ҪУР | 23 |
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администраци ертӳҫи Александр Иванов ЧНК ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ иккен, унта вӗсем конгресӑн пуласлӑхне сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулӑва культура министрӗ Вадим Ефимов, ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫи Алексей Леонтьев, ЧНК ӗҫтӑвӑм комитечӗн председателӗ Константин Портнов тата Николай Лукианов юрист хутшӑннӑ. Кӑсӑклӑ самант — культура министерствинчен яланах тенӗ пек хутшӑнакан Михаил Краснова тата Архипов чирлӗ вӑхӑтра ЧНК президенчӗн ӗҫне туса пынӑ Валерий Клементьева (Архипов вырӑнне вӑл талпӑнать теҫҫӗ) чӗнмен иккен.
Тӗлпулура Александр Иванов конгресс ӗҫне сивленӗ, Элтепӗр администрацийӗн ертӳҫине уйрӑмах ЧНК политикӑпа экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеменни, ытларах фольклорпа кану енне сулӑнни килӗшмен.
Клементьев вырӑнне Лукианова чӗнни те ҫитес суйлавра тӳре-шара ЧНК ертӳҫинче Николай Лукианова ҫӗнтерессе шанни сисӗнет. Паллах, хӑй вӑхӑтӗнче ЧАП партие ертсе пынӑ паллӑ юрист конгресс президенчӗн пуканне йышӑнсан ЧНК-ра улшӑнусем пулса иртмеллех.
Ӗнер, ҫурлан 22-мӗшӗнче, Шупашкара вӗренӳ тата ӑслӑлӑх ӗҫӗн пайне сыхлакан федераллӑ службӑн ҫӗнӗ ертӳҫи Сергей Кравцов килсе ҫитнӗ. Талӑк хушшинче вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ, ача ҫурчӗпе психологи-вӗренӳ реабилитацийӗпе коррекци центрне кӗрсе тухнӑ. Унсӑр пуҫне ӗнер республика тӗп хулинче вӗрентекенсен конференцийӗ иртнӗ, Сергей Кравцов унта та тухса калаҫнӑ.
— Чӑваш Республикинчи вӗренӳ системи лайӑх аталану кӑтартать, унсӑр пуҫне федераллӑ проектсенчен нумайӑшне те хутшӑнать. Сирӗн тӑрӑхра пуҫтарнӑ сӑнава ҫӗршывӑн ытти хуласемпе ялсенче те усӑ курма мелле пулӗ, — тенӗ ертӳҫӗ.
Сергей Кравцовпа Михаил Игнатьев республикӑра вӗренӳ системине аталӑнтарас ыйтӑва татса панӑ. Республика Элтеперӗ вӗрентекенсен шалу укҫи мӗнлерех ӳсни ҫинчен ӑнлантарса панӑ тата ҫӗнӳ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнӗ пӗтӗм шкул ачасене йышӑнма хатӗр пулассине шантарса каланӑ.
Ӗнер РФ Следстви комитечӗн республикӑри Управленийӗнче пресс-конференци иртрӗ. Унта ведомствӑн ҫур ҫулхи ӗҫӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприятисенчи евӗрех нумай цифра асӑнчӗҫ. Вӗсемпе Управлени ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев паллаштарчӗ.
Ҫапах та пресс-конференцин самай пайӗ нумаях пулмасть пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗп фигуранчӗ — Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев — тавра пычӗ. Сӑмах май, ҫӗр сутма ирттерекен аукционта Моисеев пӗр усламҫӑна ҫӗнтерме пулӑшма шантарнӑ имӗш. Ҫакӑншӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 4 миллион тенкӗ ыйтнӑ пулать. Сӗтевӗн ҫуррине — 2 миллионне — панӑ чух ҫакланнӑ иккен. Ҫӗре Моисеев ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен каярах строительство валли куҫарма шантарнӑ-мӗн.
Журналистсенчен хӑшӗ ку ӗҫре политика сӗмӗ, апла тӑк ура хурас тени ҫук-и тесе кӑсӑкланчӗ. Следстви управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен пайӗн ертӳҫи Радислав Родионов ун пек факта хирӗҫлерӗ. Юри такӑнтарас тенине вӗсем тӳрех сисессине пӗлтерчӗ.
Тӗпчевҫӗсене ӗҫлеме кансӗрлемеҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланакан та пулчӗ.
Паян чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов, Олег Мешков вице-спикер тата Николай Маловпа Игорь Кушев депутатсем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫӑвӑн тӗп теми Чӑваш Патшалӑх Канашӗн черетлӗ тапхӑрне сӳтсе явасси пулчӗ. Астӑвакансем каланӑ тӑрӑх, кун пек мелпе тӗлпулу йӗркелени унччен пулман. Калаҫӑва спикер журналистсене республикӑн саккунсем кӑларакан органне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунинчен пуҫларӗ.
Тӗлпулӑва пынӑ МИХсен ӗҫченӗсенчен депутатсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫивӗч ыйту самай парасса кӗтнӗн туйӑнчӗ. Ҫапах та, ӗҫтешӗмсем ан кӳренччӗр те, анчах «шӑллӑ» ыйту хускатакансем сахалрах пулчӗҫ. Кӑсӑклӑраххисен шутне, ман шутпа, «халӑх тарҫисене» тӗрлӗ блогра, Интернет-кӑларӑмсенче хурланине вӗсем епле йышӑнни; мӗншӗн хӑш-пӗр депутат сесси вӑхӑтӗнче ҫине-ҫинех сӑмах калани, теприсем вара ҫӑвара шыв сыпнӑн ларни пирки; саккун проекчӗсене ытларах чух Чӑваш Ен Элтеперӗ сӗнни депутатсем пуҫаруллӑ маррине пӗлтермест-и; парламентӑн пӗр-пӗр сессине чӑвашла ирттерме шухӑшламастӑр-и тесе кӑсӑкланнине тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр саманта кӗртмелле-тӗр.
Чӑвашла ирттересси пирки каласан, «маншӑн, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, кунта пурӑнакан, ялан чӑвашла калаҫакан ҫыншӑн (ҫемьере ман виҫӗ ача, виҫҫӗшӗ те чӑвашла калаҫаҫҫӗ, арӑмпа та чӑвашла калаҫатпӑр) чӑвашла калаҫма, ертсе пыма питӗ ҫӑмӑл, кӑмӑллӑ.
Паян, утӑн 31-мӗшӗнче «Грани» хаҫат редакцинче журналистсен Чӑваш Енӗн премьер-министрӗпе Иван Моторинпа тата республикӑри хыпар политики тата массӑллӑ коммуникацийӗсен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗлпулу иртнӗ.
ЧР министӑрсен кабинечӗн председателӗ экономика кӑтартӑвӗсем чакни ҫинче, хуласене пӗрлештерни ҫинчен, Шупашкар шыв управӗн шайне хӑпартни ҫинчен, ТБО полигон ҫинчен, эрех таврашне сутасси ҫинчен тата ытти пулӑмсем ҫинчен калаҫнӑ.
Тӗлпулура хускатнӑ ыйтусене шӑматкун тухакан «Грани» хаҫат номерӗнче вуласа пӗлме пулать.
«Вӗренни пӑсмасть» ҫак каларӑша тӗпе хурса республикӑри инкекрен хӑтаракансем ҫуллахи кунсем пуҫланнӑранпа сывлӑха ҫирӗплетекен ача-пӑча уйлӑхсенче профилактика кунӗсене ирттереҫҫӗ. ИӖМ ӗҫченӗсем кашни ӑстрӑмра вӗренӳ ӗҫӗсене йӗркелеҫҫӗ. Шӑматкун вара, утӑн 19-мӗшӗнче, вӗсем «Бригантина» уйлӑхра Хӑрушсӑрлӑх кунне хутшӑннӑ. Ку тӗлпулӑва сыхлав ӗҫӗн управленийӗн инспекторӗсем Александр Андриянов тата Ольга Реброва йӗркеленнӗ. Ведомствӑ ӗҫченӗсем ача-пӑчасене пушара асӑрхасан тата шыва кӗрсессӗн мӗнле тыткаламалли ҫинчен каласа панӑ.
ИӖМ ӗҫченӗсем шӑпӑрлансемпе тӗрлӗрен конкурссемпе викторинӑсем ирттернӗ, ачасем тупмалли юмахсем ҫине тупсӑмсем шыранӑ. Унсӑр пуҫне инкекрен хӑтаракансем хӑйсен вӗрентӗвне сӑмахпа кӑна мар куҫӑмлӑ та ҫирӗплетнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсен тумне арҫын ачасемпе пӗр тан хӗрачасем те тӑхӑнса пӑхма кӑмӑлланӑ.
Хыҫҫӑн ИӖМ ӗҫченӗсем шӑпӑрлансене савӑнмалӑх шыв тумламӗсенчен фейерверк тунӑ.
Тӗлпулу вӗҫнелле ҫулӑмпа кӗрешекенсем уйлӑхра вӗренӳллӗ эвакуаци ирттернӗ.
Чӑваш халӑхӗ яланах хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, тӗллевлӗхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, лартнӑ тӗллевсене вара яланах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пирӗн республика пысӑках мар пулин те, халӑхӗ вара пирӗн чӑннипех-ҫке маттур. Чӑваш Республики вара хӑйӗн пин-пин юрӑ, пин-пин тӗррипе кӑна мар килленме пултарать, чӑваш ҫӗрӗн халалӗпе чӑмӑртаннӑ спортсменкӑсемпе те мухтанма тивӗҫ.
Ӗнер, утӑн 18-мӗшӗнче, 14:00 сехетре правительство ҫуртӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Универсиадӑран тӑван кӗтӗсе ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменкӑсемпе тӗл пулнӑ. Йышӑннӑ йӑла тӑрӑх Михаил Васильевич спортсменкӑсене: Екатерина Красновӑна, Ирина Юманова, Кристина Савицкая, Наталья Пучковӑна, Алина Прокопьевӑна пуш аллӑн кӗтсе илмен, хӗрсене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарас тесе ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Ҫӗнтерҫӗсене саламлама физкультура, спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, спортменсенкӑсен тренер-вӗрентекенӗсем килсе ҫитнӗ. Чи малтанах Михаил Игнатьев хӗрсенчен вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ҫӗнсе илнӗ медальсем ҫинчен те сӑмах хускатнӑ.
— Универсиадӑра хутшӑннӑ спортсменсене пысӑк ҫитӗнӗвӗсемшӗн чун-чӗререн саламлатӑп.
Кӗрлесе иртсе кайрӗ ӗнтӗ Хусанти ҫуллахи Универсиада. Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсемпе эпир тивӗҫлипех мухтанма пултартпӑр. Вӗсем ҫӗнсе илнӗ 9 медаль республика чысӑшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Универсиадӑра вара пирӗн спортсменкӑсем кӑна мар хастаррӑн вӑй хунӑ, республикӑран Хусана ҫул тытнӑ 193 волонтер та хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипех пурнӑҫланӑ теме май пур.
Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗ умӗнчи тӳремре волонтерсен делегийӗпе тӗлпулк иртнӗ. 193 ҫамрӑк виҫӗ эрне хушши спорт объекчӗсенче тӑрмашнӑ.
Волонтерсене Чӑваш Енӗн вӗренӳ пайӗ тата ҫамрӑксен политикин министр ҫумӗ Сергей Кудряшов тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗ Олег Викторов салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. «Чӑваш Енӗн команди 2013» волонтерсен центрӑн регионаллӑ координаторӗ Софья Белова вара Сергей Владимировича Универсиада дирекцийӗ чысланӑ тав хутне алла тытарнӑ.
Савӑнӑҫлӑ тӗлпулӑва волонтерсем хӑйне евӗр ташӑ флэшмобӗпе вӗҫленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Александр Алка ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна халалласа Кӗнеке палати «Тӑван тӑрӑхӑн юрӑҫи» ятпа электрон курав хатӗрлет. Ӑна хатӗрлекенсем ӗнер сӑвӑҫӑн хӗрӗпе Вера Ходорченкопа тӗл пулнӑ.
Кӗнеке палатин ертӳҫи Александр Магарин пичет архивӗн хальхи тӑрӑмӗпе паллаштарнӑ, пичет хучӗсен фондне йӗркелессин тата упрассин вӑрттӑнлӑхӗсене ҫуса панӑ.
Тӗлпулура электрон куравӑн иккӗмӗш пайӗ пирки уйрӑмах сӳтсе явнӑ иккен. Унта Александр Алкан кӗнекисемпе брошюрисем, унӑн хайлавӗсем вырӑн тупмалла. Вера Александровна хӑйӗн енчен май килнӗ таран пулӑшма пулнӑ.
Утӑн 7-мӗшӗнче «Сурские зори» кану базинче «Хавал» уйлӑхӗ 4-мӗш хут пухӑнчӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен — ача-пӑчасенчен пуҫласа ваттисем таранах.
«Хавал» уйлӑхра кашни кун тӗрлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, тӗрлӗ теметикӑпа калаҫусем иртеҫҫӗ — историпе, генетикӑпа, чӑваш культурипе. Ытти тӗрлӗ мероприятисемпе те пуян — ирхи хусканусем, таврари кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашни, тӗрлӗ вӑйӑсем. Ҫавӑнпа та вӗсен кану хаваслӑ иртет, тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.
Уйлӑхӑн тӗп вырӑнне чӑваш чӗлхине вӗренесси йышӑнать. Чӑн та, кунта ытларах чӑвашла пӗлменнисем пухӑннӑ, ҫавӑнпа та вӗсемшӗн чӑвашла калаҫни, чӑвашла тӗлпулусем ирттерни питӗ усӑллӑ. Кашни ҫыннӑн пӗлӗвӗ тӗрлӗрен пулнӑран вӗренӳ ушкӑнӗсене те виҫҫӗ йӗркеленӗ — малти ӳсӗмрисем, вӑтам ӳсӗмрисем тата чӑвашла лайӑх пӗлекеннисем.
«Хавал» уйлӑх вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |