Вырсарникун каҫхине Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Лучше всех» телекӑларӑмра Чӑваш Енри маттур та ӑслӑ йӗкӗрешсемпе паллаштарчӗҫ. 11 ҫулти Адель тата Радель Фаизовсем — Куславккаран. Вӗсем тем те пӗлеҫҫӗ: куҫ мӗншӗн шӑннине те, вулкан сирпӗннин сӑлтавне те. Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.
Пӗрремӗш каналпа Чӑваш Енри ҫемьесем пирки ҫак кунсенче ҫине-ҫинех илтме тивнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Шел те, ыррипе мар. «Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ. Ӗнер вара — Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери тепӗр ҫемьене. Унта хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ, икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрне ашшӗпе пӑрахса хӑварнӑ терӗҫ. Ик тӗслӗхӗнче те опекӑпа асӑрхав органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни сисӗнчӗ.
Ку хыпара илтсен «Мускавра ҫӳҫ касма хушсан Чӑвашра пуҫ каҫаҫҫӗ», — тени аса килчӗ. Коронавируспа минренӗ ҫынсенчен хӑшӗсем тимлесех тӑшман шыранӑн туйӑнать. Ҫак кунсенче чикӗ леш енче пулнисем ун пеккисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ӳпкелеҫҫӗ, вӗсенчен шикленеҫҫӗ, вӗсене тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫак кунсенче Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачне Николай Николаева сӳтсе явма тытӑннӑ. Ӗҫпе вӑл Германире пулнӑ, унтан таврӑнсан Шупашкарти ветерана саламлама кайнӑ.
Николай Станиславовича мӗншӗн килте лармасть тесе тапӑннӑ. Вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑран ҫавӑн пек хӑтланать-и тесе ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Германирен килсен Николай Николаев анализ панӑ. Германире тата Мускавра унӑн температурине виҫнӗ. Тест вӑл чирлӗ маррине кӑтартнӑ. Халӗ Николай Станиславович больничнӑй илнӗ, килте ларать. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская та Николай Станиславович регламента пӑсманнине ҫирӗплетет.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев отставкӑна кайнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
58 ҫулти Алексей Григорьев ӗҫрен яма ыйтса ҫырнӑ заявление Ҫӗмӗрле хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланмасть.
Вӑл ку тивӗҫе 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене пуҫлӑхӑн экономика тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Туличева пурнӑҫлать.
Шупашкар район администрацине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑнӗ. Ку должноҫе Николай Хорасев йышӑннӑ.
Аса илтерер: Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Димитриев нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑччӗ. Ӑна Гостехнадзора ертсе пыма шанчӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем район пуҫлӑхӗ пулнӑ Николай Хорасева администраци пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ. Унпа контракта икӗ ҫуллӑха алӑ пуснӑ.
Николай Хорасев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. РФ Шалти ӗсен министерствин Юридици институтӗнче вӗреннӗ. «Химпромра», ШӖМ тытӑмӗнче, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче черетлӗ хутчен кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Сӑмахӑмӑр — Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пирки. Иван Исаева (ҫак должноҫе ӑна 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче иккӗмӗш хутчен лартнӑччӗ) министр пуканне пушаттарнӑ хыҫҫӑн пысӑк пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама Виктор Косачева ҫирӗплетнӗччӗ. Ку вӑл нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ.
Паян вара министр тивӗҫне пурнӑҫлама Александр Воробьева шаннӑ. Хушӑва республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫын — 39 ҫулта. Александр Воробьев «Раҫҫей экологи обществин» регионти уйрӑмне ертсе пырать.
Министр тивӗҫне унччен пурнӑҫланӑ Виктор Косачев хӑйӗн кӑмӑлӗпе ӗҫрен кайнӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр пуҫлӑх ӗҫрен кайма шухӑш тытнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе хальхинче Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев ҫырнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, хулари Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Вӗсем Алексей Григорьев заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл депутатсене хула ырлӑхӗшӗн пӗрле тар тӑкнӑшӑн тав тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене паянтан пурнӑҫлама экономика тата финас ыйтӑвӗсемпе пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пулса ӗҫлекен Елена Туличевӑна шаннӑ.
Ӗнерех депутатсем пуҫлӑха суйламалли районти комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Ун пек комиссие республика шайӗнче те йӗркелеҫҫӗ. Пуҫлӑх пулмалли кандидата ҫапла вар пур енлӗн тишкермелле, Депутатсен пухӑвне сӗнмелле.
Мурманскри ҫынсем Чӑваш Енрен тухнӑ министр, Анна Головина, йӑнӑшсемпе ҫырнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: асӑннӑ тӑрӑхра вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшаканскер Инстаграмри страницӑра пост ҫырнӑ чух йӑнӑш ҫине йӑнӑш тунӑ.
«Тавах сире мана йӑнӑшсене кӑтартнӑшӑн! Эпӗ технарь, физик-математик, анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав мар, паллах. Кашнинех йӑнӑшма ирӗк пур, анчах ку министрпа пулни лайӑх мар. Тимлӗрех пулӑп! Постсене малашне васкаса ҫырмӑп, тимлӗ пулӑп. Тавах тепӗр хут)», — тесе ҫырнӑ Головина.
Хӑйӗн йӑнӑшне асӑрхаттарнисене вӑл икӗ эрнерен хуравланӑ.
Анна Головина Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Физика» тата «Преподаватель» специальноҫсене алла илнӗ.
Мурманск облаҫӗнче вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене Чӑваш Енри ҫын – Анна Головина – пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак регионта пурӑнакансем министр вырӑсла тӗрӗс ҫырма пӗлменнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Анна Головина Инстаграмри страницине постсем лартать. Подписчиксем вӑл ҫырнӑ текстсенче йӑнӑшсем пуррине асӑрханӑ. Анна Головина хӑй хутшӑннӑ пӗрремӗш мероприяти пирки ҫырса хунӑ. Страницӑна пӑхса тӑракансем текстра, 5 предложенире, 8 йӑнӑш асӑрханӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӳреллӗ пӑнчӑсем лартман. «Чтобы» сӑмаха икӗ сӑмахпа ҫырнӑ.
Подписчиксем кун тӗлӗшпе комментарисем хӑварнӑ, анчах Анна Головина вӗсем ҫине нимӗн те хуравламан.
Шупашкар районӗнчи Котеркассинче пурӑнакансем ҫуркуннепе кӗркунне ҫул ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Кӑҫал кӑна мар ӗнтӗ. Ҫуркунне, юр ирӗлсен, уйрӑмах йывӑр. Котеркассисен уй урлӑ каҫма тивет-мӗн. Хӗлле, ҫил-тӑман вӗҫтернӗ чух та, Котеркасси ял ҫыннисене чарӑнӑва ҫитме йывӑррине, вӗсен упаленсе тенӗ пек ҫӳреме тивнине пӗлтернӗ. Вырӑнтисем ҫавӑ пӗртен-пӗр ҫул тесе ӗнентереҫҫӗ.
«Эпӗ — нумай ачаллӑ амӑшӗ. Манӑн та, ялти ытти ҫыннӑн та чарӑнӑва уй урлӑ тухма тивет. Урӑх ҫул ҫук пирӗн», — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ Котеркассинчи ҫамрӑк хӗрарӑм республикӑри МИХсенчен пӗрине.
Хаҫата ҫӑхавличчен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ-мӗн. Анчах лешӗ нимӗн те тумасть иккен. Вӑл ҫул сарма мар, хуравлама та ӳркеннӗ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра, Патшалӑхӑн Третьяков галерейинче, «ЗОЛОТАЯ КАРТА РОССИИ. Живопись веков из собрания Чувашского государственного художественного музея» (чӑв. РАҪҪЕЙӖН ЫЛТӐН КАРТТИ. Чӑваш патшалӑх художество музейӗ пухнӑ XVIII-XX ӗмӗрсенчи живопись) курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Курава савӑнӑҫлӑ луру-тӑрура уҫма Третьяков галерейин пуҫлӑхӗ Зельфира Трегулова, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗн ҫумӗ – Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Петр Чекмарев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков, республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Роза Лизакова, Чӑваш патшалӑх художество музейӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Козлов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Петр Чекмарев курав уҫӑласса Мвскаври ентешӗмӗрсем, тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ тесе каланӑ. Раҫҫейӗн ӳнерӗн тӗп музейӗнче регионӑн культура эткерлӗхне кӑтартнине вӑл пысӑка хурса хакланӑ. Зельфира Трегулова кураври паха, художниксен пӗлтерӗшлӗ тата сайра тӗл пулакан ӗҫсем Чӑваш Енре упраннинчен специалистсем те тӗлӗннине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |