
Улатӑр юханшывӗнче 38 ҫулти пулӑҫ путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мешӗнче, пулнӑ.
Арҫын Тверь облаҫӗнчен Чӑваш Ене хӑнана килнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, вӑл тусӗпе, хӗрарӑмпа, тата унӑн шӑллӗпе пулӑ тытнӑ. Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗме шухӑшланӑ, шыва кӗме юраманни пирки асӑрхаттарса ҫырса ҫакнӑ табличкӑсем пулни те ӑна тытса чарман. Анчах вӑл темиҫе метр ишнӗ те путма пуҫланӑ. Ҫыран хӗрринчисем ӑна пулӑшма хӑтланнӑ, анчах усси пулман.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Унӑн виллине водолаз тупнӑ.

Улатӑр хулинче Ҫветтуй Матрона Московскаян ҫӗрмен ӳтне илсе килнӗ. Вӑл – Турӑ Амӑшӗн Ивера турӑшӗ ячӗпе лартнӑ храмра.
Ку – тӗне ӗненекенсемшӗн сайра пулакан пулӑм. Православири ҫветтуя пирӗн тӑрӑха тӑтӑшах илсе килмеҫҫӗ. Ҫветтуй Матронӑн ҫӗрмен ӳчӗн ковчегӗ Улатӑр хулинче тӑватӑ кун пулӗ. Храм кашни кун ирхи 7 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен ӗҫлет.
Сӑмах май, малтан ковчег Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче пулнӑ.

Улатӑр хулинче ӳсӗр хӗрарӑм хапхана пырса тӑрӑннӑ. Машини хӑйӗн те мар, ют ҫыннӑн.
К.Иванов урамӗнче 66 ҫулти арҫын УАЗ «Патриот» машинине питӗрмесӗр хӑварнӑ, уҫӑ салонра пулнӑ. Ҫак самантпа вара иртсе пыракан хӗрарӑм усӑ курма шутланӑ. Унӑн водитель прави те пулман. Ҫитменнине, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Ку хӑратман ӑна. Тытнӑ та тапратнӑ машинӑна. Анчах инҫех каяйман — ҫурт хапхине пырса тӑрӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ҫакна курнӑ та ӑна малалла кайма паман, часрах полицие чӗннӗ.
Палӑртса хӑварар: ҫак хӗрарӑм криминалпа ҫыхӑннӑ, судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ав каллех явап тытма тивӗ: машина тапратса кайнӑшӑн тата руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн. Куншӑн 5 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Улатӑр районӗнче пурӑнакан Таисия Кожинова матрос-моторист пулса ӗҫленӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, унӑн професси уявӗ пулнӑ: Юханшыв тата тинӗс флотӗнче ӗҫлекенсен кунӗ. Ҫавна май ун ҫинчен республикӑн влаҫ органӗсен халӑх тетелӗнчи страницинче каласа кӑтартнӑ.
Таисия Кожинова кимӗ-карап романтикине хӑйӗн пурнӑҫӗн 40 ытла ҫулне халалланӑ.
Унӑн упӑшки капитан пулнӑ. Вӑл шыва юратма матросссемпе штурмансене ҫеҫ мар, хӑйӗн мӑшӑрне те хӑнӑхтарнӑ.
Ҫапла вара ҫамрӑк хӗрарӑм «Ядрин» (чӑв. Етӗрне) теплоход штрувалӗ умне тӑнӑ. Матрос-моторист профессине алла илсе хӗрарӑм упӑшкипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи юханшывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ. Вӗсен рейсӗсем двигатель шавӗпе ҫеҫ мар, балалайкӑпа калакан такмаксемпе те тулнӑ. Мӑшӑр юрра-кӗвве юратнӑ.
Таисия Яковлевна хӑйсен экипажне Андриян Николаев, Валерий Быковский, Валентина Терешкова космонавтсене те турттарма шаннине паян та ӑшшӑн аса илет.

Улатӑр хулинче пурӑнакан пӗртӑвансем «Эпир хуласене хӗвелпе тултаратпӑр!» гитара юррин фестивалӗнче тӗп парнене тивӗҫнӗ.
Сӑмах – Вячеслав тата Юрий Ситниковсем пирки. Вӗсем «Чӑвашэнерго» организацире ӗҫлеҫҫӗ. Конкурсра вара энергетиксем тупӑшнӑ. Пӗтӗмпе унта Раҫҫейри ҫичӗ регионти специалистсем хутшӑннӑ.
Ситниковсем сцена ҫине «Все будет хорошо!» (чӑв. «Йӑлтах лайӑх пулать!») юрӑпа тухнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем ҫырнӑ. Жюри пайташӗсене пирӗн ентешсен юрри килӗшнӗ. Ҫапла вӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Тӗп парне гитара пулнӑ. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗсене «Россети Волга» тӗп директорӗ Александр Гаврилов панӑ.

Чӑваш Енре Сосновски пултӑран ашкӑрать. Темиҫе ҫул каялла ҫак культурӑна ҫак йӗркесен авторӗ Мускава автобуспа кайнӑ чух асӑрханӑччӗ. Владимир, Мускав облаҫӗсенче вӑл тем пек саркаланса ларатчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ку курӑк уйрӑм ҫынсен ҫурчӗ умӗнче ашкӑрни, хуҫисем мӗншӗн ӑна ҫулманни тӗлӗнтернӗччӗ. Ҫул айкки пирки каласан, ӑна ҫул-йӗрҫӗсен тытса тӑмалли паллӑ ӗнтӗ.
Халӗ Чӑваш Енре те ку культура вӑй илсе пырать. «PRO Город» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пултӑран Йӗпреҫ, Улатӑр, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче вӑйлӑ ашкӑрать.
Сиенлӗ ҫумкурӑк мӗнпур экотытӑма пӗтерсе пырать, ҫынсем ӑна ӑнсӑртран тытсан пиҫсе каяҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем сиенлӗ пултӑран пахчасемпе дачӑсене те куҫасран хӑраҫҫӗ иккен.

Улатӑр муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Нина Шпилевая 1962 ҫулта Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ. 2004 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2008 ҫулта Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗренсе тухнӑ.
Вӑл — «Пӗрлехи Раҫҫей» партин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ. Чылай ҫул Улатӑр районӗн администрацийӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна район администрацине ертсе пыма шаннӑ, 2022 ҫулта — Улатӑр муниципалитет округне.

Улатӑр хулинче полицейскисем миграци саккунне пӑснӑ виҫӗ ҫынна тупса палӑртнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем автобуса чарнӑ, унта вара миграци саккунне пӑснӑ виҫӗ ҫын пулнӑ.
Автобус Чулхуларан Узбекистан еннелле кайнӑ. Руль умӗнче Казахстан арҫынни пулнӑ, вӑл ют ҫӗршыв ҫыннисене илме килнӗ. Саккуна пӑснӑ ҫынсем – Узбекистанран. Вӗсем мӗн тӗллевпе килнине пӗлтерни чӑнлӑхпа пӗр килмен.
Виҫҫӗшне те административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Пӗрне Раҫҫейрен кӑлармалла тунӑ. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 5 ҫул килеймӗ.

Улатӑрта кивӗ ҫурта, купса ҫуртне, сутаҫҫӗ, ун валли ҫӗнӗ хуҫа шыраҫҫӗ. Малтанхи хак – 2,75 миллион тенкӗ. Аукциона хутшӑнма заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӑн 16-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион ҫӗртмен 22-мӗшӗнче иртӗ. 488 тӑваткал метрлӑ ҫуртсӑр пуҫне 4 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ сутӑнать.
Ҫурт икӗ хутлӑ, 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑскер. Вӑл Яков Скоробогатов купсан пулнӑ. Купса пӗрремӗш хутӗнче атӑ-пушмак лавкки тата мастерской уҫнӑ, иккӗмӗш хутӗнче хӑй пурӑннӑ.
Халӗ ҫурт япӑх лару-тӑрура. Ҫӗнӗ хуҫан ӑна реставрацилемелле, истори сӑн-сӑпатне упраса хӑвармалла.

Чӑваш Енри икӗ тантӑш, хӗрпе каччӑ, ултавҫӑсене ӗненсе ҫын пурлӑхне вӑрлама тухса кайнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнисем — аслӑ шкулта вӗренекен каччӑ тата колледжра вӗренекен хӗр.
Вӗсем патне вӗренӳ заведенийӗн деканатӗнчен тесе шӑнкӑравланӑ имӗш, смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Кайран вӗсем патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн, Тӗп банкӑн, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текенсем шӑнкӑравланӑ. Вӗсене укҫана тата терроризма спонсор пулса пулӑшнинчен явап тытасран ҫӑлса хӑварма шантарнӑ.
Улатӑр каччи ултавҫӑсене 170 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ, ҫав шутра — амӑшӗн картти ҫинчен те. Унтан ӑна «йӗрке хуралҫисем» Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫарне пулӑшнӑ ҫынсен хваттерӗнче укҫа шырама хушнӑ.
Вӑрӑ шухӑшлӑ хӗре кил хуҫи хӑй тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи ҫурта кӗме тӑнӑ.
Ҫамрӑксене иккӗшне те суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Анчах тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарма йышӑннӑ.
