Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -18.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: улатӑр

Хулара
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрта пурӑнакан Иевлевсем туй тунӑранпа 55 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Нина Николаевнӑпа Николай Яковлевич ҫемье уявӗсен юбилейлӑ кӗнекине алӑ пуснӑ.

Иевлевсем икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсен халӗ икӗ мӑнук, кӗҫӗн мӑнук. Мӑнуксен йышӗ тата пысӑкланмалла, йыш хушӑнасса кӗтеҫҫӗ.

Иевлевсем хӑйсен йӑли-йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ: ҫемьепе пӗрле ҫуралнӑ кунсене, Ҫӗнӗ ҫула, Раштав уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12695
 

Вӗренӳ
cap.ru ҫӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru ҫӑнӳкерчӗкӗ

Информатика учителӗсем Яндекс пулӑшнипе пӗлӗвне анлӑлатнӑ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче «Яндекспа» Чӑваш Ен Вӗренӳ министерстви килӗшӳ алӑ пуснӑ.

Чӑваш Енри икӗ вӗрентекен Яндекс Учебникӑн предмет хӑнӑхтарӑвӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта пуре 20 ҫын палӑрнӑ-ха. Вӗсенчен иккӗшӗ — Чӑваш Енрен.

Ҫӗнтерӳҫӗсем компанин Мускаври офисӗнче стажировка тухнӑ. Ҫак чыса Улатӑрти 6-мӗш номерлӗ гимназири информатика учителӗ Денис Купцов тата Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири информатика учителӗАлександр Димитриев тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре туризма 2035 ҫулччен аталантармалли стратеги йышӑннӑ.

Республика Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, стратегире пирӗн тӑрӑха малашлӑхлӑ 14 туризм территорийӗ пӑхса хӑварнӑ. Вӗсем: «Шупашкар», «Ҫӗрпӳ», «Йӑлӑм», «Сӗнтӗвӑрри», «Етӗрне», «Канаш», «Куславкка», «Вӑрмар», «Вӑрнар», «Патӑрьел», «Ҫӗмӗрле», «Улатӑр», «Йӗпреҫ», «Шӑмӑршӑ».

Документра туристсене канма меллӗ услови туса парассине пӑхса хӑварнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти район пульницинче чӗрепе юн тымарӗсен центрӗ уҫӑлнӑранпа икӗ эрне иртнӗ. Унта инсульт тӳссе ирттернӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Пациентсенчен пӗрне тромболизис процедури туса ирттернӗ те.

Хальхи вӑхӑтра ҫав уйрӑмра 8 ҫын сипленет иккен, тепӗр иккӗн реанимаци уйрӑмӗнчи ятарлӑ палатӑра выртать. Асӑннӑ центра неврологи уйрӑмӗнче уҫнӑ.

Пуҫ миминче юн начар чупнипе нушаланакансене маларах Улатӑртан Ҫӗмӗрлене илсе кайнӑ. Ун пек чирпе вара кашни минучӗ хаклӑ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрти 11-мӗш шкулта вӗреннӗ, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче ӑс пухнӑ Татьяна Устимова нумаях пулмасть Арктика шывӗнче ҫӗрле ишнӗ. Унта ӑмӑрту иртнӗ.

Эстафета Баренцево тинӗсӗнче экстремаллӑ лару-тӑрура пулнӑ. Унти шыв 3,2 градус кӑна ӑшӑ. Сывлӑш температури 18 градус сивӗ.

Кашни спортсмен 1 ҫухрӑм ишнӗ. Татьяна лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Мускаври фитнес-клубра ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_412470
 

Республикӑра

Улатӑрта Ленин урамне хӑтлӑлатнӑ май йывӑҫ крепоҫ тума тытӑннӑ. Ку хулара истори пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать.

Крепоҫ Улатӑрта Хаяр Иван вӑхӑтӗнче хута кайнӑ кремль копийӗ пулӗ. Шалта ача-пӑча лапамӗ тума палӑртнӑ.

Каласа хӑварар: Улатӑр 1552 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче Хаяр Иван ҫарӗсем Хусана кайнӑ чухне никӗсленнӗ. Халап тӑрӑх, патшана Сӑр хӗрринчи ҫӳллӗ вырӑн килӗшнӗ, вӑл унта крепоҫ хӑпартма хушнӑ. Крепоҫ 1731 ҫулта пушарта ҫунса кайнӑ, тек ӑна хута яман.

 

Республикӑра

Улатӑрта ҫӗнӗ морг тума палӑртнӑ. Вӑл инфекци уйрӑмӗпе юнашар пулӗ. Ӗҫе пурнӑҫлакан организацие палӑртма аукцион ирттереҫҫӗ. Пуҫламӑш хак – 44,5 миллион тенкӗ.

Морг пӗр хутлӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫывӑхри территорие хӑтлӑлатмалла. Документ тӑрӑх, морг Стрелецки урамӗнче Улатӑр пульницин инфекци уйрӑмӗ умӗнче пулӗ.

Хальхи вӑхӑтра морг хула варринче, Ленин урамӗнче, вырнаҫнӑ.

 

Культура
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Культура тытӑмӗнче тӑрӑшакан республикӑри икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята илнӗ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Улатӑрти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи преподавательне Наталья Артемьевӑна тата Ҫӗмӗрлери ял вулавӑшӗн заведующине Людмила Кадеевӑна парас тенӗ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрта пурӑнакан Любовь Давыдова 20 ҫул вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлӗ япала ӑсталать. Ку – унӑн чун киленӗҫӗ.

Унӑн килӗнче сад ешерет. Любовь Давыдова ӑна хӑйӗн аллипе ӑсталать. Вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑскерсем чӑннипех те йывӑҫсем пек.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_72477
 

Республикӑра
cap.ru  сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Россеть Атӑл» – «Чӑвашэнерго» 35 кВ-ран пысӑкранх подстанцисен ӗҫне тишкернӗ. Предприятин Кӑнтӑр производство уйрӑмӗн Тӑвайри подстанцийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Первомайская» тата Улатарти подстанцисем йышӑннӑ.

Тӑвайри подстанци 4,3 пине яхӑн ҫынна ҫутӑпа тивӗҫтерсе тӑрать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 02

1908
118
Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1935
91
Алимасов Александр Никонорович, чӑваш сӑрӑ ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
1972
54
Тимофеев Павел Тимофеевич, паллӑ вӑрман ерчетӳҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын