Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.6 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗрӗ

АКА
14

Илемлӗ чӑваш тӗрри…
 kunadina | 14.04.2009 10:30 |

Илемлӗ чӑваш тӗрри,

Илемлӗ чӑваш тӗрри

Тӗрлеме пӗлсен кӑна.

Халӑх юрринчен

 

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче чӑваш тӗррин пуянлӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлчӗ. Клуба вулав центрӗн ертӳҫи Татьяна Уразаева уҫрӗ. «Ҫак клубӑн пӗлтерӗшӗ – чӑваш халӑхӗн авалхи пуянлӑхне упраса хӑварасси тата ҫамрӑк ӑрӑва парса хӑварасси» - пуҫларӗ сӑмахне вӑл.

Чӑваш тӗррин историри аталанӑвӗ пирки, хальхи вӑхӑтра мӗн шайра аталанса пыни пирки Валентина Минеева ал-ӗҫ ӑсти каласа пачӗ. Унӑн ҫак кунсенче тӗрлесе пӗтернӗ, 18 ӗмӗрти орнаментсенчен йӗркеленӗ, сӗтел ҫиттийӗ чӑн-чӑн асамлӑх пекех туйӑнчӗ залра ларакансемшӗн. Кунта кашни эрешӗ мӗне те пулсан пӗлтерет. Вӗсенче алӑ ӑстисем халӑх историне, хӑйсен кун-ҫулне ҫырса хӑварнӑ. «Чи варринче – хӗвел, тӑватӑ айккинче уйӑх паллисем», - тӑсрӗ сӑмахне тӗрӗҫӗ. Залра ытларах Калинин районне кӗрекен шкул ачисем тата Шупашкарти механикӑпа техника техникумӗн студенчӗсем пулчӗҫ. Вӗсем Валентина Алексеевнӑна тӑршшӗпех хӑйсене интереслентерекен ыйтусем парса пычӗҫ.

Малалла...

 

Акан 9-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра чӑваш тӗррипе кӑсӑкланакансене пӗрлештерекен «Тӗрӗ тӗнчи» клуб уҫӑлать.

Чӑваш тӗрри тӗлӗнмелле хӑй евӗрлӗ. Кашни эрешӗ мӗне те пулин пӗлтерет. Вӗсенче алӑ ӑстисем халӑх историне, хӑйсен кун-ҫулне ҫырса хӑварнӑ. Тӗрӗре хӗрлӗ, хура, симӗс, сарӑ тата кӑвак тӗссемпе усӑ курнӑ. Тӗс килӗшӗвӗ пӗр тикӗс, анчах нумай чухне вӑл ҫутӑ ялтӑркка кӗвве куҫать.

Пирӗн вӑхӑтра та халӑх ӑстаҫисем хушшинче пултаруллӑ тӗрӗҫӗсем нумай. Вӗсем — Валентина Минеева, Евгения Жачева, Татьяна Жаркова т. ыт. те. Хӑйсен ӗҫӗсенче вӗсем авалхи меслетсемпе сахал мар усӑ кураҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗлӗх те нумай кӗртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ эреш-ӳкерчӗке вӗсем чечексене, ытти тӗрлӗ ӳсен-тӑрана пӑхса тӑваҫҫӗ.

«Тӗрӗ тӗнчи» клубра эпир чӑваш тӗррин кун-ҫулне, культурӑри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне, тытӑмне тишкерӗпӗр. Ҫавӑн пекех практика занятийӗсемпе мастер-классем те пулӗҫ. Мастер-классене паллӑ тӗрӗ ӑстисем ирттерӗҫ.

Кам та кам чӑвашӑн асамлӑ тӗррипе интересленет, тӗрлеме вӗренме кӑмӑл тӑвать, ҫавсене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Октябрӗн 50-ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 03

1929
97
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ