Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: театрсем

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Черетлӗ театр сезонне Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫлӗ.

Кӑҫалхи ҫулла артистсем «Боспорские агоны» пӗтӗм тӗнчери авалхи ӳнерӗн ХХVIII фестивальне хутшӑнӗҫ. Унта вӗсем Чингиз Айтамтов пьесипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартӗҫ. Крымри куракансем чӑваш театрӗн ӗҫне утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кайса курайӗҫ. Эпос драмине унччен театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӗнче «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл патриотла спектакльсен «Za жизнь» IV пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗнче те палӑрнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче артистсем Мускавра иртекен «Территория будущего» форум-фестивале хутшӑнӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 5 тата 9-мӗшӗсенче вӗсем «Нарспи» спектакль сыпӑкне «Зарядье» паркра кӑтартӗҫ.

 

Персона
vk.com/litmusey сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/litmusey сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шуашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ) Юхма Мишши ҫыравҫӑн 90 ҫулхине халалласа «Чӑвашлӑх ҫыравҫи» курав уҫӑлнӑ.

Ҫавна музейра экскурси иртнӗ. Курава уҫма Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Алевтина Семенова тата Николай Тарасов хутшӑннӑ. Вӗсем «Шурҫамка» спектакль сыпӑкне кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Елена Хорькова тата Алина Каликова «Непослушный цыплёнок Шип» спектакльти сыпӑка кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫе театрта 20 ҫула яхӑн лартнӑ. Пукане театрӗпе Юхма Мишши 50 ҫула яхӑн туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн пӗрремӗш пьесине театрта 1976 ҫулта лартнӑ. Унтанпа сцена ҫине унӑн 13 спектакльне кӑтартнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш хастарӗсем Иван Яковлев палӑкӗ умне пуҫтарӑнннӑ.

«Ирхине йӗпе-сапана пӑхмасӑр ҫутӑ кӑмӑлпа Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умне пуҫтарӑнтӑмӑр.

Каҫкӳлӗм Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Сенкер фойинче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.

Хальхинче пирӗн хӑнасем республикӑри чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пулчӗҫ. Хыҫҫӑн пурте пӗрле «Нарспи» спектакль куртӑмӑр.

Пурне те паянхи уяв ячӗпе тепӗр хут саламлатпӑр, инҫе ҫула ҫывӑхлатса Клуб ларӑвне килнӗшӗн, шухӑш-туйӑмӑрсене уҫса панӑшӑн тав тӑватпӑр! Эпир пӗлетпӗр: сирӗншӗн те, пирӗнни пекех, кашни кун — тӑван чӗлхе», — тесе хыпарланӑ Марина Карягина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall296698703_8983
 

Чӑваш чӗлхи
Чӑваш пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш пукане театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫав вӑхӑтра чӑвашла спектакльсем кӑтартӗҫ, вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.

Чӑваш чӗлхи эрни ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» монодрамӑпа уҫӑлӗ. Пьеса авторӗ — Ольга Туркай, режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Леонид Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑра» повеҫӗ тӑрӑх Юрий Бутунин лартнӑ ӗҫе курма май килӗ. Театрти Чӑваш чӗлхи эрни ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче спектакль «Атя, тилӗ, яра пар!» спектакльпе малалла тӑсӑлӗ. Ӑна 12 сехетре кӑтартӗҫ.

Ҫав кун каҫхине Чӑваш Республикин тава тивӗҫле артисткин Ольга Петрован «Шап-шурӑ мӑшӑр» клипне презентациленипе хупӑнӗ.

 

Культура
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Сарту облаҫне тухса кайнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Театр Энгельс хулинче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Za жизнь» патриотла спектакльсен тӑваттӑмӗш фестивалне хутшӑнать. Мероприяти паян пулса иртет. Ун вӑхӑтӗнчечӑваш артсичӗсем «Хуркайӑк ҫулӗ» спектакль кӑтартӗҫ.

Аса илтерер: ӑна Чингиз Айтматов повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ. Спектакле «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хак паракансем, ҫав шутра паллӑ критиксем те, ырласа мухтанине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Шупашкара Мускавран килсе ҫитнӗ театровед Валентина Федорова ку ӗҫе: «Кун пек спектакльсем халь Мускавра ҫук...» тесе ырланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_12866
 

Культура
Чӑваш академи драма теаьрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма теаьрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата тепӗр премьера хатӗрлет. Ҫӗнӗ ӗҫе сцена ҫине ҫитес уйӑхра кӑларӗҫ.

Культура учрежденийӗ куракансене ҫу уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ. Ун чухне куракансене «Мӑшӑр тени – мӗн тени?» юрӑллӑ-ташӑллӑ камит кӑтартӗҫ.

Театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчи анонсра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мӗн хаклӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫра? Мӗнле упраса хӑвармалла малтанхи туйӑмсен хӗрӳлӗхне? Спектакль хальхи ҫамрӑк ҫемьесене тӗрлӗ хаклӑхсем ҫинчен пӗрле шухӑшласа кирлӗ пӗтӗмлетӳ тума май парать».

Пьеса авторӗ – Алёна Филиппова, режиссерӗ – Борис Манджиев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_12747
 

Персона
ЧППУ сӑнӳкерчӗкӗ
ЧППУ сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Анатолий Фишер артист куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 87 ҫулта пулнӑ.

Анатолий Абрамович 1969 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хорне ертсе пыма тытӑннӑ. Ку ӗҫре вӑл 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ.

Анатолий Фишер 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ижевскра ҫуралнӑ. 1958 ҫулта Мускаври музыкӑпа педагогика училищинчен, 1963 ҫулта Мускаври патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1963–1969 ҫулсенче Бурят Республикинчи оперӑпа балет театрӗнче тӗп хормейстер пулса ӗҫленӗ, 1969–2021 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ.

Сӑмах май каласан, вӑл преподаватель те пулнӑ. 1963–1969 ҫулсенче театрта тимленипе пӗрлех Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр культура инстиутутӗнче преподавательте тӑрӑшнӑ, 1991 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, 1998 ҫултанпа — профессор пулнӑ.

 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/asamteatr сӑнӳкӗрчӗкӗ
https://vk.com/asamteatr сӑнӳкӗрчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртекен мероприятие ҫамрӑк артистсем, педагогсем тата сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ.

Ҫав шутра Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, республикӑн вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева пулнӑ.

Фестиваль Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи шкулти театр лартнӑ «Василий Теркин» постановкӑпа уҫӑлнӑ.

Сӑмах май каласан, виҫӗ ҫулта фестивале 14 пине яхӑн ача хутшӑннӑ, вӗсем сцена ҫинче хӑйсене тытма пултарнине, хӑйсене шанса панӑ сӑнара артист пек ӗнентерӳллӗ калӑплама пултарнине кӑтартса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://dzen.ru/a/ac4Fj4lxU3miNOVs
 

Культура
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/dramteatr21 сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ кулӑш кунӗ тетпӗр те К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫав кун куракансене ятарлӑ программӑна йыхравланӑ.

Унта пырса ҫитнисем «Ах, кама-ши савмалла?», «Ҫимӗк каҫӗ», «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакльсенчи кулӑшла сыпӑксене пӑхса киленнӗ.

Театрӑн пресс-служби халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Любовь Федорова, Владимир Семенов тата Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев театрта, гастрольсенче пулса иртнӗ путишле самантсене аса илсе култарнӑ. Вӗсем Кӗлпук Мучи (Ефим Никитин) пысӑк кулӑш ӑсти пулнине аса илсе каласа кӑтартнӑ. Куракансем умне Кӗлпук Мучин пьесипе хатӗрленӗ «Хуняма» спектаклӗн сыпӑкӗпе те тухнӑ. Ӑна Василий Иванов режиссёр лартнӑ.

 

Персона
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ
Лариса Петрова сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Надежда Алферова артисткӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

РФ тава тивӗҫлӗ артистки пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ. Вӑл пукане театрӗнче 40 ҫул ӗҫленӗ.

«Эпӗ артистсен ҫемйинче ӳснӗ, ҫавӑнпа хам валли урӑх ҫул курман та», - тенӗ вӑл савӑнӑҫлӑ мероприятире сцена ҫине тухсан. Кун пирки МАХра «Хыпар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.

Надежда Валентиновна 150 ытла сӑнар калӑпланӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ театрӑн ылтӑн фондне кӗнӗ. Вӑл — пултаруллӑ артист ҫеҫ мар, режиссёр та.

Пултарулӑх каҫне пухӑннисем Надежда Алферова вылякан тата вӑл лартнӑ спектакльсен сыпӑкӗсене курса киленнӗ. Куракансем кашни номере ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса чунтан тав тунӑ, хӑйсем юратнине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 122
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын