Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли чи лайӑх меслет хатӗрленӗшӗн грант пама йышӑннӑ. «Ку вӑл — пирӗн ноу-хау», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра педагогика ӗҫченӗсене пулӑшмалли 14 мера йышӑннӑ. Кашни сумми тӗрлӗрен: 50 пин тенкӗрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран. Виҫӗ вӗрентӳ организацине 500 пин тенкӗ пама палӑртнӑ.
«Уйрӑм педагогсене тата вӗрентӳ учрежденийӗсене хавхалантарма пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗ виҫине эпир пӗлтӗр ӳстертӗмӗр. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ чи лайӑх меслетшӗн хавхалантарма йышӑнтӑмӑр», — тенӗ Олег Николаев ҫӗнӗ вӗпентӳ ҫулӗ умӗн педагогсемпе ирттернӗ тӗлпулура.
Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли чи лайӑх меслет хатӗрленӗшӗн грант пама йышӑннӑ. «Ку вӑл — пирӗн ноу-хау», – тенӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра педагогика ӗҫченӗсене пулӑшмалли 14 мера йышӑннӑ. Кашни сумми тӗрлӗрен: 50 пин тенкӗрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран. Виҫӗ вӗрентӳ организацине 500 пин тенкӗ пама палӑртнӑ.
«Уйрӑм педагогсене тата вӗрентӳ учрежденийӗсене хавхалантарма пӑхса хӑварнӑ укҫа-тенкӗ виҫине эпир пӗлтӗр ӳстертӗмӗр. Кунсӑр пуҫне тата чӑваш чӗлхине вӗрентме хатӗрленӗ чи лайӑх меслетшӗн хавхалантарма йышӑнтӑмӑр», — тенӗ Олег Николаев ҫӗнӗ вӗпентӳ ҫулӗ умӗн педагогсемпе ирттернӗ тӗлпулура.
2020 ҫулта Чӑааш Енре пурӑнакан 31 ҫулти арҫын «Надежный» ятпа потребительсен кооперативне регистрациленӗ те унта ҫынсене илӗртме тытӑннӑ. Ытларах унӑн «вӑлтине» тивӗҫлӗ канӑва тухнисем ҫакланнӑ. Хайхискер укҫана каялла тавӑрса пама кӑна мар, пысӑк процентпа тупӑш хушма та шантарнӑ.
Ҫапла вӑл 5 регионти 406 ҫынна 210 миллион тенкӗлӗх улталанӑ.
Суд пулнӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 6 ҫул ҫурӑлӑха хупма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм «Барби» кинофильмра тӗп рольсенчен пӗрне вылянӑ Канада актёрӗн пултарулӑхӗпе питех те кӑсӑкланнӑ, вӑл фан-клуб членӗ те пулнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑмпа «киноҫӑлтӑрӑн» ассистенчӗ ҫыхӑннӑ.
Хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ ют ҫын Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗпе актёр тӗл пулма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Артист пирӗн ҫӗршыва хӗр шучӗпе килесшӗн иккен. Савӑннӑ хӗрарӑм 300 пин тенкӗ куҫарса та панӑ, ҫав шутран пӗр пайне вӑл кредит илнӗ.
Хӑйне такамсем улталанине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче тӑрӑшакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗр харӑс мар. Икӗ эрне хушшинче.
42 ҫулти хӗрарӑм патне утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче мессенджерсенчен пӗринче укҫана хывса пайта курма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ ҫитсе выртнӑ. Хӗрарӑмпа «консультант» та ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна укҫа куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, ыттине биржа ӗҫченӗсем хӑйсемех тӑвӗҫ тесе ӗнентернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен хӗрарӑм Краснодар, Волгоград тӑрӑхӗсенче тата Мускавра регистрациленнӗ номерсем ҫине 2 миллион ытла куҫарса панӑ.
«Биржӑна хывнӑ» укҫана каялла илме май килменрен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи 63 ҫулти арҫын биржӑра инвестор пек ӗҫлесе тупӑш тӑвас тенӗ те… 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ун патне мессенджера инвестици платформи ҫинче укҫа ӗҫлесе илме пулать тесе хыпар килнӗ. Ку утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех пулнӑ. Кӗҫех ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке пысӑк процентпа проекта хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла арҫын уйӑх тӑршшӗпе ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. 800 пин тенки – кредит илнӗскер. Укҫа-тенке каялла кӑларма тӑрсан «инвесторсем» каллех укҫа хывма ыйтма пуҫласан тин арҫын хӑй ултавҫӑсене аллине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «Перспектива» гранта илмелли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑна 23 фермер тивӗҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 125 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенчи 10 усламҫӑ гранта ҫырла ӳстерме тивӗҫнӗ. Сурӑх ӗрчетекен 7 усламҫӑ ку укҫапа хӑйӗн ӗҫне аталантарӗ. Аквакультура енӗпе ӗҫлемешкӗн 6 усламҫӑ гранта тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: «Перспектива» грант – аграри усламне аталантарма уйӑракан субсиди. Ӑна сыр пӗҫерекенсене, аквакультура таварӗсемпе ӗҫлекенсене, ҫырла ӳстерекенсене тата сурӑх ӗрчетекенсене параҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул пӗр ҫынна пӗр уйӑхра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртаҫҫӗ. Вӑл, кӑҫалхипе танлаштарсан, 7,3 процент пысӑкрах пулӗ, 13271 тенкӗпе танлашӗ. Кӑҫал вӑл 12363 тенкӗ пулнӑ.
Уйрӑм категорири ҫынсем валли те ку виҫе ӳсӗ. Ӗҫлекен ҫынсем валли – 14465 тенкӗ, тивӗҫлӗ канурисем валли – 11413 тенкӗ, ачасем валли 12873 тенкӗ пулӗ.
Палӑртмалла: тӗрлӗ пособи, тӳлев илме документсем тӑратнӑ чухне ҫак виҫесене шута илеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын фермертан какай туянас тенӗ. Ку пӗлтерӗве вӑл мессенджерта асӑрханӑ та сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ.
Хайхи арҫын унпа 10 пин тенкӗлӗх какай туянма калаҫса татӑлнӑ та укҫа куҫарса панӑ. Анчах ӑна нимӗнле какай та килсе паман.
Кун хыҫҫӑн арҫын полици уйрӑмне кайса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк бронежилет сутатӑп тесе тӗнче тетелӗнче пӗтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн ун пек япала пулман та.
Кӑштахран тавар туянас кӑмӑллӑ ҫын та тупӑннӑ. Сутуҫӑна вӑл 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Яш ҫав укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 18 ҫулти каччӑна ҫынна улталанӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |