Чӑваш Енре тӳрех амӑшӗпе хӗрӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм патне хӑйӗнпе «финанс специалисчӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, хаклӑ хутсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хайхискер темӗн те пӗр шантарнӑ, ҫав шутра – хваттер те. Палламан ҫын пӗчӗккинчен пуҫлама сӗннӗ – 10 пин тенкӗ хывмалла. Анчах кайран виҫе пысӑклансах пынӑ. Ҫапла хӗрарӑм «брокер счечӗ» ҫине хӑйӗн 715 пин тенкине куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 655 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна та лешӗ каланӑ счет ҫине хывнӑ. Кайран хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ, анчах сарӑм «йӑнӑш» тесе кӑтартнӑ.
Хӗрарӑм хӗрӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ «финансистпа» ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ: кредит илмелле те ӑна ятарлӑ счет ҫине куҫармалла. Ҫапла хӗрӗ тепӗр 435 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Ҫак икӗ хӗрарӑм полицие авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна пынӑ.
Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Канаш хулинче банкомат ҫаратма пуҫланӑ. Камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ темле арҫын ун патне пынӑ та отверткӑпа чакалама тытӑннӑ. Ӗҫне вӗҫне ҫитереймен - громкоговорительпе ӑна асӑрхаттарнӑ. Ҫакна илтсенех арҫын тарса ҫухалнӑ.
Вӑл камера умӗнче питне кӑтартман. Ҫапах ку ӗҫе кам тума пуҫланине часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - унччен те судпа айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫын, Канашрах пурӑнаканскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ.
Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ.
Шупашкарти 80 ҫулти ватӑ хӗрарӑм чутах ултавҫӑсен аллине ҫакланман. Юрать-ха, ӑна банк ӗҫченӗсем ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫак хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн укҫи-тенки хӑрушлӑхра пулни пирки пӗлтернӗ, нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Анчах кун пирки никама та каламалла мар-мӗн. Хайхи хӗрарӑм банка кайса укҫине илнӗ, ӑна палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарма тӑнӑ. Юрать-ха, банк ӗҫченӗсем ӑна ултавҫӑсем пирки вӑхӑтра ӑнлантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк улталаннӑ.
Банкра ӗҫлекен 26 ҫулти каччӑ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курнӑ. Унта хушма тупӑш ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен пӗлтернӗ.
Каччӑ пушӑ вӑхӑтра ӗҫлеме хирӗҫ пулман. Мессенджерсенчи пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх, отельсемпе паллӑ вырӑнсене халӑхра сарма пулӑшмалла пулнӑ. Унӑн хӑна ҫурчӗсенчи номерсене броньлемелле, кайран ӑна вӗсен хуҫисем укҫана тавӑрса парӗҫ-мӗн.
Малтанласа каччӑн счечӗ ҫине, чӑн та, укҫа килнӗ. Анчах кайран тӳлеме пӑрахнӑ. Каччӑ 60 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпиттие вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ ултавҫӑсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗр арҫын район центрӗнчи лавккасенчен пӗринчи банкоматра укҫа илсе темле счёт ҫине куҫарса панӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтра такампа телефонпа калаҫнӑ.
Ҫакна вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ асӑрханӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын 125 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӗрлӗ счет ҫине куҫарса яма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл кредит та илме палӑртнӑ. Пакунлисем пырса ҫитсе ӑна йӑнӑш утӑмран тытса чарнӑ.
44 ҫулти арҫын улталаннине ӑнланса илнӗ ҫын полицие заявление ҫырса панӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унччен маларах такамсем шӑнкӑравласа право тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе тыттарнӑ иккен. Вӗсем ӑна арҫын счечӗ ҫинчен террористсемпе боевиксене укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Кӗҫех арҫынпа банк ӗҫченӗ текен ҫын та ҫыхӑннӑ. Вӑлах ӑна кредит картти илсе укҫана унта куҫарса яма сӗннӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 290 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм патне ют ҫын виҫӗ цифрӑллӑ номертен шӑнкӑравласа хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Кредит картти ҫинчи укҫана такамсем сӑптӑрса каясран телефона ятарлӑ приложени вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗрарӑм итленӗ.
Анчах ҫав приложени пулӑшнипе хайхисем хӗрарӑмӑн телефонӗпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе усӑ курса 290 пин тенкине хӑйсен тунӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑрта пурӑнакан 81 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫынсем шӑнкӑравласа тӑванӗ аварие лекни пирки, ӑна явап тытасран хӑтарма укҫа кирли ҫинчен пӗлтернӗ. Ватӑскер ӗненнӗ, счечӗ ҫинчен пысӑк укҫа илме те килӗшнӗ.
Анчах кинемей пӑлханчӑклӑ пулнине Наталья Рехванова социаллӑ ӗҫчен асӑрханӑ. Вӑл заведующипе Ольга Моторинӑп пӗрле кинемее ҫав ҫынсем ултавҫӑ пулнине ӗнентерме пултарнӑ, полицие кайма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла вӗсем ватӑ хӗрарӑма ултавҫӑсен аллине лексе укҫа ҫухатасран хӑтарнӑ.
Чӑваш Енре преступниксен пӗр ушкӑнӗ ҫынсен ячӗпе кредит карттисем илсе тултарнӑ. 91 карта ҫинчен вӗсем 8,7 миллион тенкӗлӗх кивҫен укҫа илнӗ.
Усал ӗҫпе ҫав ҫынсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен аппаланнӑ. Укҫана Шупашкарти тата Челябинскри кредит организацийӗсенчен илнӗ.
Преступниксен ушкӑнне карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗрин офисӗнче ӗҫлекенсем те кӗнӗ. Вӗсем паспортӑн суя копийӗсемпе усӑ курса банк тата микрофинанс учрежденийӗсенче кредит карттисем илнӗ. Кредит лимичӗпе пӑхса хӑварнӑ укҫана кайран хӑйсен кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ. 91 кредит картти ҫинчен 8,7 миллион тенкӗ тыла илнӗ. Тепӗр 6 тӗслӗхре банксем карттӑсем ҫинчен илме чарса лартнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче 20 пин тенкӗ тӑракан шӑнтмӑш туянас тенӗ. Хайхискер сайтра заявка хӑварнӑ.
Кӗҫех унпа менеджер ҫыхӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӑл каланӑ счет ҫине 20 пин тенкӗ куҫарнӑ. Менеджер шӑнтмӑша киле пырса пама шантарнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ - никам та нимӗн те илсе килмен.
Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл полицие пырса кун пирки каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |