Чӑваш Енӗн хальхи Элтеперӗ Михаил Игнатьев пирки тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тем тӗрлӗ ҫыракан та пур. Вӗсенчен пӗринче Андрей Иванов журналист черетлӗ материал пичетленӗ. Унта вӑл республикӑна ертсе пыма черетлӗ тапхӑра кама суйласси пирки пуҫ ватнӑ.
Андрей Ивановӑн статйинче ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ ятсене курмарӗ. Пурте вӗсем — эпир аван пӗлекен политиксем: Олег Николаев, Николай Малов, Анатолий Князев. Малтанхи иккӗшӗ — РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем. Олег Николаев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, Николай Малов — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин. Анатолий Князев Коми Республикинче ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшать. Юлашкинчен асӑнни Виктор Вексельберг миллиардер пулӑшасса шанать имӗш.
Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче республикӑн пӗр ӗмӗрхине хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Канашлура республикӑн информаци политикин министрӗ Михаил Анисимов МИХсенче ӗҫлекенсене мероприятисене анлӑ ҫутатма хушнине пӗлтернӗ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ.
Министр мӗнпур уяв пирки сюжетсем ирттерме тӗллев лартнине каланӑ. «Апла пулсан, Чӑваш Республики ҫинчен тӗнчипех ырӑ хыпарсем сарӑласси паллӑ, тӗрлӗ халӑх пирӗн ҫитӗнӳсемпе паллашӗ, ырӑ енсене курса ӗненӗ. Федераци шайӗнче уяв чаплӑ иртесси пӗрре те никама та иккӗлентермӗ», — пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Шупашкар хула администрацийӗн ывӑлӗ Олег Ладыков следстви изоляторӗнче пулни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӑна авӑнӑн 22-мӗшӗччен хупма йышӑннӑ. Авӑнӑн 14-мӗшӗнче суд ӑна киле яман – тепӗр уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗччен следстви вӗҫленмесен ӑна киле ямасан та пултарӗҫ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал утӑн 22-мӗшӗнче Муркаш районӗнче вӑл «Ауди» машинӑпа УАЗпа ҫапӑннӑ, хӑй вара авари вырӑнӗнчен тарнӑ. УАЗ водителӗ тата пассажир суранланнӑ. Ладыкова тепӗр икӗ кунран тытса чарнӑ.
Ҫакна та каламалла: Олег Ладыков унччен те судпа айӑпланнӑ. Ун чухне ӑна полицейские хӗненӗшӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку пукана Волгоград облаҫӗнчи ШӖМ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, шалти ӗҫсен службин генерал-майорӗ Виктор Шметков йышӑннӑ.
Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ҫӗнӗ министрпа республикӑн ШӖМ коллективне РФ шалти ӗҫсен министрӗн статс-секретарӗ – министр ҫумӗ Игорь Зубов паллаштарнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин ҫӗнӗ ертӳҫипе курнӑҫма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, республикӑн право тытӑмӗн ытти органӗсен ертӳҫисем те кайнӑ.
Паян вара ҫӗнӗ министрпа Чӑваш Енри тӳре-шарана паллаштарнӑ. Виктор Шметков влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен иртекен канашлӑва хутшӑннӑ. Унпа Михаил Игнатьев Элтепер паллаштарнӑ.
Виктор Анатольевич Шметков 1963 ҫулта Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта унти пулӑ хуҫалӑхӗн техника институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1996 ҫулта – Раҫҫей ШӖМӗн управлени академине.
Чӑваш Енӗн ҫар комиссариатне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ.
Ушкӑнӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн явапли тесе Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе тӑрӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫи пулма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева шаннӑ. Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин — ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫин ҫумӗ. Ушкӑн ертӳҫин тепӗр ҫумӗ — ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева. Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче ытти ведомствӑра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакансем те пур.
Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.
Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.
Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ?
Комсомольски районӗнчи Урмаелти ҫӗнӗ ача пахчине 110 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Ҫапла, нумаях пулмасть ҫак ялта ача пахчи алӑкӗсене уҫнӑ. Ӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк кӑна ҫитнӗ – строительство ӗҫӗсем вӗҫленнӗ те.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие тӳре-шара хутшӑннӑ, ҫав шутра – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Ача пахчинче ултӑ ушкӑн йӗркелӗҫ. Хальлӗхе тӑваттӑшне йӗркелесе янӑ. Ача пахчинче вӑй-хал культурин тата спорт залӗсем, медицина пӳлӗмӗ, апат ҫимелли блок, канмалли, логопед, психолог пӳлӗмӗсем пур. Палӑртма кӑмӑллӑ: ачасене унта хӑйсен тӑван чӗлхипе – тутарла – вӗрентӗҫ. Ҫак ача пахчине ҫывӑхри тӑватӑ ялтан та ачасене илсе ҫӳрӗҫ.
Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хайхискер хыснана 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пуҫлӑх юсаман ҫулшӑн укҫа тӳленӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Алманч ялӗнчи ҫулӑн пӗр пайӗ пирки пырать.
Юсаман ҫулшӑн хысна укҫине тӳленӗшӗн пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
«Шупашкарти чи лайӑх муниципалитет ӗҫченӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Финала 6 ҫын хутшӑннӑ, жюри вӗсенчен икӗ ҫынна икӗ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх наставник» тата «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист».
Ҫӗнтерӳҫӗсене собеседовани пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ. Аслӑ ӑрурисен хушшинче Ленин район администрацийӗн ҫурт-йӗре шута илекен тата пайлакан пай пуҫлӑхӗ Светлана Строкач чи лайӑххи пулнӑ. Вӑл 21 ҫул ӗҫлет.
«35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист» номинацире хула администрацийӗн пайӗн специалист-эксперчӗ Денис Макаров палӑрнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗнтерӳҫӗсене саламланӑ. Мала тухнисем республика шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енри пульницӑсен ӗҫне Мускаври экспертсем хакланӑ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Андреева тата РФ Сывлӑх сыхлав министерствин регионсемпе тата канашламалли органсемпе ӗҫлекен пайӗ пуҫлӑхӗ Олег Филиппов 12 медучрежденире пулнӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ӗҫленӗ.
Специалистсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезированин центрӗнче (сӑнӳкерчӗкре), Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен тытӑмӗн 21-мӗш медсанчаҫӗнче, Федерацин медицинӑпа биологи агентствин 29-мӗш медсанчаҫӗнче, РФ ШӖМӗн медсанчаҫӗнче пулнӑ. Федераци пӗлтерӗшлӗ пульницӑсемсӗр пуҫне экспертсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав мнистерствине пӑхӑнакан учрежденисене те: Шӑмӑршӑри, Патӑрьелти, Йӗпреҫри, Элӗкри тата Вӑрнар районӗсенчи пульницӑсене, Республикӑри клиника пульницине, Республикӑри онкодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |