Утӑ уйӑхен 21-мӗшӗнче Кире вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман касакансем тупӑшнӑ. Вӗсем 5 хӑнӑхтарура вӑй виҫнӗ.
Конкурса Чӑваш Енри пӗртен-пӗр вӑрман касакан хӗрарӑм Галина Климина хутшӑннӑ. Вӑл регион, Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи чемпионатсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
Вӑрман касакан профессионалсен йышӗнче Сергей Субботин пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта - Андрей Климин, виҫҫӗмӗшӗнче - Брянск облаҫӗнчи Владимир Буянов. Профессионал маррисен хушшинче Йӗпреҫ лесничествинчи Владимир Борисов, Канаш лесничествинчи Сергей Кириллов, Улатӑр лесничествинчи Сергей Фадеев малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Иркутск облаҫӗнче иртекен Раҫҫей чемпионатне Артём Шашков, Сергей Субботин, Андрей Климин тата Галина Климина кайӗҫ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Улатӑрти хут хапрӑкӗнче платник 4 метр ҫӳллӗшӗнчен бетон урайне персе аннӑ. Вӑл каярахпа, темиҫе эрнерен, пульницӑра вилнӗ. Платник ӳкнӗ чухне ӳсӗр пулни паллӑ.
Ӳсӗр арҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑ ҫынна, ертӳҫе, явап тыттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче суд пулнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑк ҫурӑлӑха айӑпланӑ.
Ертӳҫӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл вилнӗ платникӑн ҫемйине кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫан саплаштарнӑ.
Улатӑрти 78 ҫулти Светлана Васильевна пуҫ ҫаврӑннине, вӑй ҫуккине, ури шыҫӑннине туйнӑ. Чӗри пӗр минутра 30 хутчен кӑна тапнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унта унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ электрокардиостимулятор вырнаҫтарнӑ.
Паянхи кун 78 ҫулти хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять. Вӑл тепӗр эрнерен киле таврӑнма хатӗрленет. Унта ӑна ывӑлӗн ҫемйи, икӗ мӑнукӗ кӗтеҫҫӗ. Светлана Васильевна пурнӑҫне ҫӑлнӑ тухтӑрсене чун-чӗререн тав тунӑ.
Улатӑр арҫынни 5-мӗш хутран ӳксе вилнӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хулари «Стрелка» микрорайонти 30-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ҫав ҫуртра пӗрисем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кӑштахран вӑл балкон ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Кил хуҫи хваттере питӗрсе тухса кайнӑ.
Вӑрансан хӑна хваттертен тухас тенӗ. Кил хуҫине кӗтсе ларас темен курӑнать, балкон ҫинчен кӳршӗсен балконӗ ҫине каҫма шухӑш тытнӑ. Анчах алли вӗҫерӗнсе кайнӑ та персе аннӑ. Ӳксен вӑл вилмеллех аманнӑ.
Улатӑрта депутатсен черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Трифонов ӗҫрен каяссине пӑхса тухнӑ.
Халӗ ав, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку тивӗҫе Павел Аринин йышӑннӑ.
Кӑҫал кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Улатӑрта пурӑнакан нумай ачаллӑ Ударцевсем ҫуртсӑр юлнӑ – пушар вӗсен пӳртне кӗл купине ҫавӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вӗсене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Халӗ ав савӑнӑҫлӑ хыпар пур: Ударцевсем халӑх пулӑшнипе икӗ хутлӑ ҫурт туяннӑ. Пӳрте вӗсем пуш уйӑхӗнче туяннӑ. Ӑна хӑтлӑлатма тытӑннӑ.
Ударцевсем пушарта нимӗн те илсе тухайман. Чукун ҫул хӗрринче пурӑннӑран пушар машини патне пырайман. Шланг тӑсса пӗтернӗ ҫӗре ҫурт ҫунса та кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫемье пӗлӗшӗсем патӗнче пурӑннӑ.
Инкек пирки тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарсан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем апат-ҫимӗҫпе те, япаласемпе те, укҫан та пулӑшма пуҫланӑ. Халӗ Ударцевсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене куншӑн тав тӑваҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 15 ҫын шыва путса вилнӗ. 15 ҫынтан пиллӗккӗшӗ — ачасем.
Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра 39 ҫулти арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ Улатӑр арҫынни ӳсӗр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Специалистсем шывра асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ, ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме сӗнеҫҫӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Я – женщина» (чӑв. Эпӗ — хӗрарӑм) конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекен 614 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне темиҫе номинацире хакланӑ.
«Общество интересӗшӗн» (Журналистика, патшалӑх тата муниципалитет служби) номинацире Шупашкарти Оксана Замятина Гран-прие тивӗҫнӗ, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх енӗпе — Улатӑрти Юлия Давыдова, право хуралӗ тата ҫар служби енӗпе — Шупашкарти Инга Вазикова, ҫамрӑксен политики енӗпе — Шупашкарти Мария Васильева, культура енӗпе — Шупашкарти Светлана Григорьева, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе — Шупашкарти Оксана Рындина; промышленность, строительство, транспорт, суту-илӳ, йӑла-йӗрке, банк тытӑмӗ енӗпе — Шупашкарти Вера Степанова, предпринимательство енӗпе — Шупашкарти Елена Кривокижа, ял хуҫалӑхӗ тата ҫутҫанталӑк енӗпе — Тӑвай районӗнчи Надежда Фёдорова; килте ларакан хӗрарӑмсем, нумай ачаллӑ амӑшӗсем, пенсионерсем хушшинче — Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Димитриева.
Улатӑр хула администрацийӗнче пӗр уйӑха яхӑн ӗнтӗ пуҫлӑх ҫук. Ертӳҫӗ тилхепине хальхи вӑхӑтра Елена Ермолаева вӑхӑтлӑха пурнӑҫласа пырать. Унчченхи пуҫлӑх Д.В. Трифонов ҫемҫе пукана ирнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче пушатнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хула администрацийӗ валли пуҫлӑха суйламалли конкурс комиссине республика шайӗнче ҫирӗплетнӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Республикӑри социаллӑ учрежденисене те реорганизацилеҫҫӗ текен сӑмах унччен тухнӑччӗ-ха. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнакан ҫав учрежденисене пӗрлештерме тытӑннӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ йышӑнура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Улатӑрти халӑхӑн социаллӑ Ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тата унти Ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне пӗр ҫӗре пӗрлештерме йышӑннӑ. Асӑннӑ хысна учрежденийӗсем малашне пӗр организаци пулса тӑрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |