Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Хутар ялӗнче Чӑваш халӑх сӑвӑҫи Валери Туркай хӑнара пулчӗ. Пуҫтарӑннӑ ял халӑх умӗнче Туркай хайӗн юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑввисемпе паллаштарчӗ, нумайӗшне вуласа пачӗ. Сӑвӑҫ ҫӗршывра пулса иртекен пулӑмсене хӑй евӗрлӗн кӑтартса пани итлекенсене килӗшрӗ, нумайӗшӗ килсене саланма хыпаланмарӗҫ, калаҫӑва хутшӑнчӗҫ. Валери Туркай Хутар вулав ҫуртне хайӗн ҫырӑвӗсен пуххине те парнелерӗ. Ку шутра «Салам, сӑртсен-тусен ҫӗршывӗ!», «Манӑн пил» тата «Шурӑ фарфор чашӑк».
Ҫакӑн евӗр «каҫсем» йышлӑрах пулсан чӑваш чӗлхи аталанас ыйту тапранасса шанас килет.