Культура
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнере, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республика парламенчӗн депутачӗсем умӗнче тухса калаҫнӑ. «Правительство сехечӗ» форматпа йӗркленӳ калаҫу вӑхӑтӗнче «халӑх тарҫисем» министр докладне итленипех ҫырлахман, ыйтусем те панӑ. Игорь Моляков депутат, акӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Сурский рубеж» спектаклӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Парламентари палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл шкулта музыка пӗлӗвне ҫичӗ ҫул вӗреннӗ, унсӑр пуҫне унӑн килӗнче музыка хайлавӗсен пуян коллекцийӗ упранать. Игорь Моляков шухӑшланӑ тӑрӑх, опера пахалӑхӗ пысӑк мар. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ӗҫ пахалӑхӗ начар тесе шухӑшлани пирки унччен «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та ҫырса кӑтартнӑччӗ. Ӳнер ӑсталӑхне ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, оперӑна лартма 5 миллион тенке тухӑҫлӑ усӑ курман. Светлана Каликова вара урӑхларах шухӑшлать. Игорь Молякова вӑл хуравланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка хайлавӗсене пур чухне те ырласа йышӑнмаҫҫӗ. Пётр Чайковскин «Лебединое озеро» балетне халӑх 20 ҫултан ҫеҫ йышӑннӑ тесе ӑнлантарнӑ министр. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Шостаковича «Леди Макбет» оперӑшӑн тиркенине те, Ж. Бизен «Карменне» хурланине те аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |