Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑм телефон выляса илес тесе улталаннӑ.
Хаклӑ телефон выляттарасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве вӑл тӗнче тетелӗнче курнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнта хутшӑнас тенӗ. Кӗҫех ун патне телейлисен йышне лекни ҫинчен хыпар ҫитнӗ. Телефона ӑҫта ярса памаллипе кӑсӑкланнӑ хыҫҫӑн администратор ҫул укҫине хӗрарӑмӑн хӑйӗн тӳлемеллине пӗлтернӗ. Пурӗ – 5300 тенкӗ.
Хӗрарӑм ҫав укҫана тӳрех куҫарса парайман, банк операцие темиҫе хутчен те пӑрахӑҫланӑ. Хӗрарӑм ҫине тӑнипе укҫана куҫарса янӑ-янах. Тепӗр кунне хӗрарӑм патне каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче ӑна курьер страховкине, пурӗ 12 пин те 800 тенкӗ, тӳлеме ыйтнӑ. Тавара илсен укҫана тавӑрса пама шантарнӑ.
Укҫа куҫарса памалли операцие банк пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмпа банк учрежденийӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ, укҫана ултавҫӑсем патне куҫарса пама пултарни пирки асӑрхаттарнӑ. Телефон выляса илтӗм тесе савӑннӑ хӗрарӑм никама та итлемен, укҫана куҫарса яма ыйтнӑ.
Кӑштахран хайхипе каллех хайхи администратор ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна тавара чикӗ урлӑ каҫарма сертификат илме укҫа кирлӗ тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑм хӑйне улталанине тинех ӑнланса илнӗ.
Шупашкарти 41 ҫулти хӗрарӑм кредитсем илсе тултарса вӗсене ултавҫа куҫарса панӑ. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине вӑл кайран кӑна ӑнланнӑ.
Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче ун патне «банкӑн пулӑшу службин ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн счетне ҫӗмӗрнӗ, такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн. Хӗрарӑм счета блокировка тума ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ, ку пулӑшмассине ӑнлантарса мӗн тумаллине каласа пынӑ. Кайран хӑйсемпе «йӗрке хуралҫи» тесе паллаштарнӑ ҫынсенчен те шӑнкӑравсем килме пуҫланӑ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ аферистсем каланипе темиҫе банкра кредит илнӗ. Укҫана вӑл тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион та 450 пин тенкӗ ултавҫӑсене панӑ. Хӑйне улталанине хӗрарӑм укҫа пӗтсен, кредит пама пӑрахсан кӑна ӑнланнӑ.
Чӑваш Енри икӗ тухтӑр Раҫҫейри чи лайӑх медиксен йышне кӗнӗ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Чи лайӑх инфекционист» номинацире Республикӑри ӳтпе венерологи диспансерӗн дерматовенерологӗ Гелия Гемалиева 3-мӗш пулнӑ. «Чи лайӑх офтальмолог» номинацире Улатӑр районӗн тӗп пульницинче ӗҫлекен 59 ҫулти Наталья Кононцева 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӗсене иккӗшне те 200-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Палӑртмалла: конкурсра 1-мӗш вырӑншӑн – 500 пин, иккӗмӗшӗшӗн 300 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм мессенджерта пуҫлӑхӗнчен ҫыру килнӗ тесе ӗненнӗ те питӗ пысӑк укҫа ҫухатнӑ.
Ҫырура "пуҫлӑх" унӑн йӗрке хуралҫисемпе тата банк ӗҫченӗсемпе калаҫмаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма номер пуҫлӑхӑн пулманни те, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫукки те иккӗлентермен.
Кӗҫех ун патне шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗсене такам тапӑннӑ, ҫавӑнпа кредит илсе укҫана "хӑрушсӑр счет" ҫине куҫармалла имӗш. Хӗрарӑм вӑл каланине итлесе кредит илнӗ 2 миллион тенке ултавҫӑ счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл?
Ӗҫ вӗҫлентӗр тесе ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 344 миллион та 93,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче подрядчикпе тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе ҫӗннине тупман. Ҫапах ку тивӗҫе Чӑваш Енри ипотека корпорацине шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура пур.
Улатӑрти 64 ҫулти хӗрарӑм пухнӑ 2 миллион та 950 пин тенкине кӑна мар, кредит илнӗ 200 пин тенке те ултавҫа куҫарса панӑ.
Ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ. Вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑма такам унӑн харпӑр кабинетне кӗнине, счет ҫинчи укҫа ҫухалма пултарассине каланӑ. Ӑна упраса хӑварас тесен урӑх счет ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм банка кайса хӑйӗн укҫине, 2 млн та 950 пин тенке, илнӗ. Кунсӑр пуҫне хваттер юсама кирлӗ тесе банкран 200 пин тенкӗ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 3 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра йӑлара усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр тата электроника хакланасси пирки систереҫҫӗ.
Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем ҫывӑх вӑхӑтра 10-15 процент ӳссе кайӗҫ. Ҫакӑ ноутбуксене, планшетсемпе смартфонсене уйрӑмах пырса тивӗ. Хак хӑпарни тенкӗ хӑй хакне ҫухатнипе ҫыхӑннӑ.
Хуласенчи лавккасенче хаксене ҫитес эрнере ылмаштарма тытӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫӑмӑл автомашинӑсем ҫулла тата кӗркунне 5-10 процент хакланӗҫ. Ҫакӑ та ҫӗртме уйӑхӗнченпе Раҫҫей валюти хӑй хакне ҫухатнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ют ҫӗршывран килекен саппас пайсен тата автомобильсен хакӗ ӳссе кайӗ.
Чӑваш Енре тӑлӑх ачасене ҫурт-йӗр туянма паракан сертификата малашне 23 ҫула ҫитичченех пама тытӑнӗҫ. Ятарлӑ саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн ку цифра 21 ҫулпа танлашӗ.
Ҫурт-йӗр сертификатне призывпа ҫар службине тухакансене, I е II ушкӑнри инвалид пулсан, I ушкӑнри инвалида е вата ҫынна пӑхсан парӗҫ.
Ҫурт-йӗр сертификачӗпе тӑлӑх ачасем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта кӑна мар, урӑх ҫӗрте те ҫурт е хваттер туянайӗҫ. Енчен ҫамрӑк ҫын ипотека хваттерӗнче пурӑнать пулсан, ипотека парӑмне вӑл пӗтӗмпех е пӗр пайне ҫав сертификатпа татма пултарӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхине тата республика историне вӗренмелли онлайн курссем пуҫарнӑ. Анчах ку тӳлевсӗр мар.
Сбер Edutoria палтформӑра чӑваш чӗлхине вӗренес тесен 12 уйӑхшӑн 3 пин тенкӗ тӳлемелле. Пӗтӗмпе унта 13 лекци. Вӗсем – чӑваш чӗлхи, Чӑваш Енӗн историйӗпе культури пирки.
Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек укҫа илсе тӑнӑ. Ҫапла ҫулталӑк ҫурӑ пулнӑ.
2021 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗччен вӑл делопроизводитель тата хуралҫӑ вырӑнне ача пахчинче унччен ӗҫленӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Лешсем вара ӗҫлемен. Заведующи табеле ӗҫ кунӗсене ҫырса пынӑ. Ҫав икӗ ҫыннӑн пенси стажӗ пынӑ, вӗсемшӗн паракан укҫапа вара заведующи хӑй усӑ курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |