Паян Шупашкарти «Больница комплексӗ» чарӑнура маршрутка, троллейбус тата грузовик ҫапӑннӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, грузовикӑн 34 ҫулхи водителӗ ҫуд ҫинче дистанцие пӑхӑнман пирки 270-мӗш маршруткӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Форд» маршрутка чарӑнуран тухма тӑнӑ. Салонта 9 пассажир пулнӑ. Унтан «Форд» 1-мӗш номерлӗ троллейбуспа пырса ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспортра 30-а яхӑн ҫын пулнӑ. Инкекре маршруткӑри 2 пассажир аманнӑ.
Маршруткӑн хыҫалти пайӗ сиенленнӗ, кузовӗ лапчӑннӑ. Троллейбусӑн сулахай енчи кантӑкӗ ваннӑ.
Китай СО2-ран 90 октан хисепӗллӗ биотопливо тума пултаракан хатӗре тӗрӗсленӗ.
Nature Communications пӗлтернӗ тӑрӑх, Даляньри хими физикин институчӗн (Китай) ӑсчахӗсем ҫитӗнӳ тунӑ: вӗсем сӗрӗм газӗнчен биотопливо тухӑҫлӑ хатӗрлеме пултаракан дистилляци хатӗрне ӑсталаса тӗрӗсленӗ. Парник газӗсене епле чакарас ыйту пӗтӗм тӗнчешӗн ҫивӗч тӑрать.
Ӑсчахсем сывлӑшри CO2-на пуҫтарса ӑна ҫӗр айӗнчи управӑшсене тултарма, е мӗнпе те пулин тытса чарма, е биотопливо тума сӗнеҫҫӗ. Юлашки меслечӗ тухӑҫлӑрах, мӗншӗн тесен синтезланӑ топливо туса илме пулать, ҫапла май вара ҫакӑ ҫӗр айӗнчи пурлӑха (вӑл иксӗлми мар) кӑларассинчен хӑтарӗ.
2020 ҫулта Цзоучэн промышленность паркӗнче технологие тӗрӗслеме ятарлӑ хатӗр туса лартнӑ. 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна хута янӑ, ҫак хатӗр пӗр чарӑнми 72 сехет хушши ӗҫленӗ. Гидрогенизаци реакцийӗ пынӑ май сӗрӗм газӗн 95% яхӑн процентӗнчен 90 октан хисепӗллӗ шӗвӗ топливо туса кӑларнӑ, ҫакӑ вара Китайӑн VI наци стандартне тивӗҫтерет.
Ӑсласа кӑларнӑ меслетӗн коммерци малашлӑхӗ те пур: производство процессӗ самай кӑткӑс пулин те хатӗре ӗҫлеттерме энерги питех нумай кирлӗ мар.
Шупашкар хулинче общество транспорчӗпе ҫӳреме хакланӗ. Ку хыпара паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
Ҫынсен транспортпа ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен ӳсме пултарӗ.
Троллейбусра ҫул укҫине карттӑпа тӳлесен 25 тенкӗ кӑларса хума тивӗ, аллӑн укҫа тыттарсан – 28 тенкӗ. Автобусра хак 26 тата 29 тенкӗ (мӗнле майпа тӳленине кура) пулӗ. Троллейбусра проезднойпа ҫӳреме кӑмӑллакансен асӑннӑ билета туянма уйӑхсерен 1135 тенкӗ тӳлеме тивӗ, студентсемпе шкул ачисен – 820 тенкӗ.
Автобуспа республикӑри 1720 пурӑну вырӑнӗнчен 1068-шне (62%) ҫитме пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтерет.
«Ҫыхӑнура» портал палӑртнӑ тӑрӑх, 1068 хисепе «Чӑвашавтотранс» пысӑк предприяти ӗҫленӗ чухнех, 2013 ҫултах, пӗлтернӗ.
Минтрансӑн пресс-релизӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кивелнӗ троллейбус паркне улӑштарас ӗҫе пурнӑҫланӑ. Чӑваш Ен электротранспорта сыхласа хӑварнӑ йышлах мар регионсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Троллейбуссемпе турттарнӑ пассажирсен шучӗ 2020 ҫулхипе танлаштарсан ӳснӗ.
Дмитрий Краснов вице-премьер тата республикӑн промышленность министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Кондратьев «Трансэнергопром» тӗп директорӗпе Елена Климашевскаяпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура электротранспорт валли республика лаптӑкӗнче заправка станцийӗсен йышне вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2030 ҫул тӗлне 160 станци таран тума палӑртнӑ. Вӗсемпе электромобильсене ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ самокатсене те авӑрлама май пулӗ.
Ҫавӑн пекех республикӑра электромобильсен каршерингне йӗркелесе ярас план пирки пӗлтернӗ. Асӑннӑ пуҫарусен тӗллевӗ — углерод йӗрне чакарасси.
Ӗнер каҫхине, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Коопераци институчӗ тӗлӗнче ӳсӗр водитель тытса пыракан машина автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Тойота» автомобиль водителӗ тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне автобуса ҫул паман. Унпа ҫапӑнсан «Лэнд-Крузер» ҫул хӗрринчи кӗрт тата тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ, автобус вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Телее, ҫав самантра нимӗнле машина та пулман.
«Тойота» водителӗ урӑ марри сисӗннӗ.
Автобус водительне вӑл руль умӗнче урӑх ҫын пулнӑ, пӑтӑрмах вырӑнне ҫав этем кӗҫех килсе ҫитӗ тесе суйма ыйтнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисене улталама май килмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑсене пӑхнӑ та ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче кам пулни аван курӑннӑ.
Чи пахи – инкекре никам та аманман.
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекенсем проездной билетпа ҫӳреме пултарӗҫ. Ҫӗнӗлӗх муниципалитетсем хушшинчи 7 маршрута пырса тивӗ: 101, 101С, 220, 234, 262, 270, 331.
Проездной туяннисен асӑннӑ маршрутсемпе татти-сыпписӗр ярӑнаймӗҫ. Абонементра 45 кунта ҫулта пӗр майлӑ 60 хутчен (унталла та кунталла 120 хутчен) тухма пӑхса хӑварӗҫ. Абонементпа билет хакӗ 32 тенкӗ кайса ларӗ. Ахальлӗн ҫул укҫи 34 тенкӗ пулӗ – ку вӑл банк карттипе тӳлесен. Аллӑн укҫа тыттарсан 36 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Канаш районӗнче халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине тӗрӗслӗҫ.
Муниципалитетсем хушшинчи 9-мӗш маршрут ҫынсене Канашри автовокзалтан «Лесхоз» чарӑнӑва ҫити турттарать. Унта виҫӗ транспорт ҫӳрет. Вӗсенчен пӗринче ҫеҫ инвалидсене турттармалли вырӑн пур. Асӑннӑ маршрутра транспорт палӑртнӑ вӑхӑтра ҫула тухмасть.
203-мӗш маршрут Шӑхасана ҫӳрет. Реестрта 4 транспорт ҫӳремелле тесе кӑтартнӑ, анчах иккӗшӗ ҫеҫ ҫӳрет.
209-мӗш маршут халӑха Тури Юнтапана турттарать. Транспортра ҫул ҫинчи хӑрушӑ участоксемпе тарифа кӑтартманнине шута илмесен тек кӑлтӑк тупӑнман.
121-мӗш маршрутра
(вӑл Кайри Ӑнтавӑша – Ҫӗнӗ Туҫана ҫӳрет) пысӑк кӑлтӑк тупӑнман.
Чӑваш Республикин тӗп хулин Хӗрлӗ тӳремӗнче боллардсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль Умӗнче) портал пӗлтерет.
Боллардсем — чӑрмав кӗрес тӗлӗшпе ҫул лаптӑкӗнчен тухма тата пытанма пултаракан ятарлӑ юпасем. Шупашкарта вӗсемпе пӗрремӗш хут усӑ кураҫҫӗ. Юпасене кӑларас е пытарас ӗҫе пультран е смартфонран тӑваҫҫӗ. Коммуналлӑ техникӑна ирттерсе яма вӗсем ҫул ӑшне пытанӗҫ, ытти чухне хула ҫыннисен транспорчӗ ҫӳресрен чарса тӑрӗҫ.
Боллардсене вырнаҫтарма 4,66 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Вӗсене нимӗнпе те сӑрламан, ҫавах каҫхи вӗсене ҫутатаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑшӑвруспа ҫыхӑннӑ черетлӗ хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ.
Документра каланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатлану предприятийӗсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 23 сехетрен пуҫласа 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлемӗҫ. Вӗсенчен апата киле илсе кайма вара чармӗҫ.
Транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма юрамӗ.
Предприяти-организаци ертӳҫисене 60 ҫултан аслӑрах, вакцинаци тутарман ҫынсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме; кӑшӑлвирусран прививка тутаракансене икӗ кун кантарма сӗннӗ.
Медицина хатӗрӗсем сутакан суту-илӳ объекчӗсене, влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене вара прививка тунине тӗрӗслесе кӗртме пӑрахӗҫ.
Культура, спорт, потребитель рынокӗн объекчӗсене кӗме унчченхиллех е QR-код, е ПЦР-тест, е кӑшӑлвируспа чирлесе ирттерни ҫур ҫул ҫитменнине ҫирӗплетсе паракан справка кирлӗ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |