Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пылесос туянас тенӗ. Лайӑхскерне, чаплӑскерне, хаклӑскерне. Ӑна вӑл маркетплейссенчен пӗри урлӑ саккас панӑ.
Тавар килессе килнӗ-ха. Анчах пылесос вырӑнне шыв тултарнӑ канистра ярса панӑ.
Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, вӗсене ултавҫӑсене явап тыттарма ыйтса ҫӑхавланӑ.
Пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри 5 культура учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе - 18 миллион тенкӗ. Унпа ҫӗне постановкӑсем лартӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ 5-шер млн тенке тивӗҫнӗ. Симфони капелли тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 3-шер млн тенкӗ грант илнӗ. Филармони 1 млн тенкӗлӗх гранта та тивӗҫнӗ. Ӳнер музейне вара 1 млн тенкӗлех грант лекнӗ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсенчен пӗри маршруткӑра улталаннӑ.
270-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен маршруткӑра ҫав ҫыннӑн 37 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Пассажир банксенчен пӗрин карттипе татӑлнӑ. Анчах 37 тенкӗ вырӑнне 337 тенкӗ илсе юлнӑ.
Укҫана тавӑрас тесен кампа ҫыхӑнмалла-ши тесе кӑсӑкланнӑ маршруткӑра улталаннӑ ҫын. Маршрутка хуҫи Юрий Витальевич Васильев уйрӑм усламҫӑ иккен.
Куславкка районӗнчи 67 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравласа хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам ун ячӗпе кредит илесшӗн, унӑн ҫулне пӳлес тесен кредит илсе укҫана урӑх счет ҫине куҫармалла имӗш.
Хӗрарӑм итленӗ, банка кайса кредит илнӗ, унта ӗҫлекенсене укҫа пӳрт тӑрри юсама кирлӗ тесе суйнӑ. 300 пин кредит илсен хӗрарӑм Шупашкара кайнӑ, унта укҫана пайӑн-пайӑн тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Ҫӗмӗрлери "Кристал" ТСЖ председательне суд тӑвӗҫ. Вӑл ҫынсен укҫине хайӗн кӗсйине чикнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2022 ҫулхи юпа уйӑхӗччен ҫак хӗрарӑм ТСЖ кассинчи укҫа-тенке кӗсйине чиккеленӗ. Ҫапла вӑл 1 миллион ытла тенкӗ илнӗ.
Хӗрарӑм хайӗн айӑпне йышӑннӑ. Кассӑран илнӗ укҫана вӑл ҫемье тӗлӗшпе тӑкакланине те тунман. Унӑн пурлӑхне халӗ арест хунӑ. Пуҫиле ӗҫе вара суда пӑхса тухма ярса панӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ҫын ӳкерсе хӑварнӑ 5 пин укҫана илнӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ.
Хӗрарӑм сӑнпа пӑхсан 50-55 ҫулсенче, 160-165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ вӑрӑм, сарӑ ҫӳҫне вӗҫӗнче хура тӗспе сӑрланӑ. Хӗрарӑм шурӑ рюкзакпа пулнӑ.
Хӗрарӑма палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫын ҫҫхатса хӑварнӑ япалана илни те вӑрлани шутланать. Ҫавӑнпа та ют пурлӑха хапсӑнма кирлӗ мар.
Шупашкарти 59 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем хӑратса пӑрахнӑ. Вӗсене ӗненсе вӑл ют счет ҫине 5 миллион ытла куҫарнӑ.
Ун патне хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн харпӑр даннӑйӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ, вӗсем ун ячӗпе кредит илсе укҫана Украинӑна ярасшӑн имӗш. Ҫапла ан пултӑр тесе палламан ҫын хӗрарӑма кредитсем илме, укҫана хӑй каланӑ счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ӑна ӗненсе вӑл хӑй пухнӑ 430 пин тенке тата кредит илнӗ 5 миллион та 318 пин тенке куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм хӑйне улталанине банкри харпӑр кабинета кӗрсен кӑна ӑнланнӑ. Унта вӑл илнӗ кредитсем хупӑнманни курӑннӑ.
Чӑваш Ене федераци хыснинчен 500 миллион тенке яхӑн уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа республика валли общество транспорчӗ туянӗҫ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен 47 общество транспорчӗ туянма палӑртнӑ. Ҫав йышра - пысӑк класлӑ 20 автобус, вӑтам класлӑ 17 автобус тата 10 пӗчӗк пассажир машинӗ.
Ҫӗнӗ автобуссем Чӑваш транспорт управленийӗ валли пулӗҫ. Вӗсене Шупашкар хулин агломерацийӗпе килӗшӳллӗн уҫӑлакан ҫӗнӗ маршрутсем ҫине ярӗҫ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗччӗ. Проекчӗ кӑна 3 млн тенкӗ ытларах кайса ларӗ.
Ҫак кунсенче музей проектне хатӗрлемешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак - 3 млн та 179 пин те 449 тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин проекта 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлемелле.
Музей 250 тӑваткал метр пулӗ. Ҫывӑхра машинӑсем валли парковка та тӑвӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын маркетплейсра ӗҫлесе илес тенӗ те укҫасӑр юлнӑ.
32 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне хушма укҫа ӗҫлесе илме сӗнсе ҫырнӑ ҫыру мессенджерсенчен пӗринче ҫитсе выртнӑ.
Кунне 15-шер пин тенкӗ таран хушма укҫа тума пулать тесе ӗнентернӗ хайхисем. Ҫапла путӑр тесен нумаях та кирлӗ мар-мӗн, тавар айне «килӗшет» текен паллӑ лартмалла тата хӑш-пӗр продукцие туянмалла. Тӑкака ӗҫ укҫипе пӗрле саплаштарма шантарнӑ.
Арҫын 164 пин тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Укҫана каялла тавӑрма май килмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |