Шупашкарти арҫын 75 ҫулти кинемее ултавҫӑсене укҫа куҫарса парасран хӑтарнӑ.
Палламан ҫынсем кинемейпе мессенджер урлӑ ҫыхӑннӑ. Унӑн сим-картта срокне тӑсмалла-мӗн. Кайран каллех тепӗр ҫын ҫыхӑннӑ, вӑл ултавҫӑпа калаҫнӑ тесе ӗнентернӗ. Ҫапла кинемее пухнӑ 900 пин тенкине счет ҫинчен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ватаскер 275 пин тенкине куҫарса ӗлкӗрнӗ.
Банкра черетре кинемей хыҫҫӑн Илья Карпов тӑнӑ. Вӑл унӑн аллинчи укҫа тӗркисене асӑрханӑ, телефонпа ӑна такам темӗн ӑнлантарнине сиснӗ. Вӑл кинемее ултавҫӑсем пирки каланӑ, полицие чӗннӗ.
Малтанах кинемей арҫынпа вӑрҫӑнса та илнӗ, ӗненмен. Анчах вӑл ӑна укҫасӑр юласран хӑтарнӑ.