Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тухтӑрсем

Ял пурнӑҫӗ Йӑнтӑрччӑ шкулӗнчи юлашки шӑнкӑрав
Йӑнтӑрччӑ шкулӗнчи юлашки шӑнкӑрав

Пирӗн сайта ҫыру килчӗ (ӑна «Кун кӗнеки» пая вырнаҫтартӑмӑр) — Валентина ятлӑскер тӑван Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи шкулта тухтӑр вырӑнне пӗтернишӗн куллянать.

Пӑшӑрханмалли сӑлтавӗ те пур пек — Валентинӑн ачисем ҫав шкулта пӗлӳ илеҫҫӗ. Ялта хвелшӗр пур-ха та ӗнтӗ, анчах ҫыру шӑрҫалаканӑн шухӑшӗпе вӑл пур ҫӗре те ӗлкӗрсе ҫитеймӗ. «Ачапа тӑрук мӗн те пулин пулса иртрӗ пулсан, тен хвелшер ялти пӗр карчӑк патӗнче пулӗ?» — шикленет Валентина.

Йӑнтӑрччӑ ялӗ Тӑвайран 7 ҫухрӑмра ларать. Ялта шкул, ача пахчи, хвелшер пункчӗ, культура ҫурчӗ, вулавӑш, ҫыхӑну уйрӑмӗ, 3 лавкка пур. 2010 ҫулта кунта 212 кил шутланнӑ, 676 ҫын пурӑннӑ. Йӑнтӑрччӑ шкулне 100 ытла ача вӗренме ҫӳрет.

 

Тӳррипе, ку сӑмаха ӗненме те йывӑр. Анчах Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Тӗпчев управленийӗ ку ӗҫе вӗҫлесе суда ярса панӑ ӗнтӗ.

Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ Комсомольски районӗнче, пӗр ялти пӗтӗмӗшле тухтӑр офисӗнче, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Шӑл юсаканӑн мӑшкӑлӗ пулнисен шутӗнче пилӗк ача-мӗн. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчи каччӑсем. Хайхисем шӑл юсаттарнӑ вӑхӑтра тухтӑр вӗсене хыпашланӑ пулать. Врача халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 135-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.

 

Улатӑр районӗнче пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрсен ҫемьеллӗ пулас кӑмӑлӗ ытла та вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав. ЗАГСра хӑвӑртрах ҫырӑнтарччӑр тесе вӗсем тухтӑр патне справка патне кайнӑ. Кун пек тӗслӗх пӗрре 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ, тепри — кӑҫалхи ака уйӑхӗнче. Качча кайма васкакан хӗрсене тав сӑмахӗлле кӑна ҫырса паман-ха вӑл справкӑна, укҫалла. Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулатех тенӗ евӗр, гинеколог ҫапла хӑтланни кӗҫех ҫиеле тухать.

Халӗ суя справкӑсем ҫырса панӑ тухтӑра 25 пин тенкӗлӗх штрафлама тата сиплев ӗҫӗпе икӗ ҫул ӗҫлеме чарнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-мӗн-ха.

 

Операци вӑхӑчӗ
Операци вӑхӑчӗ

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери ортопед-хирургсен 5-мӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ют ҫӗршывран тата Раҫҫейрен 150 ытла тухтӑр килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — Итали, Франци, Швейцари хирургӗсем. Унччен вара пӗр кун маларах ортопедипе эндопротезировани центрӗнче Францирен тата Америкӑран килнӗ хирургсем мастер-класс ирттернӗ.

Шӑмӑ ыратма пуҫлани ҫамрӑксене те пӑшӑрханарать иккен. Пӗҫӗ сыппи тӗрӗс мар аталаннипе ҫыхӑннӑ ҫак чире ытларах чух хӗрарӑм йывӑр ҫын пулнӑ чух ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ-мӗн. Хӗрӗх чӗрнеллисен кӗлетке йывӑрӑшӗ ӳснӗ май амак ҫивӗчленет-мӗн, шӑмӑ ыратма пуҫлать.

Асапа ирттермелли меслете Швейцари ученӑйӗсем 1983 ҫултах ҫирӗплетнӗ иккен. Анчах капла операцие 2004 ҫултан ҫеҫ тума пуҫланнӑ. Ку меслет сыпӑна тӗрӗс аталантарма пулӑшать тесе ӗнентереҫҫӗ иккен шурӑ халатлисем. Операцие пӗрремӗш хут Раҫҫейре пӗлтӗр Питӗр хулинче ирттернӗ. Шупашкарти мастер-класс вӑхӑтӗнче 26-27 ҫулсенчи хӗрарӑмсене операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Операци тутарнӑ хыҫҫӑн ҫынсем 10-15 ҫул чиперех пурӑнӗҫ. Кайран тухтӑрсенчен тепӗр хут пулӑшу ыйтма тивӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ntrk21.ru/video.aspx?id=2923
 

Ҫӗртме уйӑхӗн кашни виҫҫӗмӗш вырсарникун Ҫемӗрле районӗн медикӗсем хӑйсен професси уявӗ ячӗпе салам сӑмахӗсене илтеҫҫӗ. Пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ профессинче чи хастаррисене ведомство — парнесемпе, хулапа район — хисеп хучӗсемпе, хулапа район администрациӗсем — хавхалану хучӗпе чыславнӑ. Унсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле хулинчи тӗп медецина центрӗн грамотипе, хавхалану хучӗсемпе сахал мар ҫнна чысланӑ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ.

«Сывлӑхлӑ пулӑр!» — медиксене саламланӑ май Ҫемӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.Н. Новичков хӑй калаҫӑвне ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ. Вӑл пульница ӗҫченӗсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламланӑ, малашне те ӗҫ ҫапла ӑнӑҫлӑ пырасса шаннӑ.

Унсӑр пуҫне тата тухтӑрсемпе медаппасене уявпа саламлама хулари депутатсен канашлӑвӗн депутачӗ Л.М. Егорова, Ҫемӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Л.Г. Рафинов тата ыттисемпе те килсе ҫитнӗ.

Шур халатлӑ ҫынсене юрӑ-ташӑпа вара Ҫӗмӗрлери ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем савӑнтарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, [57]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 15

1905
120
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
52
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть