Красноармейски районӗнчи шкулсенче Литература ҫулталӑкне халалласа чылай мероприяти ирттернӗ.
«Эпир вун-вун пултарулӑх ҫыннипе тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр. Хамӑр ентешпе, пултаруллӑ, пур енлӗ талантлӑ В.В. Рудниковапа иртнӗ тӗлпулу та чылайччен асра юлӗ», — тесе пӗлтерет кун пирки вӑл тӑрӑхри Р. Яковлева.
Валентина Васильевна Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Енӗшкассинчи пуҫламӑш шкула «4» тата «5» паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси шкулӗнче вӑтам пӗлỹ илнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пединститучӗн химипе биологи факультетне вӗренме кӗнӗ. Студент ҫулӗсенче спортпа туслӑ пулнӑ вӑл, тӑтӑшах ӑмӑртусене хутшӑннӑ, япӑх мар кӑтартусемпе палӑрнӑ. Аслӑ шкулта пӗлӳ илнӗ тапхӑртах вӑл тракторпа, автомашинӑпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ, киномеханик, медсестра удостоверениллӗ пулнӑ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Чатукасси шкулӗнче ӗҫлеме тӳр килнӗ ӑна. Унтан пурнӑҫ ҫулӗ Сӗнтӗрвӑрри районне илсе ҫитернӗ.
Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта ҫитес ҫул пирки кӑна мар калаҫнӑ.
Журналистсем Михаил Васильевича кӑҫал асра юлнӑ уйӑха калама ыйтсан вӑл кашниех палӑрса юлнине пӗлтернӗ. Нарӑс уйӑхӗнче «Хӗвел» ӗҫлеме тытӑннӑ тата Дмитрий Медведев килсе кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче командӑсен Европа чемпионачӗ иртнӗ… Кӑҫал пӑр керменне уҫнипе те асра юлӗ.
Тӗлпулура туризм аталанӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе ӗҫлемелли пур-ха. Районсенче, хулара туризма аталантармашкӑн май пуррине пӗлтернӗ вӑл.
Ҫитес ҫул республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнӑ май кун пек ыйту та янӑранӑ: «Михаил Васильевич хӑйӗн ачисене рабочи профессийӗсенче курать-и?». Элтепер вӗсен ҫӗр лаптӑкӗ нумаййине, каникул вӑхӑтӗнче ачасем унта ӗҫленине каланӑ. Михаил Васильевич хӑй те электромонтер профессине алла илнӗ. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫӑкӑрсӑр хӑвармӗ.
Чӑваш Ен правительстви «СОГАЗ» страховани компанийӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Шухӑша енсем хут ҫине куҫарнӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ представительствинче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ тӗлпулура пулнӑ. Мускавра пулнӑ май «СОГАЗ» правленийӗн ертӳҫипе Сергей Ивановпа ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
«Ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетни — регионӑн инвестици климачӗшӗн, предпринимательсемшӗн питӗ меллӗ», — тесе пӗлтернӗ кун пирки ЧР Элтеперӗн пресс-служби.
Паян ҫынсем ӑйсен пурлӑхне страхлассипе ытларах кӑсӑкланма пуҫланӑ-мӗн. Харпӑрхӑй пурлӑхне страхлассипе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракансем шутне Мускав, Мускав облаҫӗ тата Чӑваш Республики кӗрет иккен.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ВТБ банк правленийӗн пайташӗпе Ч.Л. Зентаипе тӗл пулнӑ. Республикӑн влаҫ орагӗнсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем «пӗр-пӗринпе малашлӑхра килӗшсе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ». Михаил Игнатьев республика территорийӗнче вырнаҫнӑ ВТБ банк ӗҫӗпе кӑмӑллине пӗлтернӗ ҫав хыпарта.
«ВТБ банк питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сире коммерци организацийӗсем шанаҫҫӗ, пуласлӑхра бизнесменсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме эсир витӗм кӳрессине те ӗненетӗп», — тесе каланӑ Элтепер. Банкӑн правлени ертӳҫине Андрей Костина «Ҫӗнӗ хула» проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн ырласа тав тунӑ-мӗн. Чаба Зентаи хӑйӗн сӑмахӗнче регионсене кредит уйӑрса парассипе активлӑ ӗҫлесси пирки каланӑ. «Ытларах ял хуҫалӑх пайӗнче ӗҫлекенсене витӗм кӳме шутлатпӑр. Ку енӗпе эпир ҫине тӑрсах ӗҫлеме тӗллев лартнӑ», — тесе пӗлтернӗ хӑйсен планӗсем пирки ВТБ банк правленийӗн пайташӗ.
Ӗнер Етӗрнери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан иккӗмӗш шкулта вӗренекен кадетсемпе паттӑр подпольщиксен, Николайпа Варвара Волковсен, xӗpӗпe Нина Карагановӑпа унӑн мӑнукӗ Александр Караганов тӗл пулнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Николай Волков Белоруҫри Гродно хулинче фашистсене xиpӗҫ кӗрешмелли ушкӑн туса хунӑ. Ҫавӑншӑн ӑна, унӑн мӑшӑрне тата чылай подпольщика фашистсем тискеррӗн вӗлернӗ.
Паттӑр ҫap ҫынни вӗреннӗ шкулти кадетсен ушкӑнне кӑҫал Николай Волковӑн вилӗмсӗр ятне пани пирки ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Пухӑннисем паттӑр подпольщика асӑнса йӗркеленӗ стендпа паллашнӑ. Асӑну хӑмине хатӗрлеме И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев пуҫтарма пулӑшнӑ.
Нина Караганова ашшӗпе амӑшне вӗлерсен фашистсем хуҫаланакан Гродно хулинче шӑллӗпе иккӗшӗ ырӑ ҫынсем пулӑшнипе кӑна вилӗмрен ҫӑлӑннине, кайран Етӗрнене каялла килнине куҫҫуль витӗр каласа кӑтартнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫесен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев «Таджиксен наципе культура центрӗ» Чӑваш Енри общество организацийӗн ертӳҫипе А.Х. Гафуровпа тӗл пулнӑ.
Абдулмаджид Гафуров таджиксен Чӑваш Енри диаспори туса ирттерекен ӗҫ-пуҫ пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май, 600 ытла таджикшӑн пирӗн республика тӑван тӑрӑх пулса тӑнӑ-мӗн. Диаспора пуҫлӑхӗ вӗсем хӑйсене кунта хӑтлӑ туйнине пӗлтернӗ.
Культура министрӗн твиӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев республикӑри халӑхсен этнокультурине аталантарма пулӑшни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Абдулмаджид Гафурова вӑл республикӑра нацисемпе конфессисен хушшинчи килӗшӳлӗхпе ҫураҫулӑха аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ нумаях пулмасть РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗпе Николай Федоровпа, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑх корпорацийӗн сӑнав канашӗн ертӳҫипе Сергей Степашинпа тата Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн пайташӗсемпе тӗлпулнӑ.
М. Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та курнӑҫӑва хутшӑннӑ.
Калаҫу вӑхӑтӗнче Атӑл леш енне ҫутҫанталӑк газне кӗртессине, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ авариллӗ ҫуртсенчен куҫарассине, ҫурт-йӗр фончӗн ыйтӑвӗсем пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра пулса иртекен ӗҫсене пысӑка хакланӑшӑн хӑнасене тав туни пирки влаҫ органӗсен официаллӑ пӗлтерет.
Сӑнсем (8)
Чӑваш наци конгресӗ Шупашкарти коопераци институчӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Килӗшӗве ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов институт ректорӗпе Валерий Андреевпа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ҫав кун коопераци институчӗнчи студентсем нацисен туслӑхӗн уявне пуҫтарӑннӑ. Тӗлпулура Япони утравӗнчен килнӗ хӑна та пулнӑ. Вӑл пухӑннисене чӑвашла калаҫса тӗлӗнтерни пирки ЧНК пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Институтра вӗренекен пӗp xӗp-yпpaҫ вара яппунла пуплесе кӑтартнӑ.
Килӗшӳ тӑрӑх Чӑваш наци конгресӗ тата Шупашкарти коопераци институчӗ малашне икӗ организаци Уставӗсенчи тӗллевсене лайӑхрах пурнӑҫлама пӗp-пӗрин хушшинче туслӑ ҫыхӑну йӗркелӗҫ. Ҫав шута телевидени, хаҫат-журнал, конгреспа институт сайчӗсенче тата ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пӗрлехи проектсем тӑвасси те.
Тепӗр темиҫӗ минутран, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх художникӗпе, К. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗпе, Чӑваш Республикин Аслӑлӑх тата ӳнер наци академийӗн член-корреспонденчӗпе Владимир Агеевпа тӗлпулу пуҫланать.
Владимир Агеев — Чӑваш Енӗн мухтава тивӗҫлӗ художникӗсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки сӑнарланнӑ.
Владимир Агеев — Елчӗк тӑрӑхӗн чӑвашӗ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшенче Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. "Капкӑн" сатира журналӗнче тата "Ялав" литертаурӑпа художество журналӗнче6 ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствипе ҫыхӑну тытнӑ май кӗнекесене илем кӳнӗ.
В. Агеев живопиҫ ӗҫӗсене 3 пине яхӑн хатӗрленӗ, графика ӗҫӗсем — 100 ытла. Ӳкерчӗкӗсем 10 пинрен те иртнӗ. Унсӑр пуҫне кӗнекесенчи тата журналсенчи ӗҫсем 20 пине яхӑн.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑвашсен паллӑ ҫыравҫипе Юхма Мишшипе тата Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ: ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Алла Салаева вице-премьер, Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Казакова хутшӑннӑ.
Пухӑннисем чӑваш литературине аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явни пирки Элтеперӗн пресс-служби пӗлтерет.
«Чӑваш Республикинче наци чӗлхипе культурине комплекслӑ аталантарас тӗлӗшпе патшалӑх политики тӗллев лартнӑ, хамӑрӑн йӑх-несӗлӗмӗрсен тарӑн та паха культурине упраса хӑварассишӗн тата ӑна анлӑрах сарассишӗн ӗҫлет. Чӗлхепе культура — пирӗн тупра тата пуянлӑх. Литература ҫулталӑкӗнче регионти культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ. Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкне халалласа сахал мар пысӑк мероприяти йӗркеленӗ, пӗтӗмпех вӗсем халӑхӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Юхма Мишшине тата Николай Угаслова хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тухӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ, чӑваш чӗлхипе литературине малашне те пуянлатса пырассипе активлӑ ӗҫлеме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |