Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул ҫывӑхланӗ. «Атӑл» ҫул ҫинчен Нишер ялне ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Унта асфальт хурсан водительсене Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул кӗскелӗ. Халӗ автомобильсен урапа ҫулӗпе ҫӳреме тивет. Йӗпе-сапара, паллах, иртсе ҫӳреймӗн.
Ҫӗнӗ ҫул тӑвас пирки Куславкка районӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явма пухӑнсан (хальхи вӑхӑтра ун пек пухусем тӗрлӗ муниципалитетра иртеҫҫӗ) сӑмах хускатнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Куславккари Октябрьски ҫула юсӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енре тата тепӗр автономи учрежденийӗ туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелессипе ӗҫлекен республика служби» ятлӑ пулӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» бюджет учрежденийӗ вырӑнне йӗркеленӗ.
Автономи учрежденийӗ республикӑн патшалӑх органӗсем йышӑнакан административлӑ ҫуртсене тытса тӑнипе пӗрлех вӗсене транспортпа тивӗҫтерӗ.
Чӑваш Ен Элтепрӗн Администрацийӗн автобазин харпӑрлӑхӗнче пулнӑ мӗнпур пурлӑх ҫӗнӗ учреждение куҫӗ.
Аса илтерер: ӗнер Туризма аталантаракан агентство йӗркеленӗччӗ.
Чӑваш Ене 14 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсене Ӗпхӳрен кӳрсе килеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Пӗр уйӑхра пирӗн тӑрӑха 19 ҫӗнӗ троллейбус турттарса килнӗ. Иртнӗ эрнере 10 троллейбус илсе килнӗччӗ.
Ӗпхӳри савутран кӳрсе килме палӑртнӑ мӗнпур троллейбуса ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килсе пӗтерме палӑртнӑ.
Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Питӗрти 6-мӗш Совет урамӗнчи ятсӑр бульвара Петр Егоров зодчи ячӗллӗ сквер туса хума килӗшнӗ. Топоним комиссийӗ ырланӑ хыҫҫӑн ыйтӑва Питӗр хулин Тӗп районӗн администрацийӗнче ырлани кирлӗ.
Аса илтерер: Петр Егоров ҫуралнӑранпа кӑҫал 290 ҫул ҫитет.
Шупашкар хулинче пурӑнакансене ҫул-йӗр тата нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр картишне тасатса тӑрасси тата транспорт епле ӗҫлени пӑшӑрхантарать. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл регион управленийӗн центрӗнче пулнӑ. Асӑннӑ центр ҫынсен пӑшӑрханӑвне вӑхӑтра шута илессипе ӗҫлет. Асӑннӑ центра ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе кашни регионтах пӗлтӗр йӗркелерӗҫ.
«Хӗрӳ» темӑсене тӗрӗслесех, лару-тӑрӑва пӗлсе тӑратпӑр. Сӑмахран, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче центра пынӑ ҫырусенчен 50 ытла проценчӗ — Шупашкартан. Кунта халӑх йышлӑран ҫавӑн сӑлтавне ӑнланма пулать. Чи ҫивӗч ыйтусен шутӗнче — урамсемпе картишсенчи юра вӑхӑтра тасатасси, халӑха турттаракан тарнсрт епле ӗҫлени», — тесе пӗлтернӗ Алексей Ладыков Фейсбукра.
Ыйтӑва хуравлама вӑтамран 3 сехет те 39 минут иртет иккен.
Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн Mercedes-Benz седанӗпе чутах нумай хутлӑ парковкӑран тухса вӗҫмен.
Ҫурҫӗрте, Мускав ҫывӑхӗнчи Долгопрудный хулара Mercedes-Benz седан нумай хутлӑ парковкӑн тӑваттӑмӗш хутри стенана шӑтарса кӑларнӑ. Пӑтӑрмах пирки пӗлтерсе Daily Storm Telegram-канал видео вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, нимӗҫ иномаркин рулӗ умӗнче вӑл вӑхӑтра хӗрарӑм ларнӑ, вӑл машинӑна чарӑнура вырнаҫтарнӑ май хӑвӑртлӑха ытлашши ӳстернӗ.
«Тем тесен те ку вӑл ҫулталӑкри чи вӑйлӑ парковка», — ҫапларах комментари ҫырса вырнаҫтарнӑ видеохыпар авторӗ.
Тепӗр енчен, Baza Telegram-канал уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче ирхине, Ракета тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ парковкӑра пулса иртнӗ. Вӗсем тунӑ видео ҫинче те (ӑна вӗсем шалта ӳкернӗ) пӑтӑрмах мӗн патне илсе ҫитернине лайӑх курма пулать.
Роликсене сӑнас пулсан машина кузовне пысӑк сиен лекмен. Машина хуҫи хӑй те шар курман. Тепӗр тесен, хӗрарӑм чарӑнма ӗлкӗреймен пулсан, седан ним мар аяла персе анма пултарнӑ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне Mercedes-Benz-а стена шӑтӑкӗнчен туртса кӑларнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҪҪПХИ официаллӑ комментари пама ӗлкӗреймен-ха.
Шупашкар хула ертӳҫисем пассажирсене турттаракансен танлаштарӑмне хатӗрлесшӗн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, пассажирсене турттаракансем епле ӗҫлени пирки хула ҫыннисем пӑшӑрханса пӗлтернине ертӳҫӗсем йӑлтах курса-пӗлсе тӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗр маршрутпа ҫӳрекен транспорт 50 минут таран кӗттерни те пулать иккен.
Иртнӗ эрнере 15, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 42, 45-мӗш автобуссен тата 3, 10, 15, 17, 22-мӗш номерлӗ троллейбуссен ӗҫӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ.
«Пирӗн тивӗҫӗмӗр — пахалӑхлӑ общество транспорчӗпе тивӗҫтересси. Ку енӗпе кӑлтӑк пуррине кура ҫитменлӗхе ҫывӑх вӑхӑтра пӗтерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Алексей Ладыков.
Паян Шупашкар хулинче автобус юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫат пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче пулнӑ. Асӑннӑ урамри «Воробьев композиторсен урамӗ» чарӑнура 15-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑ автобус юпа ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем пӗлтернӗ тата сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан автобусӑн малти пайӗ сиенленнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.
Ҫынсем шар курнипе курманни пирки уҫӑмлӑн пӗлтермен. «Аманман пулмалла», — тесе ҫеҫ ҫырнӑ.
«Мускав – Шупашкар» рейспа вӗҫекен самолетӑн Шупашкарта 10 сехет те 25 минутра анса лармалла. Анчах «тимӗр кайӑк» ҫӗр ҫине 11 сехет те 4 минутра ларнӑ. Йӑлтах – юр ҫунине пула. Паян кӑнтӑрлаччен республикӑра юр самай вӑйлӑ ҫурӗ.
Самолет анса лармалли меллӗ самант кӗтсе сывлӑшра ҫаврӑм тунӑ. «Победа» авиакомпанин «тимӗр кайӑкӗ» каялла Мускава 12 сехет те 8 минутра вӗҫсе кайнӑ. Расписанипе вара 12 сехет те 25 минутра унӑн Мускаври Внуково аэропортӗнче пулмалла. Анчах ҫанталӑка пула самолет паян вырӑна 13 сехет ҫурӑсенче ҫеҫ ҫитнӗ.
Сурхури умӗн, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр троллейбуспа ярӑнма май килӗ. Унпа Хӗл Мучи тата Юрпике ҫула тухӗҫ.
Кивӗ ҫулта та, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, хула тӑрӑх тӳлевсӗр транспорт ҫӳренӗччӗ. Хӗл Мучипе Юрпикеллӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене килӗшнӗрен ырӑ пуҫарӑва пӑрахӑҫламан, акцие тепӗр хутчен ирттерме йышӑннӑ.
Юмахри сӑнарсем ыран 54-мӗш номерлӗ троллейбусра 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗҫ. Вӗсене сӑвӑ каласа кӑтартма, Юрпикепе Хӗл Мучи калакан тупмалли юмахсен тупсӑмне шырама май килӗ. Маттурсене пылак кучченеҫпе сӑйлӗҫ. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ятарлӑ троллейбусра укҫа тӳлеттермӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |