Кӑҫалхи республика кунне самай чыслӑн ирттерме палӑртнӑ — Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитет-ҫке!
Уявӑн йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх (нумай пулмасть комитетӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ) ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче эпир курма хӑнӑхнисемсӗр пуҫне ҫӗнни те нумай пулӗ теҫҫӗ.
«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пултарулӑх фестьивальне хутшӑнмах чикӗ леш енчи 4 ҫӗршыва йыхрав янӑ (Голланди, Болгари, Бельги, Беларуҫ) — чылайӑшӗ килме те шантарнӑ ӗнтӗ. Тӑван ҫӗршыври ытти тӑрӑхри пултарулӑх ушкӑнӗсене те чӗннӗ — вӗсем те республикӑн чи чаплӑ уявӗнче иртекен фестивальте халӑха савӑнтарма шантарнӑ. Фолькдискотека ирттерме вара вырӑс халӑх юррисен «Воронежские девчата» вокал ансамбльне чӗннӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри алӗҫ ӑстисен саккӑрмӗш фестивальне ҫӗршывӑн 47 тӑрӑхри 70 ытла ӑста килесси паллӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейӗн ҫывӑхӗнчи лаптӑка йышӑнӗҫ.
Асилтеретпӗр: Республика кунне чӑвашра ҫӗртмен 24-мӗшӗнче (кӑҫал вӑл ӗҫнерникуна лекет) паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал Рсеупблика кунӗн уявӗ Шупашкарсӑр пуҫне ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнче иртӗ — вӗсем те, ҫав кун ҫывхарнӑҫемӗн, ӑна тивӗҫлӗн ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.
Пушӑн 30-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче композитор, юрӑ-сӑвӑ тата халӑх пултарулӑхӗн «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» ятлӑ ХII фестиваль иртрӗ. Ӑна ку хутӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫитнӗренпе — 65, района никӗсленӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Вӗрентекен ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Фестивале район гимнӗпе уҫрӗҫ. Район пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен, пӗрремӗш ҫумӗ Н. Антонов Трак тӑрӑхӗнче сӑвӑҫсемпе композиторсен тата юрӑҫсен йышӗ ӳссе пынине, вӗсемпе тивӗҫлипех мӑнаҫланнине, хальхи фестиваль те ҫӗнӗ ятсем ҫуратнине палӑртрӗ, пултарулӑх ҫыннисене район администрацийӗ ячӗпе ӑшшӑн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑхпа вӑй-хӑват сунчӗ. Фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса, ҫавӑн пекех район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Лебедев, районти музыка пӗрлӗхӗн ертӳҫи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н. Ершов сӑмах каларӗҫ. Пирӗн паллӑ ентешӗн, Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн тата ятлӑ-сумлӑ композиторӑн В.
Шупашкарта Вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта тӗрлӗ район шайӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илнӗ 6-9 классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Ҫак фестивальте Красноармейски районӗнчи шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Фестиваль программипе килӗшӳллӗн вӗсем тӑватӑ ӑмӑртуран иккӗшӗнче тупӑшрӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.
«Чӑвашлӑх тӗнчи: тӗпчев ӗҫӗсен мультимедиллӗ презентацийӗ» конкурсра Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулӗнче 9-б класра вӗренекен Алексей Михайлов «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи ҫутҫанталӑк сӑнарӗ» темӑпа хатӗрленӗ ӗҫне хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Вырӑс класӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗренекен шкул ачисем хушшинче ирттернӗ «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ-конкурсра вара Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗн 9-меш класӗнче вӗренекен Иванова Наталия та 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Саламлатпӑр!
Леонид Родинова халаланӑ облаҫри чӑваш драма коллективӗсен конкурсӗ Сергий районӗнчи Серноводскра иртнӗ. Раҫҫей искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ 1915-мӗш ҫулта ҫак районри Кивӗ Яккаль ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 47 ҫул хушши чӑваш академи драма театӑрне ертсе пынӑ.
Родионовӑн юбилейне асӑнса Самар облаҫӗнчи чӑвашсен «Пехил» культура ушкӑнӗ кӑҫал конкурса Сергий районӗнче ирттерме йышӑннӑ.
Конкурса облаҫри вунӑ районти пултаруллӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
«Ҫӗр-пин юрӑ ҫӗр-шывӗнче» кӑҫалхипе вунпӗрмӗш хут «Кӗмӗл сасӑ» эстрада юррисен фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ яш-кӗрӗм хутшӑнчӗ ҫак ӑмӑртӑва. Самара, Саратов, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Тутар, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ юрӑҫсемпе пӗрлех Чӑваш республикин тӗрлӗ ял-хулисенчи ҫамрӑкӗсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 1 курсӗнче вӗренекен Ҫӗмӗрле каччи Рязанов Константин вара жюририсене хӑйӗн вӑйлӑ сассипе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Юлашки ҫулсенче, эстрада пирки апла-капла шухӑшсем илтӗнкеленӗ вӑхӑтра, чӑн кӗмӗл саслӑ ҫамрӑксем сцена ҫине килни уйрӑмах савӑнтарать. В.Давыдов-Анатри сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ «Атте-анне» юрӑпа конкурса хутшӑннӑ Костя «Гран-при» ҫӗнсе илме пултарчӗ. Ҫавӑн пекех ЧФК факультетӗнче 2 курсра вӗренекен Дима Иванов та хӑй кӗвӗленӗ «Мӗншӗн?» юрӑпа «Чи тарӑн туйӑмлӑ юрӑҫ» ята тивӗҫрӗ конкурсра.
Эпир маттур студентсене пӗтӗм чунтан саламлатпӑр, пултарулӑхӑн ҫӑмӑл мар ҫул-йӗрне такӑрлатма вӑй-халпа ӑнӑҫу сунатпӑр.
Нарӑсӑн 12-13-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑваш эстрада юррисен черетлӗ XI «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурс иртӗ.
Кӑҫал 40 ҫын ытла хутшӑнать. Ӑмӑртун пӗтӗмлетекен турне пурӗ 16-35 ҫулсенчи 30 юрӑҫ (Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр облаҫӗ, Сарӑту хулипе облаҫӗ) тухнӑ. Ку тура тухиччен вӗсем маларах вырӑнти ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе мала тухнӑ.
Пӗтӗмлетӳ турӗ нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Юрӑҫсен ӑмӑрту валли эстрада юррипе (поп, джаз, этно-поп) хальхилле кӗвӗлесе илемлетнӗ халӑх юрри хатӗрлемелле. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче гала-концент пулӗ, вӑл 18 сехетре пуҫланӑ. Курма килекенсем ҫӗнтерӳҫӗсен пултарулӑхӗпе тепӗр хут паллашӗҫ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенни — Чӑваш наци конгресӗ. Конкурса ирттерме Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министерстви тата Вӗрунӳпе ҫамрӑксен политикин Министерстви пулӑшаҫҫӗ.
2010 ҫул Раҫҫейре те Чӑваш Енре те Вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнине пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пулӗ? Паян вара ӑна республикӑра официаллӑ майпа уҫрӗҫ. Чи малтанах 8 сехет ҫурӑра тӗнче тетелӗ урлӑ интернет-урок евӗрлӗ педагогика ӑсталӑхӗн фестивалӗ пуҫланнӑ. Пурӗ 5 урок пулнӑ — чӑваш чӗлхипе акӑлчан чӗлхи, физика урокӗ, химипе биологи урокӗ, историпе право урокӗ тата информатикӑпа математика урокӗ.
14 сехетре вара «Шкулӑн XXI ӗмӗрхи сӑнӗ» пултарулӑх марафонӗ иртӗ. Унта республика шкулӗсен пурнӑҫне кӑтартӗҫ — вӗрентекенсенчен, шкул ачисенчен, ашшӗ-амӑшӗсенчен илнӗ интервьюсемпе паллаштарӗҫ, интерактивлӑ майпа ирттернӗ ыйтӑмсем пулӗҫ. Марафон 15 сехет те 20 минутра вӗҫленӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Елчӗкри вӑтам шкулта Елчӗк, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Ку уява кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗл Мишши 110 ҫул тултарнине халалларӑмӑр. Чи малтанах вӗрентекенсене районти Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пуҫлӑхӗ Л.В.Левый саламларӗ: район ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Унтан вӗрентекенсен уҫӑ урокӗсене итлесе сӳтсе яврӑмӑр: Г.В.Каринкинӑн «Упрама пӗлесчӗ аннене» (Ю. Скворцовӑн «Ултӑк» калавӗ тӑрӑх, 7 кл.); Г.А.Енейкинӑн Петӗр Эйзин «Йӑмрапа хурӑн» — (6 кл.); Е.В.Алексеевӑн Г.В.Волков «Тӑван чӗлхемӗрҫӗм» (7 кл.); Л.В.Кудрявцевӑн «Сӑвӑҫ тата вӑхӑт» (10 кл.); Е.С.Федорован «Ҫеҫпӗл Мишши юратӑвӗ» — (10 кл.); З.А.Михееван «Текст тишкерсе ӑслав хайлавӗ ҫырасси», (9 кл.).
Уява килнӗ чӑваш патшалӑх педуниверситетӑн тӑван чӗлхепе литература кафедрин деканӗ Е.А.Андреева уҫӑ уроксен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ пулчӗ, елчӗксенче чӑвашлӑх туйӑмӗ вӑйлине палӑртса хӑварчӗ.
Ульяновск облаҫӗнче пресса фестивалӗ иртрӗ. "Изданипе паллаштарасси" номинацире чӑвашла тухса тӑракан "Канаш" хаҫат ҫӗнтерчӗ, облаҫри массӑлла коммуникаци департаменчӗн дипломне тивӗҫрӗ. Канашҫӑсем куракансем умне кӑҫалхи хаҫат номерӗсене, редакцире кӑларнӑ кӗнекесене, УОЧНКА альбомне, Чӗмпӗр чӑвашӗсен энциклопедине кӑтартма хунӑччӗ. Ҫаплах сӗтел ҫинче тухья, сурпан пурччӗ. Чӑвашла тӑхӑннӑ хӗрсем вара курма пыракансене тӗрӗллӗ йывӑҫ витререн эрешле алтарпа чӑваш сӑрипе сӑйларӗҫ. Комисси ҫакна асӑрхарӗ, чӑваш хаҫачӗн сӗтелӗ чи лайӑххи тесе палӑртрӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат
Кӑҫал Раҫҫейре Болгари патшалӑхӑн ҫулталӑкӗ. Ӑна тӗрлӗрен палӑртаҫҫӗ. Сӑмахран Атӑл тӑрӑх куҫса ҫӳрекен Болгари культурин фестивальне ирттерме палӑртнӑ. Ку фестиваль Шупашкара авӑнӑн 9-мӗшӗнче ҫитет. Трактор тӑвакансен культура керменӗнче болгар ӳнер ӑстисен концерчӗ пулать. Вӑл 18 сехетре пуҫланать.
«Болгары» концертра сире мӗн кӗтет? Болгар халӑхӗн сӑпрайпа ташӑ композицийӗсем, хальхи кӗвӗсемпе хореографи ӳнерӗ. «Найден Киров» ятлӑ патшалӑх фольклор ансамблӗ халӑх кӑмӑллакан юрӑсене юрласа парӗ. Сӗрме купӑс сассине кӑмӑллакансем «Стрингс» ансамбль пултарулӑхӗпе паллашма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ушкӑнсем пулӗҫ: «Булгара» джаз-фолк ушкӑнӗ, «Эва квартет» юрӑ ушкӑнӗ, «Веда джуниор» хальхи балет театрӗн солисчӗсем.
Болгаринчи ал ӑстисем пуканесем тӑвас, керамика ерешлевӗн, хӗрарӑм тумтирне тӑвас тата ытти ӑсталӑхпа паллаштарӗҫ.
Куҫса ҫӳрекен фестивалӗн программине ҫавӑн пекех «Раҫҫейпе Болгари массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен хушшинчи калаҫу» проекта та кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |