Вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, Венгри ҫӗршывӗнчен ача-пӑча делегацийӗ Шупашкара хӑнана ҫитмелле. Ку йӑлана Шупашкарпа Эгер (вӑл шӑп та лӑп Венгрире вырнаҫнӑ) хулисем тӑванлашнӑ хыҫҫӑн пуҫарса янӑ. Ҫавна май утӑн 14-31-мӗшӗсенче венгр ача-пӑча ушкӑнӗ кану программипе килешӳллӗн сывлӑха ҫирӗплетекен тата пӗлӳ паракан «Бригантина» центрта кун каҫаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ йӗркеленӗ культура мероприятийӗ программипе килешӳллӗн килсе ҫитнӗ хӑнасене хулан паллӑ вырӑнӗсемпе, наци историйӗпе тата йӑла-йӗркисемпе паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех хула музейӗсенче, кану паркӗсенче, кондитер фабрикинче, тӗрлӗ предприятисенче экскурсисем иртерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне венгр ача-пӑчисем хула ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ку икӗ тӗрлӗ хулари ҫамрӑксем хушшинче туслӑ ҫыхӑнусене йӗркелеме пулӑшӗ.
Пӗлме, 2007 ҫулта Шупашкарти пултаруллӑ ача-пӑча ушкӑнӗ Эгер хулин муниципалитечӗ йыхравӗпе «Культурӑсен тӗлпулӑвӗ» халӑхсем хушшинчи ача-пӑча лагерьне кайса курнӑ. Унта вӗсене хула историйӗпе, культурипе, паллӑ вырӑнӗсемпе, йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ.
«Хӗрлӗ парӑс» уйлӑха ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата чикӗ леш енчи чӑваш диаспорин ачисене ҫулсеренех канма пухаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен кану тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, смена утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Канма Пушкӑрт тата Тутар, Мари Эл, Беларуҫ республикисенчен, Ӑренпур, Пенза, Самар, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата Мускав хулинчен 46 ача килсе ҫитнӗ. «Хӗрлӗ парӑса» лекиччен вӗсен хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енпе кӑтартма тивнӗ. Мӗншӗн тесен уйлӑха килмелли путевкӑсемпе вӗсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн хавхалантарнӑ.
Вӗсемпе республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ.
«Сывлӑх сунатпӑр», — тесе кӗтсе илнӗ вӗсем министра. Пысӑк хӑнана вӗсем туслӑх сулли парнеленӗ. Уйлӑхра канакансене Вадим Петрович республикӑн культура пурнӑҫӗ, Чӑваш Енӗн паллӑ вырӑнӗсемпе ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑхра вӑхӑта ирттернӗ вӑхӑтра ачасем республикӑри пултаруллӑ чӑвашсемпе тӗл пулӗҫ, ҫӗннине-кӑсӑклине самай пӗлӗҫ.
Сӑнсем (10)
Паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Болгари Республикин Раҫҫейри полномочиллӗ элчипе Бойко Коцевпа тӗл пулнӑ. Хӑна ӑна «Самар хӗресӗ» паллӑпа чысланӑ. Ӑна ҫӗршывсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассишӗн ҫине тӑракан Болгари тата Раҫҫей ҫыннисене параҫҫӗ иккен. Наградӑна Болгарие османсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май кӑларнӑ.
Тӗлпулура енсем ӗҫлӗ ҫыхӑнусене аталантарссине сӳтсе явнӑ. Экономикӑпа туризма аталантарма Шупашкар тата София хуласене самолетпа ҫыхӑнтарас шанчӑк пур.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче, республика тӗп хулине ӗҫпе Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ сучӗн судьи Александр Зырянов килсе ҫитнӗ.
Шупашкар хӑни Республика Элтепӗрепе, Михаил Игнатьевпа, тӗл пулнӑ. Тӗлпулура Зырянов республика пуҫлӑхне мӗн тӗллевпе килни пирки каласа панӑ — кунта вӑл планпа тӗрӗслев ӗҫне ирттерме палӑртнӑ иккен.
Унсӑр пуҫне аслӑ судья республикӑри мӗнпур суд ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ятарлӑ комисси паянхи куна Шупашкарти Мускав тата Ленин районӗн сучӗсене тӗрӗслеме те ӗлкернӗ.
Тӗлпулура Михаил Игнатьевпа Александр Зырянов республикӑри суд системине ҫӗнӗтес ыйтӑва хускатнӑ. Суд органӗсен пахалӑхне ӳстересси ҫинчен сӑмах ҫӗкленӗ.
Хӗрлӗ хӗрес обществи пирки маларах вӗҫӗмех аса илтеретчӗҫ-ха. Халӗ темӗнле ыркӑмӑллӑх фончӗ те пур та, вӑл хӑлхаран кайман сӑмах тееймӗпӗр. Ҫапах та Хӗрлӗ хӗрес обществи халӗ те ӗҫлет иккен. Ытларикун Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн Хӗрлӗ хӗрес обществин председателӗпе Раиса Лукутцовӑпа тӗл пулнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ене вӑл кунти халӑха гуманитари пулӑшӑвӗ мӗн чухлӗ кирлине пӗлессишӗн килсе ҫитнӗ иккен.
Раиса Лукутцкая сӑнанӑ тӑрӑх, Чӑвашра инкексем сахал пулаҫҫӗ иккен. Вӑл республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви Хӗрлӗ хӗрес обществипе килӗштерсе ӗҫленине те палӑртнӑ.
Михаил Игнатьевпа Раиса Лукутцкая инфекци чирӗсем, туберкулёз, ВИЧ-инфекци сарӑласран туса ирттермелли ӗҫсем пирки те калаҫу пуҫарнӑ.
Красноармейскинче Бавари Ҫӗрӗн Лапперсдорф общинин (районӗн) делегацийӗ пулса курчӗ.
Ун йышӗнче — 19-ӑн, ҫав шутра Эрих Доллингер бургомистр мӑшӑрӗпе — Йоханнапа тата Ханс Тодт альтбургомистр мӑшӑрӗпе — Каролинӑпа, ыттисем — община парламенчӗн депутачӗсем, хуҫалӑхсен, вӗрентӳ, культура, коммуналлӑ организацисен ертӳҫисем. Ҫулҫӳреве икӗ ен туслӑх кӗперне хывнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Делегацине Трак вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш сӑрипе тата юрӑпа тарават кӗтсе илчӗҫ.
Шкул директорӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Г. Юлмасова вӗрентӳ учрежденийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. «Эпир чылай проекта пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлетпӗр, ҫав шутра нимӗҫ чӗлхине республикӑра анлӑрах сарас енӗпе те. Ку чӗлхене ачасем юратса вӗренеҫҫӗ, ҫӑмӑллӑнах калаҫма хӑнӑхаҫҫӗ. Пирӗн шкулта пӗлӳ илнӗ вунна яхӑн ҫамрӑк хӑйӗн пурнӑҫне Германипе ҫыхӑнтарнӑ. Ачасен пӗр ушкӑнӗ кӗҫех Англире ҫулҫӳревре пулса курать», — пӗлтерчӗ Галина Илларионовна.
Чӑваш апатне — хуран куклине — тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн инҫетри ҫывӑх туссем шкулпа паллашрӗҫ: пуҫламӑш классен пӳлӗмӗсене, этнопедагогика музейне кӗрсе курчӗҫ, «Ачасен Арбачӗн» ӗҫне хутшӑнчӗҫ, ачасене сувенирсем пачӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Ене ҫӗршывӑн паллӑ политикӗсенчен пӗри — Геннадий Зюганов — парти канашлӑвне ирттерме килсе ҫитнӗ. Унпа республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, Чӑваш Ен Элтепӗрӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев, официаллӑ тата ытти ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Геннадий Зюганов КПРФ фракцийӗ Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче ҫӗршывӑн аграри секторне пулӑшас тӗллевпе сахал мар ӗҫ туса ирттернине пӗлтернӗ. Ҫӗршывӑн тӗп коммунисчӗ Раҫҫей Пӗтӗм тӗнчери суту-илӳ организацине кӗнӗ хыҫҫӑн сысна тата кайӑк-кӗшӗк отрасльсене йывӑр килнине, анчах вӗсен чун ыратӑвне правительство тивӗҫлипе йышӑнманнине палӑртнӑ-мӗн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Геннадий Зюганова республикӑн кӑҫалхи хыснан тӗп саманчӗ социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑнни пирки асӑнса хӑварнӑ. Шупашкар шыв управне 68-мӗш метр таран хӑпартас ыйтӑва хускатнӑ май Михаил Васильевич шыв ӑшӑх пирки Атӑлӑн экологийӗ ҫулсерен япӑхса пынине, шыв транспортне вара аталантарса яма кансӗррине палӑртнӑ.
«Ӳссен эсӗ кам пулатӑн?» — ҫакӑн пек калаҫу пулса иртрӗ ӗнер республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче. Мероприяти хулари 20-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекенсемпе иртрӗ. Вӗсем Наталия Герасимова класс ертӳҫипе пырса ҫитрӗҫ.
Аслӑ классене ҫитсен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ҫул юппине пырса тухать: унталла каймалла-и е кунталла-и? Тен, унта та, кунта та мар, пачах тепӗр енне?.. Ҫапла пуҫ ватнӑ самантра вырӑссен пӗр юмахӗнчи самант аса килӗ. Астӑватӑр-и: сулахаялла кайсан вилӗм тупӑн, сылтӑмалла кайсан лашуна ҫухатӑн, тӳрӗ кайсан телей тупӑн тенӗччӗ-и-ха унта?.. Ҫапла, юмахра ӑҫта кайсан мӗн пулассине калаҫҫӗ хӑть. Пурнӑҫра вара апла мар — ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивет.
«Епле професси суйлассине палӑртнӑ-и-ха эсир?» — ыйтрӗ ачасенчен вулавӑшӑн информаципе библиографи уйрӑмне ертсе пыракан Наталья Петроградская библиотекарь. «Космонавт!» — шӳтленӗн туйӑнчӗ ачасенчен пӗри (чӑннипех ҫавӑн патне ӑнтӑлать пулсан ӑна ӑнӑҫу сунасси ҫеҫ юлать). «Учитель», «инженер», — хуравларӗҫ хӑшӗсем. Чылайӑшӗ вара шарламарӗ.
Ҫӗр ҫинчи ҫӗр-ҫӗр профессирен пӗри — журналист. Ҫакӑн пирки каласа кӑтартрӗҫ те ачасене библиотекарьсем.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкул вӗрентекенӗсемпе Муркаш тӑрӑхӗнчи вӗрентӳ ӗҫченӗсен хушшинчи туслӑ ҫыхӑну ҫирӗпленсех пырать. Иртнӗ ҫул ҫу уйӑхӗнче Муркаш районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Пучинкере кашни ҫул иртекен «Чӑваш вӑййине» килнӗччӗ, ӗнер вара, пушӑн 27-мӗшӗнче, Муркашри «Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн» ӗҫченӗсем хӑнара пулчӗҫ. Хӑнасен тӗллевӗ — пучинкесенчен тухья тӑвас ӑсталӑха вӗренесси.
Ӗҫлӗ тӗлпулу шкулти таврапӗлӳ музейӗнче иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Е.М.Михайловапа Л.Н.Клементьева мастер-класс ирттерчӗҫ. Вӗсем тухья ӑсталас вӑрттӑнлӑхпа паллаштарчӗҫ, вӗтӗ шӑрҫапа эрешсем ҫыхма вӗрентрӗҫ. Кружока ҫӳрекен ачасем те хӑйсен ӑсталахне кӑтартрӗҫ.
Тӗлпулу тухӑҫлӑ иртрӗ, хӑнасем кӑмӑллӑ юлчӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушӑн 18-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкара Австри элчи Маргот Клестиль-Лёффлёр ҫитмелле. Хӑнасен ушкӑнӗ йышлӑ пулӗ — элчӗпе пӗрле Австрири 17 тӗп предприятисен ҫыннисем те килӗҫ.
Республика пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнисӗр пуҫне хӑнасем Чӑваш Республикин предприятисен ҫыхӑну биржине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗҫ, ҫавӑн пекех «Акконд», трактор кӑларакан савутпа паллашӗҫ. Программӑра Чӑваш наци музейӗпе «Тракторӑн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ» те пур.
Австри хӑнисемпе ҫыхӑну пуҫарас шутлисене пушӑн 18-мӗшӗнче Ехрем купса бульварӗн 3-мӗш ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ. Малтан заявка памалла. Тӗлпулусем тӳлевсӗр, 10 сехетре пуҫланаҫҫӗ те 18 сехетре вӗҫленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |