Шупашкар хулинче пӗр водитель курнӑҫланма шухӑш тытнӑ. Водитель ҫеҫ мар-ха. Салонта ларса пыракан пассажирсем те. Пӑтӑрмаха йӗрке хуралҫисем утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗнче тӗтелӗнче вырнаҫтарнӑ видео тӑрӑх асӑрханӑ, кӗҫех водителе те тупса палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тытса пыракан «Линкольн» автомобиль тӑрри ҫине виҫҫӗн улӑхса ларнӑ. Видеоран илнӗ скриншот тӑрӑх хакласан, вӗсенчен пӗри кабина ҫивиттийӗнчен пуҫне кӑларса пынӑ, пӗри тӑрри ҫине тӑсӑлса выртнӑ, тепри — ларса пынӑ.
Водителе ҫул-йӗр инспекторӗсем чӗнсе илнӗ. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырса ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Пассажирсене кабинӑра лартса ҫӳремелли йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 1000 тенкӗ штраф тӳлеме тивет.
Шупашкарта асар-писер ҫулпа та ҫӳреме пултаракан грузовик кӑларма пуҫланӑ. Пӗрремӗш транспорта Казахстана карьерта ӗҫлеме ӑсатнӑ ӗнтӗ.
«Силант» ятлӑскер 3-8 тонна тиев ҫӗклеме пултарать. Ял хуҫалӑхӗнче кунашкал транспорт пӗр фургона, самосвала тата пӗчӗк трактора улӑштарайрать.
Ку транспортпа коммуналлӑ хуҫалӑхра та усӑ курма май пур. Шупашкарти машиностроени предприятийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Силантӑн» ют ҫӗршывсенче аналогсем пур: Германире, Италире.
Шупашкарта Чӑваш Ен Правительствин машини светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫса кайнине асӑрханӑ.
Республикӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн инспекторӗсем cheb.ru порталта вырнаҫтарнӑ видеона тишкернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн водителе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хӗрлӗ ҫутӑпа каҫса кайнӑшӑн штраф виҫи — пин тенкӗ.
Правительство машинин (унӑн номерӗ — А017АА 121) водителӗ ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хулари Ярославль урамӗнче ҫул-йӗр правилине пӑсса Тукташ урамӗ еннелле пӑрӑннӑ. Унччен ҫав машинӑри пассажир ларкӑчӗ ҫинче республикӑн культура министрне пӗрре ҫеҫ мар асӑрханӑ-мӗн.
Ыран, шӑматкун, Чулхуларан Шупашкара хӑвӑртлӑхлӑ «Валдайсем» ҫӳреме тытӑнӗҫ. Вӑл Чулхуларан ирхи 6 сехетре ҫула тухӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак рейса тест режимӗнче темиҫе рейс тутарнӑ. Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ.
«Валдай» ҫул ҫинче 4,5 сехет ирттерӗ, Шупашкарта тепӗр ҫавӑн чухлӗ ларӗ. Кун тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ май 5 сехетех ларма пуҫлӗ. Ҫак вӑхӑт туристсене хула курса ҫаврӑнма ҫитетех.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын руль умне ӳсӗрле ларма питех те юратнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе пӗтеймен-ха.
Ӳсӗр пуҫпа руль умне ларакан ҫынна унччен виҫӗ хутчен пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Пӗрре — 2018 ҫулхи ака уйӑхӗнче, тепре — 2019 ҫулхи ака тата утӑ уйӑхӗсенче. Ӑна ирӗкрен те хӑтарнӑ.
Колонирен тухнӑ хыҫҫӑн вӑл права ҫук пулин те икӗ хутчен (2021 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тата юпа уйӑхн 17-мӗшӗнче) «ВАЗ – 21093» автомобиль рулӗ умне ларса тухнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӑна пӗринче Шупашкарти Ашмарин урамӗнче, тепрехинче Крупская урамӗнче тытса чарнӑ.
Кайран вӑл йӗрке хуралҫисенчен пытанса пурӑннӑ. Халӗ ӑна суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатас, транспорт рулӗ умне 5 ҫул хушши лартас мар тесе йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Шупашкарти Чернышевский урамӗнче ларакан васкавлӑ медпулӑшу машинине 34 ҫулти арҫын кӗнӗ те ӑна хваттер уҫсипе тапратма хӑтланнӑ. Пралуксене сыпӑнтарас тесе панеле те ҫӗмӗрнӗ.
Юрать-ха, ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Ӑна ҫав вӑхӑтра тухтӑрсем асӑрханӑ та ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравланӑ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл мӗншӗн ҫапла хӑтланнине ӑнлантарса парайман.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче унӑн тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкарта 35-мӗш автобус маршручӗпе ҫынсене турттаракан организаци пысӑк автобуссенчен хӑтӑлать. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет. «Швейрар» директорӗ Александр Козлов ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пысӑк автобуссене вӑтам автобуссемпе улӑштарнин сӑлтавӗ вӗсен вӑрӑмӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем Воробьев композиторсен урамӗнчен Ярославль урамне пӑрӑннӑ ҫӗрте вырнаҫаймаҫҫӗ — вӗсен ирӗксӗрех хирӗҫ ҫул ҫине тухма тивет.
12 метрлӑ виҫӗ алӑклӑ автобус вырӑнне перевозчик 10 метрлӑ икӗ алӑклисене туянать. Вӗсем «Волгабас»-семех пулӗҫ, анчах ҫӗнӗрех.
Палӑртмалла: асӑннӑ маршрут ҫинче ҫынсене турттаракана калӑпӑшӗпе вӑтам тата пысӑк автобуссемпе усӑ курма ирӗк панӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушнипе ҫак эрнекун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамне юсаса ҫӗнетекен организаци элчисемпе хула ҫыннисен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Тӗлпулу «Салют» КК-ра иртӗ. Пуҫламӑшӗ 10:00 сехетре.
Хула ҫыннисемпе тӗлпулӑва «Дорисс» ПАО организацийӗн, саккаса тӑратнӑ Шупашкар хулин «ЖКХпа тирпейпе илем кӗртессин управленийӗ» МБУ элчисем, ҫавӑн пекех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх чиновникӗсем тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ҫыннисем килӗҫ.
Асӑннӑ пӑтӑрмахлӑ урама малалла юсаса ҫӗнетес ӗҫсем кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Паллах, хӑшпӗр кунсенче водительсен транспорт юхӑмне чарнипе тӗл пулма тивӗ. Ҫавӑн пекех Граждан тата Фучик урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ункӑна реконструкцилеме пуҫлани те хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене кӑларса тӑратать. Троллейбуссемпе автобуссем валли ку тапхӑрта ҫӗнӗ схемӑсем хатӗрленӗ.
Росгварди Управленийӗн Чӑваш Енри управленийӗн ведомство хуралӗн сотрудникӗсем ӳсӗрӗлнине пӑхмасӑр руль умне ларса ҫул ҫинче хӑрушӑ лару-тӑру йӗркелекен Шупашкар ҫыннине тытса чарнӑ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнче унталла-кунталла пӑркаланса пыракан ҫӑмӑл машинӑна росгвардеецсем иртнӗ каҫ хурал вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Ҫул-йӗр патруль службин ӗҫтешӗсене йӗрке пӑсакан пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем унӑн машинине чарнӑ та унӑн хучӗсене тӗрӗсленӗ хушӑра водитель ӳсӗр пулнин характерлӑ паллисене асӑрханӑ. Каярахпа ӑна ҪҪХПИ сотрудникӗсен аллине тыттарнӑ.
32 ҫулти ҫын медицина тӗрӗслевне тума килӗшмен. Ун тӗлӗшпе административлӑ правӑна пӑсни пирки протокол ҫырнӑ.
Шупашкарта паян 11 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пассажирсем 41-мӗш маршрут автобусӗсене кӗтсе илеймен. Кун пирки халӑх пӗлтернӗ сас-хура ҫине таянса «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал пӗлтерет.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх автобуссем ҫукки водительсен забастовкипе ҫыхӑннӑ — вӗсем рейса тухма килӗшмен. Лару-тӑру пирки мэрире пӗлнӗ хыҫҫӑн Денис Спирин хушнипе водительсем патне Шупашкар хулин транспорт пайӗн ертӳҫи тухса кайнӑ.
14:34 вӑхӑт тӗлне пур автобус та маршрут ҫине таврӑннӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене турттаракан тӗлӗшпе вӑйра тӑракан контракт шайӗнче мерӑсем йышӑнӗҫ. Забастовкӑна мӗнле сӑлтава пула тухнине пӗлтермен.
Шупашкарти 41-мӗш маршрутпа ИП Василев ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра — вӑхӑтлӑх ӗҫлекен турттаракан пек.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |