
Комсомольски районне (халӗ муниципаллӑ округ теме тытӑнчӗҫ) йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнӗ ятпа ал ӗҫ ӑстисем тӑван тӑрӑхӗн карттине тӗрленӗ.
«Карттӑ 12 пайран тӑрать, ӑна 12 территори уйрӑмӗнчи 11 маҫтӑр тӗрленӗ. Унтан пӗр пир ҫинче сыпӑнтарса Комсомольски муниципаллӑ округӗн сӑн-сӑпатне йӗркеленӗ. Тӗрленӗ карттӑн калӑпӑшӗ 140см х 164 см», — тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.

Кӑҫал Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрика 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа паян коллектив тата хӑнасем Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уява пуҫтарӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Алькешри эртелтен пуҫланса кайнӑ фабрика историйӗ. Эртеле ҫывӑхри ялсенчи ал ӑстисем валли уҫнӑ.
Малтанхи ҫулсенче, паллах, алӑпа тӗрленӗ. 1923 ҫул вӗҫӗнче «Ал ӑсти — художник» юлташлӑх йӗркеленӗ. 1929 ҫулта эртел «Паха тӗрӗ» ятпа ӗҫлеме тытӑнса каять. Ҫавӑ фабрикӑн малашнехи вӑрӑм ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ тапхӑр тесен те йӑнӑш мар. 1930-1931 ҫулсенче фабрикӑн тӗрӗ мастерскойӗсен ҫӗнӗ корпусне туса лартнӑ.

Шупашкар округӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш туйӗн йӑли-йӗрки» курав экспозицийӗ уҫӑлнӑ. Унта - наци тумӗ тӑхӑнтартнӑ пуканесем. Вӗсем чӑваш туйӗн йӑлисене кӑтартаҫҫӗ. Пуканесен ҫи-пуҫне Наталия Никонорова (Зиновьева) хатӗрленӗ. Экспонатсен йышӗнче ҫураҫнӑ хӗр, хӗр ҫумӗ, туй арӑмӗсем, вӑйӑҫӑ пур.
Наталия Никонорова Кӳкеҫре ҫуралса ӳснӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, уншӑн амӑшӗ Лидия Николаевна Зиновьева тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. Вӑл нумай ҫул «Паха тӗрӗ» фабрикӑра кавир тӗртекен цехра ӗҫленӗ. Килӗнче вӗсен яланах тӗрленӗ япала нумай пулнӑ.
Наталия ача чухне фабрикӑна амӑшӗ патне час-часах кайнӑ, тӗрӗҫӗсене сӑнанӑ. Алӑ ӗҫне юратасси ҫакӑнтан пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Халӗ Наталия Канаш округӗнчи Кӑшнаруй клубне ертсе пырать, вӑл - «Хӗлхем» вокал ансамблӗн солистки те. Наталия Никонорова пуканесене тумлантарнисӗр пуҫне капӑрлӑхсем – умҫакки, хушпу, сурпан – ӑсталать.
Палӑртмалла: куравра чӑваш тӗрри, туйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекесем те пур.

Чӑваш Енӗн Культура министерстви Чӑваш тӗррин кунне халалласа «На работу с вышивкой» (чӑв. Ӗҫе чӑваш тӗррипе) республикӑри акци ирттерме йышӑннӑ.
Аса илтерер: пирӗн еспубликӑра Чӑваш тӗррин кунне чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл вырсарникуна лекӗ, ҫавна май чылай мероприяти чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртӗ. Чӑваш тӗррин кунне 2020 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.
Маларах каланӑ республикӑри акцие хутшӑнакансене ӗҫе, вӗренӳ учрежденине чӑваш тӗрриллӗ япаласемпе пыма сӗнеҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗксене #Деньчувашскойвышивки2023 , #наработусвышивкой хештэгсемпе сайтсенче тата халӑх тетелӗсенче вырнаҫтармалла.

Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» чӑваш тӗррин куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
Вӑл клуб 10 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Библиотекӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫулсенче 200 ытла ҫынна тӗрлеме вӗрентсе кӑларнӑ.
Клуба Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ Евгения Жачева хутшӑннипе пуҫарса янӑ. Клуба вӑл 5 ҫул ертсе пынӑ.
Халӗ клуба Надежда Кузнецова ӑста ертсе пырать. Заняти кӗҫнерникунсерен иртӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене наци тӗрриллӗ парне пама пуҫлӗҫ. Ку кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн кун ҫути курнӑ пепкесене те пырса тивет.
Ача-пӑча валли 5167 вырӑн таврашӗ туянмашкӑн аукцион ирттереҫҫӗ. Кун валли 7 миллион та 750,5 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗр комплект 1500 тенке кайса ларӗ. Пододеяльник ҫинче чӑваш тӗрри пулӗ.
Аукциона ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ таварпа алӑ пуссан 20 кунран тивӗҫтерӗ.

Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче «Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) декоративлӑ прикладной ӳнер студийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе проект ертӳҫи Светлана Андреева паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисем Светлана Викторовна пулӑшнипе тӗрлесе пӑхнӑ. Вӑл вӗсене пӗр материал тепрнчен мӗнпе уйрӑлса тӑни, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Пултарулӑх клубӗнчи тӗлпулусем кашни шӑматкунсерен 14 сехетрен 16 сехетчен пырӗҫ.
Светлана Андреева хулари 61-мӗш шкулта та ачасемпе заняти ирттерме ӗмӗтленет.

Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче пӗтӗм халӑхсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Халӑх пуянлӑхӗ – чӑваш тӗрринче» ят панӑскере Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх промыслисен ӑсти, институтӑн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева уҫнӑ.
Конференцире докладпа кафедра студенчӗсем, хулари 60-мӗш шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсем тухса калаҫнӑ. Экспертсен йышӗнче Николай Балтаев, Зинаида Воронова ӑстасем, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн библиотекарӗ Вера Архипова пулнӑ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта тӑван халӑхӑмӑр культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗллевпе те тӗрлӗ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Паян, ав, унта ҫӳрекен амӑшӗсемпе ачисем чӑваш тӗррине тӗрлеме пуҫтарӑннӑ.
«Алӑ алӑра» программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ мероприятие пухӑннисене чӑваш тӗррин асамлӑхӗпе ятарлӑ хӑтлав урлӑ та паллаштарнӑ.
«Чӑваш тӗрринчи кашни эрешӗн пӗлтерӗш пуррине эпӗ пӗлмен те. Ҫӗннине пӗлме питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ!» – тӗлӗннине пытарман Шупашкарта пурӑнакан Светлана Григорьева.

Чӑваш Республикинчи Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Чӑваш тӗррин азбуки» енпе ӑсталӑх сехечӗн ярӑмне пуҫарса янӑ. Ӑна «Анне тӗрри» чӑваш тӗррин шкулне йӗркелес ӗмӗтпе ирттернӗ.
Пӗрремӗш ушкӑн ертӳҫи — Лариса Иванова тӗрӗ ӑсти, вӑл Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палати ҫумӗнчи Ремесленниксен гильдийӗн членӗ.
Ӗнерхи занятие Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулти ачасем пырса ҫитнӗ.
Ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансене дидактика материалӗсем, ӗҫре кирлӗ хатӗрсем валеҫсе панӑ.
«Чӑваш тӗррин азбуки» пултарулӑх лаҫҫинче 7-11 ҫулсенчи ачасенчен йӗркеленӗ тӑватӑ ушкӑна вӗрентсе кӑларӗҫ.
