Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫине — Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева ӗҫрен кӑларнӑ. 10-мӗш номерлӗ хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Юрий Васильевич хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнӑ.
Чӑваш Ен Правительствине паян отставкӑна янине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышне туса ирттернӗ ӗҫсемшӗн тав тунӑ. «Ҫӗнӗ йышӑну тӑвиччен сире пурсӑра та тивӗҫӗре пурнӑҫлама ыйтнӑ пулӑттӑм. Сирӗнтен чылайӑшӗнпе малашне те ӗҫлӗпӗр», — тенӗччӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ паян ирхи тӗлпулура.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн пулӑшуҫисен тивӗҫне пурнӑҫлакансене ҫирӗплетнӗ.
Ҫапла йышӑнӑва вӑл ӗнер алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян ирпе вырнаҫтарнӑ.
Тӳрех палӑртар: йышӑнусенче каланӑ тӑрӑх, пулӑшуҫӑсем Олег Николаев Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулӑшуҫӑ тивӗҫне пурнӑҫлӗҫ. Контракта вӗсемпе шӑпах ҫав вӑхӑтлӑх алӑ пуснӑ.
Олег Николаева пулӑшакансем ҫаксем: Иван Даренков, Татьяна Михайлова, Иван Филиппов, Георгий Какабадзе.
Иван Филиппов, сӑмах май, пӗр эрне ытларах Михаил Игнатьев Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулса ӗлкӗрчӗ. Унпа йышӑннӑ малтанхи йышӑнӑва кӑҫалхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.
Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствине отставкӑна янӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑн пирки хыпарланинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышне туса ирттернӗ ӗҫсемшӗн тав тунӑ.
Правительствӑна отставкӑна ярасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йыша ҫирӗплетиччен унчченхи йышпах ӗҫлӗҫ. Ҫак шухӑша Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура та палӑртнӑ. «Ҫӗнӗ йышӑну тӑвиччен сире пурсӑра та тивӗҫӗре пурнӑҫлама ыйтнӑ пулӑттӑм. Сирӗнтен чылайӑшӗнпе малашне те ӗҫлӗпӗр», — тенӗ Олег Николаев.
Ӗнер, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа паллаштарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.
Паллаштару хыҫҫӑн журналистсем Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн комитечӗн ертӳҫинчен, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗнчен Анатолий Аксаковран кӗске интервью илнӗ. Аса илтерер: Олег Николаевпа Анатолий Аксаков — пӗр партири ҫынсем.
«Эсир, партири аслӑ юлташ евӗр, Николаевпа Министрсен Кабинечӗн ҫӗнӗ йышне сӳтсе явман-и?» — ыйтнӑ, тӗслӗхрен, МИХсем. «Калаҫатпӑр, канашлатпӑр, палӑртса хунисем, паллах, пур. Команда пуҫтарӑнать, команда, пӗтӗмӗшле илсен, хатӗр. Эпир яваплӑха хамӑр ҫине илме хатӗр тесе яланах каланӑ», — хуравланӑ Аксаков.
«Министрсен Кабинечӗн унчченхи йышӗнчен ҫӗнӗ правительствӑна кам та пулсан кӗрӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ журналистсем. «Унта профессиналсем пур, вӗсене аталанма май парсан ҫӗнӗ условисенче усӑ кӳме пултараҫҫӗ тесе шухӑшлатӑп. Эп шухӑшланӑ тӑрӑх, ун пек ҫынсем шӑпах ӗҫлеме пултарӗҫ», — пытарман Анатолий Аксаков.
Нумаях пулмасть ЧР прокуратурин анлӑ ларӑвӗ иртнӗ, 2019 ҫулти пӗтӗмлетӳсене пӑхса тухнӑ.
Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт министрне Александр Николаева тата вӗренӳ министрне Сергей Кудряшова тупӑшӗсем пирки тӗрӗс пӗлтермешӗн дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӗсен ҫумӗсен те декларацире суя хисепсем пулнине палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи Петр Чекмарев та декларацире пӗтӗм тупӑша кӑтартман. Вӗсене те дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Декларацире суя хисепсем кӑтартакан сахал пулман: Шупашкарти 25 депутата тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Каласа хӑвармалла: декларацие тӗрӗс мар кӑтартнӑшӑн Виктор Шмаков тата Алексей Никитин депутат полномочийӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Ене 10 ҫула яхӑн ертсе пынӑ Михаил Игнатьева ӗҫрен хӑтарни ҫинчен юлхав журналист та ҫырчӗ пулӗ. Михаил Игнатьевпа ҫыхӑннӑ хыпарсене ҫӗршыври тата хамӑр регионти МИХсем ӑмӑртмалла тенӗ пек хыпарласа тӑчӗҫ. Паян Михаил Васильевич хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хӑйне критикленисене тав туса Инстаграмра ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.
Би-Би-Син вырӑс служби (аса илтерер: Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑва итлеме Би-Би-Син журналисчӗ Илья Барабанов килнӗччӗ) Шупашкарти ҫӑлкуҫсем систерни тӑрӑх ҫапларах пӗлтернӗ: Михаил Игнатьева Путин ӗҫрен кӑлариччен Федераци Канашӗнчи должноҫе тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ пулма сӗннӗ-мӗн. Анчах Михаил Васильевич влаҫран кайма килӗшмен имӗш.
Шупашкар районӗнчи Мамка ялӗнче пурӑнакан Зоя Морозова 100 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ 2018 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Халӗ кинемей 102 ҫула ҫитнӗ.
Хальхинче ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен центрӗн ӗҫченӗсем Екатерина Москаленко тата Лариса Иванова, Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Субботин тата ыттисем пырса ҫитнӗ.
102 ҫулти кинемей паян та ӑслӑ-тӑнлӑ. Хӗллехи кунсенче вӑл юр тасатма тухать. Сӑнпа пӑхсан ҫулне кура мар ҫамрӑк курӑнать.
Ватӑ ҫын кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Зоя Даниловнӑн — 8 мӑнук, мӑнукӗсен ачисем 13-ӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче Зоя Морозова кирпӗч савутӗнче, пекарньӑра, совхозра ӗҫленӗ. Тракторист та пулнӑ.
Пӗлтӗр «Чӑвашкредитпромбанк» вкладчикӗсемпе тӗл пулнӑ чухне ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова «упырь» тесе каланӑ. Кун хыҫҫӑн Сергей Семенов Иван Моторин тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ.
Тӗрӗслев тата лингвистика экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн Моторин тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкарти Ленин районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ.
Палӑртмалла: ҫынна сӑмахпа кӳрентернӗшӗн должноҫри ҫынсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Ҫапӑҫу искусствисен пӗтӗм тӗнчери комитечӗн пайташӗсем Шупашкарти спорт объекчӗсене тата инфраструктурине тӗрӗслеҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.
Ҫапӑҫу искусствисен пӗтӗм тӗнчери комитечӗн пайташӗсем пирӗн республикӑна комитет президенчӗпе Ри Ен Сонпа килсе ҫитнӗ. Пӗр-пӗринпе хирӗҫ тӑрса кӗрешекенсен пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртӑвне 2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ.
«Пирӗн хулара тхэквондо енӗпе тӗнче кубокӗ, WKC каратэ енӗпе Европа чемпионачӗ тата тӗнче кубокӗ иртӗҫ. Ӗҫтӑвкомӑн пухӑвӗ тата IMGC 11-мӗш конгресӗ пулӗ», — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков. «Шупашкарта эпӗ пӗрремӗш хут. Паян эпир спорт объекчӗсене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Вӗсем ӑмӑрту рттерме хатӗр», — ҫапла хакланӑ Ри Ен Сон.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн ҫумӗ Александр Ефремов тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ унччен те ун тӗлӗшпе должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн пуҫиле пуҫарнӑ пулнӑ. Халӗ вара ҫак статьяпах ҫӗнӗ фактсем уҫӑлнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, 2017 ҫулхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, эксперт комиссийӗн председателӗ пулнӑ май, вӑл коммерци организацине Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр ҫывӑхӗнчи вӑрман участокӗнче 2017 ҫулхи авӑнран пуҫласа 2018 ҫулхи авӑнччен хӑйӑр кӑларма ирӗк панӑ. Фирмӑн вара ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе усӑ курмалли лицензи 2017 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче пӗтнӗ. Ҫапла майпа хӑйӑр кӑларни ҫутҫанталӑка 5 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Ҫавӑн пекех 35-ри Александр Ефремов патшалӑха 22 миллион ытла тенкӗ тӑкак кӳнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫсене пӗр производствӑна пӗрлештернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |