Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ун валли маларах ҫынсен сӗнӗвне йышӑнчӗҫ.
Элтепер Ҫырӑвӗпе кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллашма пултарӑпӑр. Шӑпах ҫав кун Михаил Игнатьев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ҫырура вӑл Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ журналистсене ҫав мероприятие аккредитацилеме заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Заявкӑсене ag-press@cap.ru адреспа ӑсатма пулать. Вӗсене кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчи 14 сехетчен йышӑнӗҫ.
Шупашкар хулинчи Хӗвеллӗ (вырӑсла ӑна «Солнечный» теҫҫӗ) микрорайонта пурӑнакансене малашне 35-мӗшт маршрут турттарма пуҫлӗ. Ҫав района автобуссене ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче ярса пахӗҫ. Кун пирки Шупашкар хул администрацийӗ пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.
Сити-менеджер халӑх ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 35-мӗш маршрут Хӗвеллӗ микрорайонти ҫӗнӗ урамсем тӑрӑх иртӗ.
Чарӑну ячӗсем паллӑ ӗнтӗ. Вӗсене ятарлӑ комиссинче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Хӗвеллӗ микрорайонти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗн ячӗсем ҫапларах: Асламас урамӗ (вырӑсла улица Асламаса), Тани Юн урамӗ (вырӑсла улица Тани Юн), Петр Егоров зодчи бульварӗ (вырӑсла Бульвар зодчего Петра Егорова), Хӗвеллӗ микрорайон (вырӑсла микрорайон Солнечный).
www.hypar.ru
Нумай пулмасть Шупашкар администрацийӗн урам ячӗсене парас тата асӑну хӑмисем вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси пухӑннӑ. Унта тӗп хуламӑрти пӗр-пӗр урама Хӗветӗр Уяр ятне парас ыйтӑва ҫӗкленӗ.
«ПравдаПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх ку тӗлӗшпе Ара Мишши (Михаил Краснов) сӑмах тухса каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл урам ятне «Фёдор Уяр урамӗ» теме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе имӗш, «Хӗветӗр Уяр урамӗ» тесе ҫырас пулсан чӑваш чӗлхинчи кӑткӑс саспаллийӗсемпе усӑ курма тивӗ. Ахӑртнех, Ара Мишши «ӗ» саспаллишӗн пӑшӑрханнӑ.
«Хӗветӗр тесе ҫырас пулсан, чӑвашла транскрипцире питӗ кӑткӑс чӑваш саспаллисемпе усӑ курма тивӗ» («Если писать Хведер, то в чувашской транскрипции придется использовать очень сложные буквы»), — илсе кӑтартать Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн элчи пулса пынӑ Михаил Николаевичӑн сӑмахӗсене «ПравдаПФО» кӑларӑм.
«Чӑваш халӑх сайчӗшӗн» питӗ интереслӗ: «Й» тӑррине мӑйрака (бревис) лартассипе «Ӗ» тӑррине ҫавнашкалах мӑйрака лартасси хушшинче мӗн йывӑрлӑхӗ пур-ши? Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗнче чӑн та вара чӑваш саспаллисенчен хӑраҫҫӗ-ши? Е ку Ара Мишши шухӑшӗ кӑна-и?
Ҫӗршывӑн ҫӗнӗ премьер-министрӗ Михаил Мишустин хӑйӗн пӗрремӗш хушӑвӗпе Федерацин налук службин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫак портфеле Даниил Егорова шаннӑ.
Аса илтерер, унччен ку пукана Мишустин хӑй йышӑннӑччӗ. Раҫҫей Правительствине отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Владимир Путин Президент ҫӗршывӑн РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ пулма налук службин пуҫлӑхне сӗнчӗ. РФ Патшалӑх Думи асӑннӑ кандидатурӑна ҫирӗплетрӗ.
Даниил Егоров унччен Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 1975 ҫулта ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн халӑхсен туслӑхӗн университетӗнче «юриспруденци» специальноҫне алла илнӗ. Налук органӗнче 2001 ҫултанпа ӗҫлет. 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна РФ Федерацин налук службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма лартнӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗнче ӗнер пуҫлӑх улшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, харӑсах икӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен пӗри — асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ пулнӑ Виктор Кочеткова ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен, тепри — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама шанасси пирки.
Аса илтерер, Виктор Кочетков ведомствӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ӑна ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче инспекци пуҫлӑхне лартнӑ. Виктор Викторова ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине хушура ӑнлантарман.
Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Юркина шаннӑ. Инспекцире Александр Юркин (сӑнӳкерчӗкре) унччен пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. Вӑл ҫынна ырӑ тума хӑтланса ята кӗнӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑх хӑйӗн пӗлӗшне хуҫалӑх кӗнекинчен хут ҫырса панӑ. Унта вӑл пӗлӗшӗн Тушмашар ялӗнче 0,16 гектар ҫӗр пуррине кӑтартнӑ. Ҫав хута тӗпе хурса лешӗ ҫӗре Росреестрта регистрациленӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, ҫӗршыв Правительствине отставкӑна янӑ. Ҫӗнӗ йыша ҫирӗплетиччен тивӗҫе унчченхи министрсемех пурнӑҫлӗҫ.
Дмитрий Медведев премьер-министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне ҫӗршыв пуҫлӑхӗ ҫирӗплетӗ.
Владимир Путин ӗнер Правительствӑн кивӗ йышӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Унта Дмитрий Медведев премьер-министр Президент РФ Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура Конституцие улшӑну кӗртмеллине палӑртни пирки чарӑнса тӑнӑ.
Правительствӑна отставкӑна янӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ ертӳҫӗне ик эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле. Ҫӗнӗ премьер-министрӑн пӗр эрнерен кая юлмасӑр Правительствӑн ҫӗнӗ пайташӗсене сӗнмелле.
Владимир Путин премьер-министр пулма Федерацин налук службин пуҫлӑхне Михаил Мишустина сӗннӗ. Унӑн кандидатурине Патшалӑх Думи паян пӑхса тухӗ.
Шупашкарта 18 вулавӑшран 6-шне хупни пирки республикӑра нумай калаҫаҫҫӗ. Вӗсен йышне ҫаксем кӗнӗ: Чуковский ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ, М.Трубина ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Чапаев ячӗллӗ ҫемье вулав центрӗ, Лев Кассиль ячӗллӗ ача-пӑча информаци центрӗ Х.Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗ, Тургенев ячӗллӗ ҫамрӑксен вулавӑшӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров кун пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ку преступленирен те хӑрушӑрах. Ку стратегиллӗ йӑнӑш, мӗншӗн тесен хулари вулавӑшсене чакарни чи малтанах Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пурнӑҫне япӑх витӗм кӳрет», - тенӗ вӑл хӑйӗн официаллӑ страницинче. Паянхи кун библиотекӑна ҫӳрекенсен 89 проценчӗ – ачасем, ыттисем – аслисем.
Николай Федоров палӑртнӑ тӑрӑх, вулавӑш фончӗсене ҫывӑхри шкулсене пани пулӑшмӗ, мӗншӗн тесен хупӑ вулавӑш – культурӑн сӳннӗ вучахӗ. Пӗрремӗш президент шухӑшӗпе, Шупашкарта микрорайонсем хута каяҫҫӗ, хӑшӗсенче социаллӑ инфратытӑм ҫукпа пӗрех, ҫавна май ачасен хулари «чӗрӗ» юлнӑ вулавӑшсене инҫете ҫӳреме тивӗ.
Николай Федоров каланӑ тӑрӑх, пуянах мар ытти регионта йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вулавӑш центрӗсем уҫма, вӗсене хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме укҫа-тенкӗ тупаҫҫех.
Тутарстан министрӗ авиапассажира пулӑшнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ Арап Эмиратӗнчен Хусана килекен самолетра пассажира япӑх пулса кайнӑ. Хӗрарӑм стюардессӑран пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ громкоговорительпе — пассажирсенчен. Бортра тухтӑр пур-и тесе кӑсӑкланнине кура Тутарстанӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков пулӑшма васканӑ. Хӗрарӑма вӑл кислород маскипе пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Самолет Хусанти аэропорта аннӑ ҫӗре унта васкавлӑ пулӑшу машини ҫитсе те ларнӑ, анчах хӗрарӑм пульницӑна кайма килӗшмен.
Марат Садыков 1970 ҫулхи кӑрлач уйӑхенче Пӑва хулинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх медицина институтӗнче педиатра вӗренсе тухнӑ. Медицина наукисен докторӗ. Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ чӑвашсене мухтани пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн тӗп кантурӗнче канашлу ирттернӗ иккен. Унта асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан 16 наципе культура автономийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
«Кӗпӗрнаттӑр пирӗн ентешсене хастар ӗҫленӗшӗн мухтанӑ, хӑй енче кирлӗ пулсан пулӑшма шантарнӑ.
Чӑвашсен облаҫри пӗрлӗхӗн ертӳҫи Олег Мустаев тӗп кантура тӗпрен юсаса ҫутҫанталӑк газӗпе ӑшӑтмалла тума пулӑшма ыйтнӑ. Сергей Иванович Чӗмпӗр хулин пуҫлӑхне ку енӗпе пулӑшма хушнӑ. Вӑл ентешсен автономи ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, малашне те ҫапла ҫирӗп утӑмсемпе утма каланӑ.
Чӗмпӗр Ен Пуҫлӑхӗ чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн ӗҫ-хӗлӗпе те паллашнӑ, унӑн пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче хаҫатӑн тӗп редакторӗ Елена Мустаева «Чӗмпӗр облаҫӗнчи тава тивӗҫлӗ массӑллӑ информаци ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ», — хыпарланӑ Зоя Яковлева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |