Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева самбо енӗпе чапа тухнӑ ҫын сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Евгений Селиванова канашҫӑна ҫирӗплетме республика ертӳҫи ӗнер йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушура ҫырни тӑрӑх хакласан, Евгений Селиванов Элтепере ырӑ кӑмӑлтан, чунӗ ыйтнипе пулӑшса пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, тӳлевсӗр ӗҫлӗ.
Евгений Селиванов — Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн вице-президенчӗ, Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ.
Кӑҫал 66 ҫул тултаракан самбиста нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкар хулин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетме депутатсемпе тӳре-шара пухӑннӑ ларура, Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Паян, нарӑсӑн 28-мӗшӗнче, «Чӑваштехинвентаризаци» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхне Мансур Башкртова ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Йышӑнӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Мансур Зинетулловича ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине асӑнман.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртар. «Чӑваштехинвентаризаци» — республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин аллинче. Унччен вӑл республикӑн патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланнӑ. Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче 1961 ҫулта ҫуралнӑ ҫак ҫын 2001 ҫултанпах ҫак предприятие ертсе пынӑ. Унӑн ӗҫ кӗнекинче «Промтрактор» предприятире тӑрӑшни те, Шупашкар хулин Ленин районӗнчи ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗнче тимлени те пур.
Паян Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрне Александр Коршунова ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫак хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Михаил Игнатьев тепӗр документа, министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана ҫирӗплетесси ҫинчен калаканнине, алӑ пуснӑ. Пуҫлӑх тилхепине ҫӳлерех асӑннӑ ведомствӑра пӗрремӗш ҫум должноҫне йышӑнакан Александр Ефремова тыттарнӑ.
Хамӑр енчен ҫакна аса илтерер: Александр Коршунов маларах Агрохими службин «Чувашский» патшалӑх центрне ертсе пынӑ. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ.
Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсем ыран хӑйсен уявне тивӗҫлипе палӑртӗҫ. Вӑл ҫитиччен ик кун маларах хӗсметпе ҫыхӑннӑ пӗр хушу тухнӑ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ.
Владимир Путин саппасри граждансене кӑҫал, 2019 ҫулта, ҫар енӗпе пухассине каланӑ. Саппасрисене икӗ уйӑхлӑха чӗнсе илӗҫ. Вӗсене Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене, патшалӑх хуралӗн органӗсене, Федерацин хӑрушсӑрлӑх тытӑмне, Наци гвардине пухӗҫ.
Ҫар тӗллевӗпе хӑҫан пухассине регионсенчи ӗҫ тӑвакан органсемпе килӗштернӗ вӑхӑтра ирттерме хъушнӑ. Тӗрӗслев тӗллевӗпе пухас чухне вара РФ Хӳтӗлев министерстви вӑхӑта хӑй палӑртӗ.
Путин хушӑвӗнче «ӗҫре усӑ курмалли» текен пунктсем виҫҫӗ таран.
Оксана Ачкасова текех «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн» директорӗ мар. Иван Моторин алӑ пуснӑ 164-р номерлӗ хушу тӑрӑх вӑл ку пукана пушатнӑ. Хушу документне влаҫ органӗн порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Ачкасова Оксана Ивановна малашне хӑш вырӑна куҫарасси пирки хут ҫинче пӗр сӑмах та ҫырман. Ку вырӑна кама лартасси те хальлӗхе паллӑ мар. Директор ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те палӑртман-ха.
Асаилтеретпӗр, Оксана Ивановнӑна ку вырӑнта 2017 ҫул вӗҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑччӗ — директор ӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑччӗ, пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара ӑна официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗччӗ. Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн контракта тӑсман пулса тухать. Ун умӗн «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн» директорӗн вырӑнне Александр Магарин, Алексей Белов тата ыттисем те йышӑннӑччӗ.
Оксана Ачкасова нумай ҫул тӗрлӗ МИХсенче ӗҫленӗ ҫын. 2002 ҫулта вӑл Шупашкарти «Европа Плюс» тата «Русское радио» радиостанцисен директор ҫумӗ пулса тӑнӑ. 2004–2014 ҫулсенче «Местное радио» радиокомпанин директорӗ пулнӑ, 2014 ҫултан — Чӑваш наци телерадиокомпанин креативлӑ продюссерӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Енри икӗ пульницӑна юсамашкӑн федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Субсидие пайласси пирки ҫырнӑ хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Ку документпа Раҫҫей правительствин сайтӗнче паллашма пулать.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019-2021 ҫулсенче ҫӗршыври 45 регионти 53 пульницӑна юсамашкӑн тата ҫӗннисене тумашкӑн федераци хыснинчен 70,71 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫак субъектсен йышӗнче Чӑваш Республики те пур.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине тӑвӗҫ. Кун валли 161 миллион тенкӗ кайӗ. 208 миллион тенкӗпе вара Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин стационар ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ.
Михаил Игнатьев паян ятарлӑ хушу алӑ пусса Алексей Алексеевич Грищенкӑна Чӑваш Республикин ҫурт тӑвӑм, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пуканне шанса панӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑха Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫапла сӑмах каланӑ: «Пирӗн ҫурт хӑпартасси умӗнче питӗ пысӑк ыйтусем тӑраҫҫӗ. Вӗсене тивӗҫлӗн татса парсан Чӑваш Ен халӑхӗ те хӑйне лайӑх туйӗ». Алексей Грищенко республика пуҫлӑхне отрасле малалла мӗнле аталантарасси пирки тата Строймин паянхи куна мӗн тунине каласа панӑ. «Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин «май» хушӑвӗсенче палӑртнисене те, эсир Хӑвӑн Ҫырура асӑннисене те пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлӗпӗр», — ӗнентернӗ ҫӗнӗ министр.
Аса илтеретпӗр, ҫурт тӑвӑм министерстви пуҫлӑхсӑр пӗлтӗр, юпан 27-мӗшӗнче, юлчӗ. Унччен ку пукана Владимир Михайлов йышӑннӑччӗ.
Алексей Грищенко Ростов облаҫӗнчи Сальск районне кӗрекен Сандата ялта 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Волгоградри инженерипе ҫурт тӑвӑм институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1992 ҫултанпа Шупашкарти «Волгостальконструкци» АПФ-ра, «Честр» акционерсен пӗрлешӗвне кӗрекен СУ-20, СУ-25 ӗҫленӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн транспорт министрне Владимир Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Ӗҫрен ямашкӑн вӑл хӑй ыйтса ҫырнӑ-мӗн. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Ҫак ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн Владимир Иванова министртан кӑларма темиҫе сӑлтав та пухӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗн ӑна ӗҫрен кӑларассипе ҫыхӑннӑ хушӑвне официаллӑ порталта вырнаҫтарнӑ. Унта асӑннӑ тӑрӑх, Владимир Иванова министр пуканӗсӗр хӑварни вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, Владимир Иванов ку должноҫе икӗ ҫул каялла, тӗрӗсрех каласан, 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, йышӑннӑ. Унччен малтан вӑл Чӑваш Республикин предпринимательсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗнче вӑй хунӑ.
Нумаях пулмасть ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Алексей Вязов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушӑ пукан хуҫи тупӑннӑ. Ку должноҫа Дмитрий Неяскин йышӑннӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Дмитрий Неяскин Алексей Вязов пекех ЗАГС пайӗсемпе ӗҫлӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Юстици министерствине кадр резервне кӗртмелли кандидатурӑсене пӑхса тухакан конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ун чухне Дмитрий Сергеевич Неяскина кадр резеврне кӗртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Неяскин хушамат сайра хутра тӗл пулать. Унашкал хушаматлӑ тепӗр тӳре-шара пур: ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Сергей Неяскин. 2016 ҫулта панӑ интервьюра вӑл унӑн виҫӗ ывӑл пуррине пӗлтернӗ, вӗсенчен пӗри – Дмитрий Сергеевич Неяскин.
Ҫӗршывӑн Федераци Пухӑвӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Фёдоров Раҫҫейӗн халӑхӗсен чӗлхине упрас тата тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен фончӗн попечительство канашне Николай Федоров ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫапла, шӑпах ҫавӑ — Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Николай Федоров попечительство канашне ертсе пырасси ҫинчен калакан хушӑва РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ фонда йӗркелеме РФ Президенчӗ Владимир Путин 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каланӑ.
Фондӑн учредителӗсем — РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви. Йыша тӗрлӗ министерствӑра, аслӑ шкулта тата ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |