Кашни ҫулах нарӑс уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулӗнче унта вӗреннисемпе тӗлпулу ирттереҫҫӗ. Ку тӗлпулӑва 1998 ҫултан пуҫласа юбилейлӗ (10, 20, 30, 40, 50, 60) выпусксене чӗнетчӗҫ. Пӗр ҫаврӑм пулнӑ хыҫҫӑн 10 ҫул хушши пӗрле вӗреннисене чӗнме тытӑнчӗҫ.
Кӑҫал вара 1971-1982 ҫулсенче пӗрле вӗреннисене чӗннӗ. Пин ытла вӗсем. Шатӑр сивве пӑхмасӑр (Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫак кун 30 градус сивӗ тӑчӗ) Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ 200 яхӑн ҫын пухӑнчӗ.
Мӗн кӑна асаилмерӗҫ пулӗ! Вӑтӑршар ҫул пӗр-пӗрне курманнисем куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтаймарӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу туса панӑшӑн тӑван шкула тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Ҫӗн Ҫул пуҫланнӑ пуҫланман, ачасем ҫул синче асархануллӑ пулчӗр тесе, тата ҫулҫӳрев саккунӗсене ҫирӗпрех астуччӑр тесе Ҫӗмерле тӑрӑхӗнчи Якуртушкӑнь, Хутар, Юманай ялӗсен шкулӗсенче Ҫӗмӗрле хулипе районӗн йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем тӗлпулусем иртерчӗҫ. Калаҫусем 8-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемпе пулса иртрӗ. Ҫулҫӳрев саккунӗсемсӗр пуҫне Пуҫилле тата Граждан Кодекссен хӑш-пӗр пайӗсене пӑхса тухрӗҫ, асӑрхатарчӗҫ, ӑнлантарчӗҫ. Ачасем хушшинче ҫамрӑка интереслӗ ыйтусем паракансем те пулчӗҫ.
Тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӑмахсемпе пурте килӗшрӗҫ: халӑх хушшинче пурӑнса ҫынсем пек пурӑнма тӑрӑшмалла, йӗркене пӑхӑнмалла, тӗрӗс ҫулпа утмалла.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта А. Емельянов ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхи уйрамӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулать. Ҫав тӗлпулӑва А. Емельяновӑн тӑванӗсене, ӑна ҫывӑх пӗлекенсене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ачисем хайсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен, унӑн паллӑ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем те писатель пултарулахӗ пирки ҫӗнӗ хыпарсем илсе килме шантарчӗҫ.
Тӗлпулу ирхине 10 сехетре пуҫланать, пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан сумлӑ ҫынсем пухӑнчӗҫ — иртсе каякан ҫулталӑкри ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене асӑнчӗҫ, малашнехи пирки калаҫрӗҫ. Мероприятие вара «Чӑваш Ен» наци радиовӗн корреспонденчӗ Ольга Деменцова ертсе пычӗ.
Нумайӑнтарах пухӑнма хӑшӗ-пӗрне тулта алхасакан ҫанталӑк чарчӗ пулсан та пӳлӗме ҫынсем ҫителӗклех пуҫтарӑнчӗҫ: Сарри Мишши, Праски Витти, Енилин Николай Аристархович, Пётр Пупин, Виталий Станьял, Тимӗр Тяпкин, Олег Прокопьев, Арсений Тарасов, Николай Ишентей, ыттисем. Хускатнӑ ыйтусене асӑнас пулсан ытларах чӑваш халӑхне пӗрлештерме пултаракан пӗр-пӗр никӗсе шыраса тупмалли пирки калаҫрӗҫ. Халӑх интеллигенцийӗ пирки те сӑмах пулчӗ — ӑҫта ун пулмалла, мӗнле ӗҫлемелле. Олег Прокопьев чӑвашла пайта тума вӗренейменни пирки ӳпкелерӗ. Депутатсемпе, Шупашкар хулин ертӳҫисемпе тата район пуҫлӑхӗсемпе тачӑрах ӗҫлеме сӗнӳсем пулчӗҫ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗнче Г. Хирпӳ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май юрӑ-кӗвӗллӗ тӗлпулу иртрӗ. Мероприятие Светлана Асамат сӑвӑҫ тата Г. Хирпӳ мӑнукӗ — филологи ӑслӑхӗн кандидачӗ Мария Петухова хутшӑнчӗҫ.
Г. Хирпӳ мӑнукӗ пуҫтарӑннисене хӑйӗн кукашшӗ ҫинчен каласа пачӗ, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗ. Культура институтӗнчен ятарласа килнӗ вокалистсем темиҫе юрӑ юрласа пачӗҫ.
Юпан 19-мӗшӗнче Вӑрманкас Ухман (Канаш районӗ) ялти тӗслӗх вулавӑшӗнче вулакансемпе кӑсӑклӑ та информаципе пуян калаҫу-тишкерӳ иртрӗ. Ӑна библиотека ӗҫченӗсем Виталий Енӗш 70 ҫул тултарнине халалласа хатӗрлерӗҫ, ҫавӑнпа ячӗ те ҫак куна ҫывӑхччӗ — «Виталий Енӗш — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ тата тӑлмач».
Мероприятине пухӑннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫыравҫӑ пирки тем те пӗр кӑсӑкли пӗлчӗҫ — калаҫӑва ирттерекен ун пурнӑҫне, пултарулӑхне тӗплӗн сӑнласа пачӗ. Виталий Григорьевичӑн тӗп хайлавӗсемпе те паллашрӗҫ — ку тӗлӗшӗнчен вара ҫыравҫӑн «Ҫӗр тӗрекӗ», «Чун кӑварӗ», «Пурҫӑн йӑлмак» кӗнекисем пулӑшрӗҫ.
Виталий Енӗш 1941 ҫулхи юпан 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра токарь, слесарь, Пушкартстанри Авӑркас район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. «Капкӑн» журнал редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Пултарулӑх анине «Ялан халӑхпа пӗрле» очеркпа кӗнӗ.
Ӳнер тӗрлӗрен чӗлхепе калаҫакан ҫынсене те тӑванлаштарать тени тӗрӗсех-мӗн. Турккӑ ҫӗршывӗнчи Конья хулинче пурӑнакан Шюкрю Октачпа иртнӗ тӗлпулу ҫакна лайӑх ҫирӗплетсе пачӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн аслӑ преподавателӗ О.В. Сорокина чӗннипе вӑл студентсемпе тӗлпулӑва килсе ҫитрӗ. Гитара каласа юрлакан турккӑ ҫынни пурне те хӑйӗн тыткӑнне илчӗ темелле. Турккӑ халӑх юррисене те, Ашык Вейбел ятлӑ юрӑҫ юррисене те хӑйӗн тӑван чӗлхипе шӑрантарчӗ Шюкрю. Кайран тата … чӑваш юррисем те янӑрарӗҫ. Вӗсене Шюкрю Октач Интернет урлӑ тимлесех вӗреннӗ-мӗн. Хӑй хальлӗхе чӑвашла пӗлмест пулин те чӑваш кӗввисене илтнипех чӗлхене юратса пӑрахни пирки пӗлтерчӗ хӑна. Турккӑ чӗлхисӗр пуҫне акӑлчан, финн, вырӑс чӗлхисемпе ҫӑмӑллӑнах калаҫакан Шюкрю Октачпа пӗрле студентсем те хавхалансах «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Вун саккӑрта чух» юрӑсене янраттарчӗҫ кӑна.
— Чӑваш ене эпӗ иккӗмӗш хут килтӗм. Пӗлтӗр Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» фестивалӗнче пулса курнӑ май Э.
Паянхи аслӑ вӗренӳ заведенийӗн задачисен шутне студентсене пӗлӳ парасси ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫамрӑксем епле татса панине сӑнаса тӑрасси те пулса тӑрать. Ҫавна май чӑваш филологийӗпе культура ӗҫченӗсем тӑтӑшах тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан специалистсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть факультет вӗренекенӗсемпе тата ӗҫченӗсемпе Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Леонид Ильич Черкесов тӗл пулчӗ. Вӑл юлашки ҫулта хула епле ҫӗнелсе хитреленни пирки каласа пачӗ. Тӗп хула кӑна мар, Чӑваш Республики те хӑтлӑ пултӑр тесе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ушкӑнӗ мӗнле ӗҫсем туса ирттерни пирки те тӗплӗн ӑнлантарчӗ. «Паянхи ҫамрӑксем — Чӑваш ен пуласлӑхӗ. Вӗсем пирӗн хулара тӗпленнччӗр тесе тӗрлӗ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав шутрах — ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшас енӗпе те», — тесе пӗлтерчӗ хӑна.
Тӗл пулура ҫавӑн пекех университет ректорӗ В.Г. Агаков та тухса калаҫрӗ.
Авӑнӑн 26-мӗшӗ Анат Камӑри чӑваш гимназийӗн иккӗмӗш класӗнче вӗренекен ачасемшӗн паллӑ кун пулса юлчӗ. Уроксем хыҫҫӑн вӗсем класа ҫирӗплетнӗ ветеранпа Наталья Александровна Зотеевӑпа Н.А. Атряскин ячӗллӗ музейра тӗл пулчӗҫ.
Ветеран каласа панӑ тӑрӑх Анат Камӑра пурӑнакан чӑвашсемшӗн Николай Александрович нумай паллӑ ӗҫсем тунӑ, чӑваш вырсарни шкулне уҫас тесе нумай вӑй хунӑ: тӗрлӗ шкул директорӗсемпе тӗл пулса чӑваш ачисене вырсарни шкулне пуҫтарас тӗллевпе калаҫу ирттернӗ, чӑваш чӗлхипе чӑваш культурине аталантарас тесе чӑваш ачисен ашшӗ-амӑшӗсемпе те ӗҫленӗ, тӗлпулусем ирттернӗ.
Ҫапла майпа Николай Александрович тӑрӑшнипе 1991 ҫулта чӑваш вырсарни шкулӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. 1999 ҫулччен Николай Александрович чӑваш обществин председателӗнче те ӗҫленӗ.
Ку кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унтан вара чӑваш гимназине уҫма шутланӑ, нумай вӑй хунӑ. Чӑваш гимназине уҫнӑ ҫӗрте Николай Александровичӑн тивлечӗ пысӑк.
Вӑл тӑрӑшнипе халь ачасем чӑваш гимназийӗнче тӑван чӗлхепе вулама-ҫырма вӗренеҫҫӗ, тӑван халӑх культурипе паллашаҫҫӗ.
Патӑрьел тӑрӑхӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе пуян. Вӗсен хушшинче хисеплӗ ята тивӗҫнӗ хӗрарӑмсем те ҫителӗклех. Вӗсенчен пӗри — Юлия Силэм ҫыравҫӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эпир унӑн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӑмар. Паян пирӗн юратнӑ ҫыравҫӑ хӑйӗн тӑван Патӑрьел тӑрӑхне Валери Тургай, Улькка Элмен ҫыравҫӑсемпе килсе ҫитрӗ. Малтан Патӑрьел вулавӑшӗнче, каярах хӑйен тӑван ялӗнче ентешӗсемпе, вулавҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Эпир унӑн «Пылпа ҫӑкӑр», «Ҫылӑхлӑ хӗрарӑм», «Хӗрӗхри хӗр», «Юр ҫинчи кӑвайт» тата ытти нумай хайлавӗсене пӗлетпӗр, юратса вулатпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |