чӑваш Енӗн спорт министрне Сергей Шелтукова юлашки ҫула ӑсатрӗҫ.
Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енӗн темиҫе министерствинче министр ҫумӗсене ӗҫрен хӑтарчӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Вениаминович Иванова тата финанс министрӗн ҫумне Валерий Николаевич Иванова пукансемсӗр хӑварнӑччӗ.
Вырӑссем: «Ҫветтуй вырӑн пушӑ тӑмасть», — теҫҫӗ. Чӑн та, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне Вӑрмар район ҫыннине, Владимир Максимова, ҫирӗплетрӗҫ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗн 623-мӗш номерлӗ хушӑвӗпе сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумне Алексей Кизилова ӗҫрен кӑларнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Аса илтерер, асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ Максим Вениаминович Иванова ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче должноҫсӑр /news/19785.html|хӑварнӑччӗ__. Ҫав кун харӑсах икӗ министрӑн ҫумне ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ Валерий Ивановӑн та ун чух пукана пушатма тивнӗччӗ.
ЧР Стройминӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулма халӗ Владимир Максимова ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен те Стротельство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшнӑ. Маларах вӑл министр ҫумӗ пулса тар тӑкнӑ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчи Михаил Бабич Раҫҫейӗн Беларуҫри посолӗн вырӑнне йышӑнать. Ҫавӑн пекех вӑл Президентӑн суту-илӳпе экономика тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлес енӗпе тӑрӑшакан ятарлӑ элчи пулать.
Палӑртмалла: Михаил Викторович РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчинче 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ.
Хальлӗхе Михаил Бабичӑн вырӑнне кам йышӑнасси паллӑ мар-ха.
Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ.
Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ.
Паян Чӑваш Енри икӗ министрӑн ҫумӗсене ӗҫрен кӑларнӑ. Хушусене республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин умлӑ-хыҫлӑн алӑ пуснӑ.
587-мӗш номерлӗ хушура ҫырса хунӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумне Максим Вениаминович Иванова должноҫсӑр хӑварнӑ. 588-мӗш номерлинче Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне Валерий Николаевич Иванова министр ҫумӗнчен кӑларассине палӑртнӑ.
Республика шайӗнчи икӗ тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ хушусене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министрсен ҫумӗсен пуканӗсене йышӑннисене ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗҫлӗ хутра ӑнлантарса тӑман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче кӗлӗ пӳлӗмӗ уҫӑлӗ. Турра ӗненекенсем валли республика влаҫӗсем 13,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗм уйӑрма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пульницӑн иккӗмӗш хутра вырнаҫнӑ хирурги корпусӗнчи пӳлӗме Елисавета кнеҫ хӗрӗн чиркӗвӗн православи прихутне парӗҫ. Пӳлӗмре кӗлӗ кӗтесӗ пулӗ.
Пульницӑри пӳлӗме прихут харпӑрлӑхне парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута ӗнерех Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, куҫман харпӑрлӑха пӗр баланс ҫинчен тепӗр баланс ҫине куҫарни — конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ утӑм.
Чӑваш Енре малашне халӑх дружинин штабӗ ӗҫлӗ. Хушӑва паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Халӑх дружинин хастарӗсем общество йӗркине тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ачасемпе ҫӑмрӑксен сывлӑхне сиен кӳме пултаракан информацисене тупса палӑртӗҫ. Кунсӑр пуҫне хастарсем япӑх тата правӑна пӑсакан информацисемпе кӗрешӗҫ.
Хушу алӑ пуснӑ кунран вӑя кӗрет. Эппин, халӑх дружинин штабӗн хастарӗсем паянтан ӗҫлеме пуҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |