Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсем ыйтнипе РФ Президентне Владимир Путина телеграмма янӑ.
Дмитрий Евсеев унта авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе тӗлпулу ирттерме, вӗсене ҫурт уйӑрса парас ыйтӑва уҫӑмлатма ыйтнӑ.
Телеграммӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче авариллӗ ҫуртри ҫынсем митинг ирттернӗ. Вӗсем ҫурта аркатма тытӑннӑ хыҫҫӑн йывӑрлӑхра-мӗн. Вӗсем Владимир Путин юпа уйӑхӗнче Шупашкара килнӗ май тӗлпулу ирттерме ыйтнӑ.
Ангелина Павловская 4–5 ҫул хушшинче ҫырас ӗҫре питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑн кашни ҫулах пӗрер кӗнеке пичетрен тухса пынӑ. 2010 ҫулта «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Вулакансем 2013 ҫулта «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 1-мӗш кӗнекипе паллашнӑ. Кӑҫал, 2014 ҫулта, «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 2 -мӗш кӗнеки кун курнӑ, ӑна вулакансем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ. Роман сюжечӗ ҫав тери ҫивӗччӗн явӑнса пырать. Романа амӑшӗсене халалланӑ гимн теме те пулать. Анчах та ҫак хайлавӑн вӗҫӗ пӗтмен иккен. «Ҫак кӗнекери сӑнарсен малаллахи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансен 3–мӗш кӗнекине ҫырса пӗтерсе пичетрен тухасса ҫулталӑк кӗтме лекет», — тесе пӗлтереҫҫӗ Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗнче.
Ангелина Павловская Пысӑк Енккасси ял вулавӑшӗнче яланах кӗтнӗ хӑна. Вӑл 10–мӗш класра вӗренекен ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ. Хӑйӗн ҫырас ӗҫӗ хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каласа панӑ, ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштарнӑ. Унтан паянхи ҫамрӑксем мӗнле пурӑнни, мӗнпе интересленни ҫинчен калаҫнӑ. Ҫак темӑна ҫыравҫӑ «Саланнӑ кӗлте» хайлавӗнчи Венера сӑнарӗпе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ.
Патӑрьел районӗнче Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ Николай Васильев отставкӑри полковникпа тӗл пулнӑ. Хисеплӗ ентешӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов паян курнӑҫнӑ.
Николай Васильев тӑван тӑрӑхӗнчи вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Калининградри аслӑ ҫар училищине вӗренме кӗнӗ. Ҫӗршывӑн Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӗнче вӑл чӗрӗк ӗмӗре яхӑн хӗсметре тӑнӑ. Ҫулсерен вӑл тӑван тӑрӑхне таврӑнать иккен, ӳсекен ӑрупа тӗл пулать. Унӑн каласа памалли нумай. Афганистанра, Кавказра пулнӑ. Хисеплӗ сапер шутланать, Калининград облаҫӗн хисеплӗ ветеранӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе калаҫнӑ май ӗнерхи сапер тӑван тӑрӑх хитреленсе пынине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне полковник тӑван шкулта пулнӑ, аслӑ класра вӗренекенсемпе харсӑрлӑх урокӗ ирттернӗ.
Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ.
Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ.
Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ хулари тӗп вулавӑшра «Классика вулатпӑр» акци пырать. Ӑна нумаях пулмасть хулари 39-мӗш шкулти пиллӗкмӗш «и» класра ирттернӗ. Хӑнана Светлана Асамат сӑвӑҫа, юрӑҫа тата композитора йыхравланӑ.
Светлана Асаматпа кӗскен паллаштарас тӑк, вӑл — чӑваш культуринче паллӑ ҫын, 100 ытла эстрада юррин, 14 кӗнеке авторӗ. Ачасене вӑл хӑйӗн сӑввисемпе паллаштарнӑ. Ача чухне вуланӑ кӗнекесем унӑн пултарулӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Сасӑпа вулама ачасем вырӑссен классикӗн Антон Чеховӑн «Лошадиная фамилия» калавне суйласа илнӗ. Ӑна Светлана Асамат вуланӑ. Тӗлпулура «Чувашские легенды и сказки» кӗнекери хайлавсене те вуланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 4-мӗшӗччен Вӑрнар районӗнче гражданла хӳтӗленӳ уйӑхлӑхӗ пырать. Ӗнер вара Юпшикри клуб администраторӗ Елена Владимирова пуҫарнипе Чернобыль инкекне пӗтерме хутшӑннӑ Георгий Леонтьевпа тӗл пулу йӗркеленӗ.
Георгий Григорьевич — Юпшик ялӗнчен. 1954 ҫулта ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи нарӑсра ӑна Чернобыльти инкеке сирме янӑ. Унта вӑл утӑ уйӑхӗччен пулнӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ тӑрӑхран, тӗрӗсрех, ҫав ялтан, Валерий Митрофанов та унта хутшӑннӑ.
Сӑнсем (3)
Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта вӗренекенсем авӑн уйӑхӗнче Совет Союзӗн Паттӑрне Павел Иванова халалласа мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть кашни класра класс сехечӗ иртнӗ. 10-мӗш класра вӗренекенсем радиохаҫат хатӗрленӗ. Унта — паллӑ ентешӗ пирки.
Вӗренекенсем Павел Ивановӑн хӗрӗпе Альбина Адамовӑпа тӗл пулнӑ. Альбина Павловна хальхинче те шкул музейне кӗнекепе пуянлатнӑ.
Шкул администрацийӗ йӗркеленипе ачасем Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ тӑрӑха — Иваново ялне — кайса килнӗ. Кадет класӗнче вӗренекенсем Василий Михайловпа тӗл пулнӑ. Вӑл Павел Иванов ҫуралнӑ килте пурӑнать. Кадетсем ӑна Герой ятне тивӗҫлипе упранӑшӑн тав тунӑ.
Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ.
Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ.
Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл.
Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ.
Чӑваш Ен Севастопольпе, Ставрополь енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗнни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗччӗ. Килӗштерсе ӗҫлеме палӑртакан регионсен шутӗнче Севастополь хулипе Ставрополь енӗсӗр пуҫне Ямал-Ненецк автономи округне те асӑннӑччӗ. Хыпарта сӑмах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Сочи-2014» ятпа иртекен Пӗтӗм тӗнчери инвестици форумне хутшӑнни пирки пынӑччӗ.
Ӗҫлӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пирӗн республикӑпа Раҫҫейӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви промышленноҫ тата суту-илӳ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кунсӑр пуҫне Крым Республикӑн Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Аксенов суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, социаллӑ пурнӑҫ тата культура енчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки хут ҫырсах калаҫса татӑлнӑ.
Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн художниксен союзӗн пайташӗсемпе Вениамин Мефодьевпа тата Анатолий Петровпа тӗл пулнӑ. Анатолий Петров 34 ҫул Чукоткӑри Анадырь хулинче пурӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫей художниксен союзӗн Чукоткӑри регионти уйрӑмӗн правленине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхне таврӑннӑ, живопиҫпе аппаланать, чӑваш тумӗпе тата натри чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе кӑсӑкланать.
Вулавӑшра Евдокия Каширина ӑста «Ал ӑсти» кружокӑн куравӗпе паллаштарнӑ, пуҫа тӑхӑнмаллисене хатӗрлеме вӗрентнӗ. Кружок пайташӗпе Зинаида Тихоновӑпа иккӗшӗ наци тумне кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |