Ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Мелодии чувашских узоров. Асамлӑ тӗрӗ» курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна ӗҫе пуҫӑнакан ӑстасен тӗррисенчен йӗркеленӗ. Вӗсем — вулавӑшри «Асамлӑ тӗрӗ» кружока ҫӳрекенсем.
Пултарулӑх ушкӑнне халӑх художество промыслисен ӑсти Надежда Кузнецова ертсе пырать. Кружока вулавӑшра 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна пуҫарса яма Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева хутшӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнне вӑл 5 ҫул ертсе пынӑ.
Вулавӑшра ӗнер уҫӑлнӑ курава Раҫҫей халӑхӗсен культура эткерлӗхн ҫулталӑкне халалланӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнхтарӗҫ. Ку хыпара эпир унти йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Тӗрлеме юратакансене е ҫак ӑсталӑхпа кӑсӑкланакансене «Алӑсти» пултарулӑх мастерскойне чӗнеҫҫӗ.
Унта ҫырӑннисем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне алла илӗҫ, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтернине ӑнланма пуҫлӗҫ.
Пултарулӑх мастерскойӗ Иркутск хулинчи «ГОРОД» ресурс центрӗнче (вӑл Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫуртри 304-мӗш офсра вырнаҫнӑ) ӗҫлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те (8-914-904-13-04) кӑтартнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Парижра Чӑваш тӗррин кунне пухӑннӑ. Кун пирки чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, аякри йӑхташӑмӑрсем Парижри пӗр кафере пуҫтарӑннӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, вӗсем чӑвашла капӑрланнӑ.
Францири Чӑваш тӗррин каҫне Ольга Николаева ертсе пынипе Avan-t-garde пӗрлӗх йӗркеленӗ.
Мероприяти пирки хрантсусла ҫакӑнта вулама пулать.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче халӑх художество промыслисен ӑстин, Любовь Вазюкова тӗрӗҫӗн куравӗ уҫӑлӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ӑстан 65 ҫулхине тата Чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ.
Любовь Вазюкова — чӑваш тӗррин профессилле ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ Шупашкар районӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӗҫсен коллекцийӗнче паян 100 ытла япала. Каччӑ тутӑрӗпе масмак-и, алшӑллипе сӗтел ҫиттийӗ-и — пур ӗҫ те ӑстан ҫыпӑҫуллӑ та килӗшӳллӗ пулса тухать.
Халӗ Любовь Степановна художник пек те палӑрать. Тӗрӗпе вӑл парнелӗх япаласенче, куллен тӑхӑнмалли тата ҫын ҫине тухмалли ҫипуҫра вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул Чӑваш тӗррин кунне уявлӑпӑр. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗ «Я и чувашская вышивка» (чӑв. Эпӗ тата чӑваш тӗрри) флешмоб ирттерессине пӗлтернӗ.
Тӗрӗ — халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и — кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур.
Флешмоба хутшӑнас тесен кашни ҫынах хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне (унта чӑваш тӗрри пулмалла) #ЯиЧувашскаяВышивка хэштегпа вырнаҫтарма пултарать. Музей ӗсченӗсем сӑнӳкерчӗксенчен коллаж хатӗрлесе учреждени сайтӗнче тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче вырнаҫтарӗҫ. Пурин ытла лайк пухнӑ автора музей парнепе хавхалантарӗ.
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалласа конферецни иртнӗ. Ӑна онлайн мелпе йӗркеленӗ.
«Чӑваш тӗрри — халӑх пуянлӑхӗ» ят панӑ мероприятие аякри йӑхташӑмӑрсем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Пушкӑртстанри, Иркутск тата Тӗмен облаҫӗсенчи, Сургутри, Екатеринбургри чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗсен пайташӗсем пулнӑ. Онлайн-конференцие ют ҫӗршыври хастар чӑвашсем те хутшӑннӑ. Вӗсем — Эстонире тата Францире пурӑнакансем. Тата, паллах, хамӑр республикӑри районсемпе хуласенчен.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗлтӗртенпе пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне ирттерме тытӑнчӗҫ.
Пӗлтӗртенпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн Халӑх пултарулӑх кафедринче «тӗрӗ вӑрттӑнлӑхӗсене студентсем ҫирӗп алла илччӗр тесе» вӗрентӳ планне ятарлӑ «Чӑваш тӗрри» ятлӑ предмет кӗртнӗ. Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова конгресӑн тӗнче тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «халӑх пултарулӑх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Васильева тата Зинаида Воронова тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Паллах, ку ӗҫ патне пурте ӑнтӑлмаҫҫӗ, ҫавах та ӳсекен ӑрӑвӑн пӗр пайӗ ҫак ӑсталӑха алла илме тӑрӑшни савӑнтарать. Вӗсем чӑваш тӗррине пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Ҫамрӑксем ку енӗпе диплом ӗҫӗ хатӗрлени чӑваш тӗррине хисепленине кӑтартать».
Шупашкарти халӑха социалӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ҫынсене чӑваш тӗррине тӗрлеме вӗрентеҫҫӗ. Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуба ҫӳрекенсем валли чӑваш тӗррин занятийӗсене йӗркеленӗ. Кашни ҫынпа — уйрӑмшар.
Тӗрӗ ӗҫне хӑнӑхас кӑмӑллисемпе центрӑн ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза ӗҫлет. Паянхи куна занятие социаллӑ пулӑшу илекен 5 ҫын пынӑ. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Краснов. Геннадий Германович тӗрлеме тахҫанах юратать. Тӗрлӗ техникӑна алла илнӗскер халӗ чӑваш тӗррине тӗрлет. «Чӑваш тӗрри маншӑн — тӑван тӑрӑх историйӗ», — тет Геннадий Германович.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе пӗлтӗтенпе пирӗ республикӑра ҫӗнӗ уяв туса хунӑ. Чӑваш тӗррин кунне ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Ку куна чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе йышӑннӑ.
Чӑваш тӗррин кунне халалласа Шупашкар хулин библиотекисен пӗрлешӗвӗн К. Чуковский ячӗллӗ вулавӑшӗ «Многоцветие чувашской вышивки» (чӑв. Чӑваш тӗррин нумай тӗсӗ) онлайн-акци ирттерессине пӗлтернӗ. Унта хутшӑнас тесен асӑннӑ вулавӑшӑн тата Шупашкар хулин библиотекисен пӗрлешӗвӗн «Контактри» страницисене ҫырӑнмалла. Ун хыҫҫӑн вӗсенчи ятарлӑ фотоальбома сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтармалла. Вӗсене #МногоцветиеЧувашскойВышивкиЧуковкаЧебоксары #Библ21 хештегсемпе палӑртмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |